Аслă çулсенчисем «оазиса» кайса килчӗç
Тӑван енӗшӗн хакласа пӗтерейми ӗҫсем тӑвакан ҫынсем пур
Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче хăйне евӗрлӗ, питӗ илемлӗ вырăн пур, унта коммунизм аталанать тесен, районти ветерансен ушкӑнӗпе ҫав ене тухса кайрӑмӑр.
Районти ветерансен совечӗн ертӳҫин ҫумӗ Рустам Хамидуллин Тутарстанри пӗр районта вырнаҫнӑ «Коммунизмӑн пӗчӗк оазисӗ» ҫинчен тахҫанах илтни тата унта кайса, ҫӗр ҫинчи «ҫӑтмаха» хăйӗн куҫӗпе курма ӗмӗтленни ҫинчен калаçрӗ.
Кун ҫинчен вӑл районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫине Рустам Мухаметзянова та пӗлтернӗ. Вӑл вара, ҫак ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме пулӑшрӗ. Акӑ пӗр ушкăн ветерансем ларнă автобус ҫула тухрӗ. Ҫӗпрел районӗн ветеранӗсем килесси çинчен оазисра пӗлетчӗç ӗнтӗ — пире шлагбаум витӗр пӗр чӑрмавсӑр, автобуспа, шала кӗртрӗç.
Ял, чи малтанах, пире пур ҫӗрте те тап-таса, йӗркеллӗ пулнипе, ҫул хӗрринчи чечексемпе илӗртрӗ. Паркра, административлӑ ҫуртсем ҫийӗн коммунизмӑн хӗрлӗ ялавӗсем вӗлкӗшеҫҫӗ. Площадьре А. М. Василевскийӗн, К. К. Рокоссовскиййӗн, Г. К. Жуковăн, И. В. Сталинăн, Ю. А. Гагаринăн, А. Г. Николаевăн тата ытти çынсен бюсчӗсене вырнаҫтарнӑ.
Совет Союзӗн вӑхӑтӗнчи парадсене аса илтерсе, союзлӑ республикӑсен ӗлӗкхи ялавӗсем ҫакса хунă.
Кунта «Уяв» ресторан тата «Сувар» гостиница пур. Туристсене уйрӑм ҫуртсене арендӑлама та май параҫҫӗ.
Ҫак проекта «Коммунизм оазисӗ» тесе ят панӑ. Ӑна тӑваканӗ — 83 ҫулти Иван Иванович Казанков. Иван Иванович — ҫак ял çынни. Совет саманинче ҫуралса ӳснӗскер, вӑл ҫав вӑхӑтри лайӑх енсене тӑван енӗнче упраса хӑварма вӑй-хал та, укҫа-тенкӗ те шеллемен, шеллемест те. Спонсор ҫак кунсенче ялта «Кремль» тутарать. Ветерансем «Коммунизм кӗтесӗн» хуҫипе сӑн ӳкерӗнчӗç, калаҫрӗҫ, интереслӗ ыйтусем пачӗҫ.
Оазисăн экскурсовочӗ Владимир Алмантай пире ҫак вырăнсемпе паллаштарчӗ. Унтан эпир «Кремле» 2022 ҫулта тума пуҫланине пӗлтӗмӗр.
Владимир Николаевич ветерансем валли икӗ сехете яхӑн экскурси ирттерчӗ, ялӑн пур паллӑ вырӑнӗсем ҫинчен те каласа пачӗ. Кремльте «Монетнӑй двор», казармӑсем, манеж, лаша вити, музейсем тата ытти те пулаҫҫӗ. Унран инҫех те мар «СССР йӗркеленнӗренпе 100 ҫул» ятлă культура паркӗ те пур, музейре ӗлӗкхи тракторсем, автомашинӑсем тата ытти нумай япаласем упранаҫҫӗ. Кремль таврашӗнчи территорире пӗве тунӑ, унта тӗрлӗ пулӑ ӗрчет.
Ют çӗртен килнӗ туристсем хӑйсен вӑлтисемпе пулӑ тытма, шыва кӗме тата пляжра канма пултараççӗ.
Кӑмӑл тӑвакансене пурне те сауна кӗрсе тӗрлӗ курӑкран хатӗрленӗ шыв пӑсӗсемпе сывлама май туса панă. Зоопаркӗ те пур. Унта фазансем, павлинсем, ту качакисем, пӑлансем тата ытти чӗрчунсем уйрӑм читлӗхсенче пурӑнаҫҫӗ, çаплах, упасем те пур.
Ял хӗрринче ҫамрӑк специалистсем валли типлӑ ҫуртсемлӗ урам туса лартнӑ. Ҫамрӑк специалист ҫемйипе ҫак ҫурта пурӑнма куҫсан, вӑл пурӑнмалли ҫурт-йӗршӗн тӳлемест, пурӗ те газпа электроэнерги пек коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн кăна укҫа тӑкаклать. Унта пилӗк ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн вӗсем кил хуҫисем пулса тӑраççӗ.
Ялтан инҫех те мар сӗт комплексӗ курӑнать. Звенигово аш-какай комбинатне кӑвак хӳмепе тытса ҫавӑрнӑ. Коммунизм та çавăнпа чикӗленет, хӳме хыҫӗнче ӗнтӗ «капитализмла ҫӗршыв» — уйрӑм общество.
Экскурсовода ветеран-пенсионерсем питӗ интересленсе итлерӗҫ, хăйсене интереслентерекен ыйтăвӗсене пачӗҫ. Аслă çулсенчи çынсене — социализм тапхӑрне — темиҫе сехетлӗхе «таврӑнма» питӗ те килӗшрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев