Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫар служби — мăнаçланмаллăх ӗç

Тӑван çӗршыва тата унӑн интересӗсене хӳтӗлесси — районти пӗр ушкăн каччăсемпе арçынсемпе тӗл пулнă вăхăтра калаçăвăн тӗп теми пулса тӑчӗ.

Мероприятие пуçласа районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов контрактниксен служба условийӗсем çинчен каласа пачӗ, социаллӑ гарантисемпе требованисене уçăмларӗ.

Аса илтеретпӗр, контрактпа служить тӑвакансене пысӑк ӗҫ укҫи, тӗрлӗ пулӑшу тӗсӗсем сӗнеҫҫӗ: ҫӑмӑллӑхсем, кредит тата налук каникулӗсем, аслӑ вӗренӳ çурчӗсенче ачасене вӗрентме бюджет вырӑнӗсем. Вӗсем яланлăхах вӑрҫӑ ветеранӗн статусне те илеҫҫӗ.
Районти мӗнпур ял тӑрӑхӗсенче те контрактпа çар службине каяс текенсене консультаци парас енӗпе ҫар учечӗн специалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. 

— Контракт тӑвас текенсемпе эпир индивидуаллă ӗҫлетпӗр, пурне те ӑнлантарса паратпӑр, — терӗ Рустам Мухаметзянов. — Тутарстанра пурӑнакансем çар контракчӗ тума шутлаççӗ пулсан, вӗсене пӗр вӑхӑтлăх 1,5 миллион тенкӗ укçа параççӗ. Ҫакăншăн 2024 ҫулхи июлӗн 31-мӗшӗччен контракт тумалла. Тутарстан çыннисем кăна мар, ытти регионсенче пурӑнакансем те, ют ҫӗршыв гражданӗсем те контрактник пулса служить тума пултараҫҫӗ. Ăҫта пурӑннине пӑхмасӑрах, вӗсене Тутарстана килме тата служба вырӑнне ҫитме пулӑшаççӗ. Ют ҫӗршыв гражданӗсемпе вӗсен ҫемйисене РФ гражданствине илме пулӑшӗç. Контракт тунӑ, медицина тӗрӗслевӗ иртнӗ вăхăтра пурӑнмалли вырăнпа, апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерессине пӑхса хӑварнӑ. Вӗсене çар сужбине кайма та хатӗрлӗç.

Контракт служби ҫинчен интернетра, социаллӑ сетьсенче час-часах хыпарсем пулаççӗ. Районта та пӗтӗм информацие халӑх йышлӑ пурӑнакан вырӑнсенче, сӑмахран, нумай функциллӗ центрсенче, суту-илӳ точкисенче, организацисенче, учрежденисенче вырнаҫтарнӑ. Район администрацийӗн, полици зданийӗсенче плакатсем, листовкӑсем ҫирӗплетнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев