Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫар ҫыннисем валли — килти лапша

Ятарлӑ ҫар операцийӗ — ҫӗршыври халӑх пӗрлӗхлӗ пулнине тепӗр хут кӑтартса парать

Çӗршывăн хăруш-сăрлăхӗпе тӑнӑҫлӑхӗ-шӗн хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр кӗрешекен каччăсемпе арҫынсене кашниех пулӑшма тӑрӑшать. 

Районта пурӑнакансем те, ҫаплах, çар ҫыннисене тӗрлӗ енлӗ пулăшу параççӗ: хăшӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлет, медикаментсем пуҫтарать, унта кирлӗ пулакан япаласемпе, хăшӗ тата укҫапа пулӑшать.
Ҫавӑн пек ырӑ кӑмӑллӑ, хӗрхенӳллӗ, ялан пулăшма хатӗр пулнă ҫынсем Ильмет-Чаткас ялӗнче те пурӑнаҫҫӗ. Паян унта хӗрарӑм-волонтерсен ушкӑнӗ килти лапша (салма) хатӗрлет. 

Хӗрарӑмсем пӗрле пулсан ҫӑмӑлтарах та хӑвӑртрах пулассине шанса, вӗсем ку ӗҫе пурнӑҫлама Гульнурпа Ильсур Насибулловсем патне пухӑннă. Кил хуҫисене те чунтан тав тӑваҫҫӗ.
Насибулловсен вара икӗ ывӑлӗ те ятарлă çар операцине кайнă. Мансурӗ вӗсен ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне паттӑрсен вилӗмӗпе вилчӗ.

— Пирӗн ҫар ҫыннисем валли килти лапша касас шухӑш тахҫанах пурччӗ. Вара эпир, пӗрлешсе, килти ӑшша хамăрăн каччăсемпе арçынсене лапша урлӑ пама шутларӑмӑр. Унчченрех эпир пӗр хут лапша хатӗрлесе вӗсем патне ăсатнăччӗ ӗнтӗ, — теҫҫӗ хӗрарӑмсем.

— Ял пысӑках мар пирӗн. Кашни килте тенӗ пекех ятарлă ҫар операцине кайнӑ ҫын пур. Ҫӗршыва пирӗн ывӑлсем, пирӗн арҫынсем хӳтӗлеҫҫӗ. Каннӑ вӑхӑтра вӗсем тутлă килти лапша шӳрпине ҫисен, кăмăлӗсем çӗкленӗç, тетпӗр. Вӗсем пире кирлине туйчăрччӗ. Паллах, тунсăхлатпăр, ырă-сывă таврӑнччăр, — тет ӗмӗр тӑршшӗпех ялта фельдшер пулса ӗҫленӗ, тивӗçлӗ канури Минзиля Исмагилова. — Пире яланах пулӑшма хатӗр тăракан волонтерсем те пур. Вӗсем: Ильфира Замалетдинова, Ильмира Садретдинова, Светлана Бахитова, Эльмира Замалетдинова. Тав тăватпăр вӗсене!

Хӗрарӑмсем, мӗнпур чун ăшшине парса, лапша касаҫҫӗ. Унӑн составӗнче килти чӑн продукт — ҫӑмарта тата çăнăх. Ял ҫыннисем те продуктсемпе пулӑшаҫҫӗ. Ҫак кунсенче кӑна вӗсем 320 çăмартаран чуста çăрса, лапша каснă. 

— Лапша — хăвăрт пăсăлакан продукт мар. Пирӗн алӑсемпе чун-чӗре ӑшши ҫар ҫыннисем патне ҫитессе шанатпӑр, — теҫҫӗ хӗрарӑмсем.
Ҫак кунсенче Гульнурпа Ильсеяр Насыбулловӑн иккӗмӗш ывӑлӗ Ильнур кӗске вӑхӑтлӑха отпуска таврӑнать. Хӗрарӑмсем килти лапша касса, типӗтсе ун урлӑ та парса яма шутлаççӗ.

Справка

Ҫӗпрел районӗнче контрактниксем валли çаксене палӑртнӑ:

— пӗр хут 1,7 миллион тенкӗ укçа;

— Ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонинче уйăхсерен укçа 210 пин тенкӗрен пуçласа;

— Социаллӑ гарантисем.

Пур ҫӑмӑллӑхсемпе тӳлевсем ҫинчен туллин пӗлес, документсене регистрацилес тесен 8 962 560-40-79, 8(84375)2-27-09 телефон номерӗсемпе шăнкăравлама пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев