Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Аслă çулсенчи çынсен ячӗпе йӗркеленӗ уявра

Районта 6 пинтен ытла аслă çулсенчи ҫын пурӑнать. 1024-шӗ – 80 ҫул чиккинчен, 206-шӗ 90 çултан иртнӗ. Çӗр çултисем – виççӗн

 

Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен ячӗпе аслă çултисене районти Культура çуртне чӗнсе илсе, чысларӗҫ.  Уяв хӑнисем – ӗҫ ветеранӗсем, хӑйсен пурнӑҫ ҫулне ял пурнӑҫӗпе ҫыхӑнтарса нумай йывӑрлӑх тӳснӗ, хуйхи-суйхине тӳссе ирттернӗ, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ район ҫыннисемччӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, сӑмах илсе, вӗсене саламларӗ.

– Кунта пирӗн район ырлӑхӗшӗн, аталантарассишӗн тӑрӑшса ӗçленӗ ветерансем пухӑнчӗç. Эсир – пирӗн район, ҫӗршыв никӗсне хывнӑ ҫынсем. Эсир паян та историе, йӑласене упратӑр. Хӑвӑр ачӑрсемпе мӑнукӑрсемшӗн яланах тӗрек, йӗри-таврари ҫынсемшӗн тӗслӗх пулса тӑратӑр.  Тивӗҫлӗ канура пулнине пӑхмасӑрах, сирӗнтен нумайӑшӗ районта иртекен мероприятисене хутшӑнма вӑхӑтпа тата вӑй тупни савӑнтарать. Мӗнпур аслă çулсенчи ҫынсене пурне те сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунатӑп.

Унтан вӑл Ҫӗпрел районӗн территорине симӗслентерес, районăн ешӗллӗх пуянлӑхне аталантарас тата сыхласа хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ ӗҫ ветеранне Камиль Бекмухамедова район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ. Пӗр ушкăн ветеран: нумай çул Аслă Аксу ял тăрăхӗн ертсе пынă Равиль Алтынбаева, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ строительне Азат Вахитова, «Сельхозтехника» организацинче ӗҫленӗ Николай Ефремова, «Сюмбела» фольклор ансамблӗн ертӳҫине Фарида Заббарована, Çӗнӗ Кахăрлă ялӗн Культура ҫурчӗн заведующине Мадина Замалтдинована, Тутарстанăн тава тивӗçлӗ ветеринари врачне Адельшах Исхакова, Çӗнӗ Çӗпрел ялӗнчи ача садӗнче  воспитатель пулса ӗçлекен Гульфиза Исхакована, чӑваш наци культурин тава тивӗҫлӗ деятельне, çыравçа Николай Казакова, Хăймалу ялӗнчи ветерансен Совечӗн ертӳçине Михаил Киргизова, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн  Культура çурчӗн заведующине Наталья Макарована, Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ экономистне Ильмас Низамова, РФ çутӗç отличникне, 41 ҫул Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче пуҫламӑш классене вӗрентнӗ Ольга Порфирьевана, ӗлӗк районти потребительсен обществин çумӗ пулса ӗçленӗ Анвар Рахматуллова, нумай çул  «Алешка» обществӑн директорӗн ӗçне пурнăçланă Миргалим Садеева, вăхăтӗнче «Ялкын» колхоза, Кивӗ Кахăрлă ял тăрăхне ертсе пынă  Сахаутдин Хусаинова Çӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул çитнӗ ятпа юбилей медальӗсене пачӗç.

Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Шакир Ягудин, ветерансен район совечӗн ертӳçи Роза Насибуллина тата РФ Пенсионерсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Дилуза Азизова та аслă çулсенчисене ырлăх-сывлӑх тата савӑнӑҫ сунчӗç. Ӗҫ ветеранӗсене Владимир Ильинпа Наиля Сафинана ветерансен район совечӗн Тав ҫырӑвӗсене пачӗҫ.

Саламланисем концерт номерӗсемпе ылмашăнса пычӗç. Аслă çулсенчи ҫынсене халалланӑ концертра Культура çурчӗн пултарулӑх коллективӗсем, «Хӗлхем», «Телей», «Тан» халӑх инструменчӗн ансамблӗсем тата юрăçăсем Рустем Низамов, Альфия Яхиева, Сирина Хайруллова, Арифзян Бакиров, Резеда Калимуллина, Владимир Токмаков, Фирюза Махмутова, Вера Родионова, Альберт Мушарапов тата ыттисем те сцена çине тухрӗç. Аслӑ çулсенчи çынсене шкул ачисем те сӑвӑсем каласа саламларӗҫ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

1

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев