Аслă Пăлхара çулçӳреве кайни
Ислам тӗнне йышӑннӑранпа 1102 ҫул ҫитнине халалланăччӗ
Мероприяти 20 пин ытла хӑнана пухрӗ. Вӗсен хушшинче ҫӗршывăн тӗрлӗ регионӗсенчен, Тутарстанри районсенчен те хутшӑнакансем пурччӗ. Çак мероприятие 60 ҫынна яхӑн тăракан Ҫӗпрел районӗн делегацийӗ те «Изге Болгар җыены» («Авалхи Пӑлхар пухӑвӗ») пухура хутшӑнчӗ.
Пӑлхар хули — тутар ҫыннисемшӗн сӑваплӑ вырӑн. Пăлхар хулинче пулса, авалхи çынсем ҫӳренӗ ҫулсем тӑрӑх утасси — мусульмансемшӗн кашниншӗнех пысӑк савӑнӑҫ.
Пӑлхар пухӑвӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чи малтан ислам тӗнӗн хисепне ӳстересси, ӑна ҫирӗплетесси.
Мероприятире хут-шӑнакансене Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов саламларӗ.
— Пурне те ырлӑх-сывлӑх сунатӑп. Ҫак уява килнӗшӗн сире кашнинех пысӑк тав. Тӗне 1102 ҫул каялла Правительство шайӗнче йышăннă. Вӑл пирӗнпе пӗрле пурӑнать. Пирӗн пулас ӑрусене тӗслӗх кӑтартса, хамӑрӑн тӗне, ҫӗршыва, йӑла-йӗркесене упраса хӑварма тăрăшмалла. Ку ӗҫре, хисеплӗ хазратсем, пысӑк тав сире! — терӗ вӑл.
«Изге Болгар җыены» мероприятие Пăлхарта 922 çулта Атӑл çи пăлхарӗсем официаллӑ майпа Ислам тӗнне йышӑннӑ куна халалларӗç.
Кăçал «Изге Болгар җыены» мероприятире Тутарстан Республикинчи Тӗн управленийӗ Çемье çулталăкӗ тата халяльлӗ пурнӑҫ йӗрки шайӗнче хаджа кайма 3 ҫемьене путевкӑсем палӑртрӗç.
Мероприятие официаллӑ майпа уçнă хыҫҫӑн, хӑнасем, Ҫӗпрел районӗн делегацийӗ Ремесленниксен хулине ҫитсе курса, халӑх промыслисен изделийӗсемпе тата сувенир продукцисемпе паллашрӗç. Унтан вӑл Пӗтӗм тӗнчери археологи тӗпчевӗсен центрне, «Габдрахман сахаб пусси» комплексне ҫитсе курчӗç, ҫӑлкуҫ шывне тутанса пӑхрӗç, хан мунчине пăхрӗç, Жамигъ мечетӗнче ҫемье кӗллинче хутшӑнчӗç.
Справка
Аслă Пăлхар — Атăлçи Пăлхар хули. Вăл Атăлтан 7 çухрăмра, Чулман Атăл Атăла юхса кĕнĕ вырăнтан 30 çухрăм анатарахра вырнаçнă. ЮНЕСКОН Пӗтӗм тӗнчери культура еткерӗн списокне кӗртнӗ федераци пӗлтерӗшлӗ вырăн пулса шутланать.
Пӑлхарсен малтанхи йӑхӗсем çак вырӑнта VII-VIII ӗмӗрсен чиккинче, Причерноморьере Аслă Пăлхар патшалăхӗ арканнӑ хыҫҫӑн пулса каяççӗ. Атăл-Кама Пӑлхарӗн вӑтам ӗмӗрӗн историйӗнчи тӗп пулăм — 922 ҫулта пӑлхар патшалӑхӗ ислам тӗнне йышăнни. Пӑлхар — регионти монгол тапхӑрӗччен чи пӗлтерӗшлӗ хуласенчен пӗри, X–XI ӗмӗрсенче — Атӑлҫи Пӑлхар патшалăхӗн тӗп хулисенчен пӗри.
Каярахпа Пӑлхар йӗркеленнӗ Ылтăн Орда патшалӑхӑн тӗп хулине çаврăнать. XIII-XIV ӗмӗрсенче вара — Атăлçи пăлхар патшалăхӗн тӗп хулисенчен пӗри. Каярахпа Пăлхар йӗркеленсен Ылтăн Орда патшалăхӗн тӗп хулине çаврăнать. Жамигъ мечетӗ, Хӗвелтухӑҫ тата Ҫурҫӗр мавзолейӗсем, Хан керменӗ, Пӗчӗк минарет тата Хан мавзолейӗ, Хӗвелтухӑҫ тата Шурӑ палата т. ыт. те. XIII-XIV ӗмӗрсенче хула аталану тапхăрӗ ирттерет: ремесла производстви ҫӗнӗрен чӗрӗлет, экономикӑпа культура ҫыхӑнӑвӗсем йӗркеленеҫҫӗ. XIII-XIV ӗмӗрсенче Пӑлхар хули Хӗвелтухӑҫ Европӑри чи пӗлтерӗшлӗ хуласенчен пӗри пулса тӑрать.
Аслӑ Пӑлхар — тӗнчери паллӑ ҫынсене илӗртекен культурӑпа ӑс-хакӑл центрӗ. Кунта историллӗ паллӑ ҫынсем пурӑннӑ: XIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пӑлхар-тутар поэчӗ Кол Гали, Хан Бата тата Берке пулнă, тата пурăннă. I Петр император килсе кайнӑ хыҫҫӑн, Раҫҫей императорӗ палӑксене сыхласси ҫинчен калакан пӗрремӗш указа йышӑнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев