Апрелӗн 21-мӗшӗ – Ураза-байрам
Уяв кунӗ
Ҫак кун мусульмансем Рамазан уйӑхӗнче чи вӑрӑм та йывăр пост (ураза) вӗҫленнине палӑртаҫҫӗ. 30 кун хушши ӗненекенсем талăкăн ҫутӑ вӑхӑтӗнче ҫимесӗр, ӗҫмесӗр пурӑнчӗç. Ураза-байрам кунӗнче ирхи кӗлӗ хыҫҫӑн ҫеҫ, сӗтел ҫине Ислам ирӗк панӑ кирек мӗнле апата та хума юрать.
Ураза-байрам – мусульмансемшӗн чи паха, пысӑк уяв, вӑл тӗне ӗненекенсене пӗр-пӗрне ҫутӑ туйӑмсем ҫеҫ парнелеме йыхравлать. Ураза-байрам, çавăн пекех Рамазан уявӗ, Пӗтӗм тӗнчери мусульмансем палăртса ирттерекен ислам тӗнӗн тӗп уявӗсенчен пӗри пулса шутланать.
2023 ҫулта ӑна апрелӗн 21-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗҫ. Коран тата ислам йӑли-йӗркипе килӗшӳллӗн, Ураза-байрам – савӑнӑҫ, телей, пулăшу кирлисене пулăшу памалли, тăнăçлăх вăхăчӗ, çавӑнпа уява кирлӗ пек ирттермелле те. Ураза-байрам уявне уявламалли традици енӗпе мусульмансем ирхи кӗлле (намаза) пухӑнаҫҫӗ. Йăлана кӗнӗ тăрăх, ăна уҫӑ лаптăксенче е мечӗтсенче ирттереҫҫӗ.
Çавна май районти мусульмансене район пуçлăхӗ Марат Гафаров саламлă сăмахсем пӗлтерет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев