Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫар ҫыннисем службăна кайрӗç

Районтан мобилизаци-леннӗ каччăсем, икӗ эрнелӗх отпуск хыҫҫӑн, ятарлӑ çар операцийӗн зонине çул тытрӗç

Ҫар служащийӗсене ăсатмалли мероприяти Петр Дементьев ячӗллӗ паркра иртрӗ.

Ăсату мероприятийӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ҫар ҫыннисене чӗнсе каласа, вӗсене малалла та пирӗн ҫӗршывӑн, районӑн паттӑр салтакӗсем пулса юлма сунчӗ, тӗлпулу вӑхӑтӗнче ыйтнă кирлӗ пулакан япаласем пачӗ.

Ҫар ҫыннисем хӑйсем каннă вăхăтра тӑванӗсемпе, тусӗсемпе тата ял ҫыннисемпе курнăçни çинчен калаçрӗç.

Аслă Чăнлă ялӗнчен мобилизациленнӗ каччă: «Çак канмалли кунсем маншӑн чи хаклӑ кану кунӗсем пулчӗҫ. Ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче хутшӑнни пурнӑҫа, ҫывӑх ҫынсене хаклама вӗрентет. Нумай чухне атте-анне, мӑшӑр, тӑвансем патне шӑнкӑравласа, халӗсем çинчен ыйтса пӗлессине иккӗмӗш плана хăваратпăр, е ыран та ӗлкӗрӗпӗр-ха, тетпӗр. Ыран ытла кая юлма пултарать – çакна эпӗ ăнлантăм. Ҫемье пуриншӗн те питӗ хаклă».

Кӗçӗн Чăнлăран Кадрия Аббазова мӑнукне ăсатрӗ. «Пӗрремӗш хут кайнӑ чухне виҫӗ кун йӗтӗм. Халӗ кӑштах лӑплантӑмӑр ӗнтӗ. Калаҫа та тăратпăр. Акӑ вӑл канма килчӗ, эпир пур тăван-хурӑнташсене те чӗнтӗмӗр, тулăх сӗтел хатӗрлерӗмӗр. Ырă-сывӑ çӳретччӗр ачамăрсем.  Мӑнукăм авланман-ха. Унӑн туй кунӗсене курма Турă пулăштăрччӗ ӗнтӗ, тесе кӗлтӑватӑп».

Каллех уйрӑлмалли самант ҫитрӗ. Командӑпа ҫар ҫыннисем хӑйсене ӑсатакан автобус ҫине ларса, пуху пунктне çула тухрӗç. Ырӑ ҫул пултӑр, сире!  Ырă сывă таврăнма пӳртӗрччӗ!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев