Ҫар службине каясси — каччӑсемшӗн хисеплӗ тивӗҫ
Çурхи призыв малалла пырать
2023 ҫулхи июнӗн 13-мӗшӗнче, Петр Дементьев ячӗллӗ паркран Ҫӗпрелӗн çамрăкӗсене ҫар службине ӑсатмалли мероприяти пулчӗ.
Тӑван çӗршывăн хӳтӗлевçисене, йӑла тӑрӑх, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов чӗнсе каларӗ. Вӑл райăн каччисене ӑнӑҫуллӑ служба, ырă-сывă таврăнма сунчӗ. Ырӑ йӑлапа Айрат Залялов пулас салтаксене çул çине укçа пачӗ.
Раҫҫейӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне, çапла вара, тата пилӗк ҫамрӑк туллилентерчӗ. Вӗсем: Кивӗ Çӗпрел ялӗнчен Айнур Заббаров, Ильдар Рахматуллин, Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнчен Айназ Низамов, Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчен Раиль Камалов тата Çӗнӗ Упи ялӗнчен Антон Тимофеев. Ăсатмалли мероприятире каччăсен ҫывӑх çыннисем, тӑванӗсем те хутшӑнчӗҫ.
Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчен Раиль Камалова ӑсатма тӑванӗсемпе унӑн савнă хӗрӗ те килнӗччӗ. Лилияпа Ильсеяр Камаловсен çемйинче Раиль — пӗртен-пӗр ывӑл, çемьере вара вӗсен икӗ ача, йӑмӑкӗ те пур иккен. Раиль мӗн ҫамрӑкран спортпа, уйрӑмах кӗрешӳпе интересленет. Иртнӗ кану кунӗсенче вӑл ялӗнчи, районти Сабантуй уявӗнче абсолютлӑ паттӑр пулса тӑчӗ.
— Пирӗн ывӑлăмăр Хусанти энергоинститутра вӗренчӗ. Халӗ, каччă пулнӑ май, РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретӗнче службӑра тӑрас тесе умне тӗллев лартрӗ. Кашни ашшӗ-амӑшӗшӗн хӑйӗн ачи питӗ хаклă, ҫавӑнпа та эпир хамӑр ывӑла лайӑх служить туса таврăнма сунатпăр. Ҫулталӑк пӗр сисӗнмесӗр иртессе шанатпӑр, тăнăçлăх кăна пултăр, — тесе палӑртрӗҫ Раилӗн ашшӗпе-амӑшӗ.
Ҫӗнӗ Упи ялӗнчен Антон Тимофеевпа пӗрле амӑшӗн йăмăкӗ Валентина Савина килнӗ:
— Эпӗ Антонăн ашшӗ-амăшӗн вырӑнне килтӗм. Пирӗн йӑла ҫапла: ашшӗпе амăшӗ хапха умӗнчен кӑна ӑсатса яраҫҫӗ. Ҫемьере вӑл пӗртен-пӗр ача. Районти отрасль технологийӗсен техникумӗнче вӗренчӗ. Тӑван çӗршыв умӗнчи тивӗҫне те пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитрӗ. Эпӗ ӑна ырă-сывă тăма, пурте лайăх пултăрччӗ тесе сунатăп, — терӗ аппӑшӗ.
Пулас салтаксене ҫывӑх ҫынсемпе сывпуллашма 10 минут пачӗç. Унтан автобус вӗсене Хусанти сборный пункта илсе кайрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев