Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Аслă çулсенчи çынсене чысларӗç

Парнесем, тав сăмахӗсем нумай пулчӗç

Районти Культура çуртӗнче Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунне халалланӑ уяв мероприятийӗ иртрӗ.

Ветерансене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Тутарстан Республикинче тата Ульяновск облаҫӗнче патшалӑх пурлӑхне тытса пыракан Федераци агентствин регионсен хушшинчи территорири управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов саламларӗҫ. Тӑван çӗршывпа район валли тунӑ пысӑк ӗҫӗсемшӗн тав турӗҫ.
Унтан Марат Гафаровпа Альберт Хайрутдинов ветерансене парнесем пачӗҫ.

Фиркать Сабирович Залялова ТР ветерансен регионти обществăлла организацийӗн республикăри совечӗн президиумӗн «Ветерансен юхӑмӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» хисеп паллипе чысларӗç. 

Активлă пурнӑҫ позицийӗшӗн Абдулхарис Абдулхакович Алимова «Тутарстан Республикинчи агропромышленность комплексӗн хисеплӗ ветеранӗ» кӑкӑр çине çакмалли паллăна пачӗç. 
Вера Александровна Азизована ТР ветерансен регионти обществăлла организацийӗн ертӳçин Хисеп грамотипе, нумай ҫул обществӑлла ӗҫ-хӗлшӗн Фаридон Гильфанович Хафизова ТР ветерансен регионти обществăлла организацийӗн ертӳçин Тав ҫырӑвӗпе чысларӗç.

Çаплах, Нурислям Шагиахметович Алиуллин, Ильгам Заирович Закиров, Тальгат Адиевич Исаков, Резида Каюмовна Калимуллина, Нина Феофановна Матросова, Фируза Гареевна Мурасова, Юрий Михайлович Порфирьев, Гульсира Каримулловна Раимова, Ильгиз Сафиуллович Салахов «Район йӗркеленнӗренпе 90 ҫул» медале тивӗçлӗ пулчӗç. Гульсира Каримулловна Раимована 80 çул тултарнă май, тата Виктор Павлович Лухманова ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе парнесем пачӗç.

Унтан ветерансем Габдулла Тукай ячӗллӗ Тутар патшалӑх филармонийӗн солистки, Пӗтӗм Раҫҫейри тата Пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Алиса Мамина тата ытти артистсем пурнăçланă концерт номерӗсене кӑмӑллăн пӑхса ларчӗç.

Справка

Паянхи кун Ҫӗпрел районӗнче 6700 аслă çулсенчи ҫын шутланать. 177 ветеран хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне, 35 ветеран хӑйӗн 95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев