Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Анне, эпӗ хамăн вырăна тупрăм»

Контрактник Евгений ятарлă çар операцийӗн зонинче паттăрлăх кăтартать Ирина Кузьмина

Нумаях пулмасть Çӗпрел районне фронтран савăнăçлă видеоçыру килчӗ. Унта салтаксем район çыннисене, уйрăмах пӗр аннене, УАЗ «Буханкăшăн» тав тăваççӗ. Парне вырăна çитнӗ.

«Анне, эпӗ сана юрататăп, — çапла вӗçлет тав сăмахне салтаксенчен пӗри, пирӗн ентеш, Алешкин-Саплăк ялӗн каччи Евгений Клементьев. Женя пӗлтӗр август уйăхӗнче контрактпа çара кайнă. Вăл — разведчик, беспилотник операторӗ. Çапăçу хирӗнчи лару-тăру çак специалистсенчен нумай килет. Çавăнпа тăшман разведки уйрăмах вăйлă йӗрлет вӗсене. Çак сăлтавпах ӗнтӗ ентешӗмӗрӗн службин вырăнне хамăр статьяра палăртмастпăр.

Икӗ уйăх каялла Женя амăшӗпе, Наталия Николаевнапа, телефонпа çыхăнсан: «Анне, мӗнле те пулсан гуманитарка пӗлтерсе укçа пуçтарма пулмасть-и районта?» — тесе ыйтнă, подразделение УАЗ «Буханка» сывлăш пекех кирлине пӗлтерсе.

— Малтан вăтанса тăтăм. Çынран укçа мӗнле ыйтас-ха, аван мар тетӗп, — пуçларӗ калаçăва Наталия Клементьева. — Районти кӗмӗл волонтерсен лидерӗпе Наталья Кузнецовапа тӗл пулсан вăл мана: «Мӗнле аван мар тет, вӗсем вӗт ют çӗршывшăн мар, хамăршăн çапăçаççӗ», — терӗ çирӗппӗн. Ун хыççăнах çар ветеранӗ Владимир Ярухин та: "Халех гуманитарка пухма пӗлтерӳ çыр, тăсса ан тăр«,— тесе хистерӗ. Кам-тăр тӗрев парсан вăй-хăват кӗрсе каять вӗт. Эпӗ урăх шутласа тăмасăр «Ватсапра» районти «Своих не бросаем» тата ытти ушкăнсене пӗлтерӳ ятăм. Çав вăхăтрах Женьăсем хăйсем те юлташӗсем хушшинче машина валли укçа пухма тытăннă иккен. Вӗсем 200 пин тенкӗ ытла, эпир 150 пин пухрăмăр. Район çыннисене, ытларах Саплăк халăхне, çак пулăшушăн тав тăватăп. Кӗске хушăрах çакăн чухлӗ укçа пуçтарасса шанман та эпӗ«, — каласа парать салтак амăшӗ.

Транспорта туянмалла кăна мар, леçмелле те вӗт-ха, çавăнпа Женьăн юлташӗсем УАЗ «Буханкăна» çывăхран, Волгодонск хулинчен, кӳнӗ. 

Наталия Николаевнăн вара халăхпа пухнă укçана куçарса памалли кăна юлнă.

Ывăлне мӗнпе те пулин пулăшайнăшăн чунӗ савăнать-ха ӗнтӗ амăшӗн, чӗри вара пурпӗр çунма чарăнмасть.

— Ӗçпе йăпанма тăрăшатăп, ӗç алăран кайсанах чун каллех çунма тытăнать. Вара: «Ман ывăлпа веç лайăх пулать», — тесе хама алла илсе тепӗр ӗç тытатăп та лăпланатăп. Женя салтака кайнăранпа пурнăç, тӗнчери лару-тăру çине урăхларах пăхма тытăнтăм. Хăвна пырса тивмесен çапла вӗт вăл, ял ачисем СВОна кайнă хыпара чӗре çине питех илместӗн. Халӗ акă хамăн ача та унта пулнипе кашни салтакшăн чӗре ыратать, вăрçи хăçан пӗтет-ши, тесе кӗлтăватăп, — ассăн сывлать амăшӗ.

23-ри ывăлӗ Женя СВОна кайма пуçтарăннă хыпара ашшӗ, вăхăтӗнче хăй те контрактпа çарта тăнăскер, лăпкăнах йышăннă пулсан, амăшӗ пирки апла калаймăн. 

— Ултă ачаран Женя урăхларах пирӗн: шухăшлакан, сăмаха тӳррӗн калакан, ырă кăмăллă. Тыткаларăшне пăхса пӗчӗклех хам ăшра «мудрый» тесе ят панă эпӗ ăна, — ывăлӗ çинчен калама тытăнсан сасси тата çепӗçленчӗ Наталия Николаевнăн. — Техникумран механика вӗренсе тухрӗ. Унта каясшăн марччӗ, медика вӗренесшӗнччӗ — балӗсем çитеймерӗç. Сывлăхне пула салтака илмерӗç. Иккӗмӗш ывăл Дима салтакран таврăннă кун Женьăн чунне мӗн-тӗр канăçсăрлантарнине сисрӗм. Дима салтакра пулнă, эпӗ пулман вӗт-ха тени пулчӗ-ши ку унăн? Тӗрӗс те, Дима май уйăхӗнче салтакран таврăнчӗ, августра Женя контракт çырчӗ.

Хусанта Валберизра ӗçлетчӗ ун чух, пӗррехинче шăнкăравларӗ те: «Анне, эпӗ пӗр çула салтака кайма контракт çырасшăн», — тет. Малтан ку хыпара çăмăл йышăнтăм-ха, кайран шутласа çӳресен-çӳресен:

«Женя, ачам, улталан пуль эс, СВОна каян пуль?» — тесе ыйтрăм. «Çук, анне, çар службипе кăна кайса килеп», — тет каллех. Кайран тин СВОна кайма контракт çырнине йышăнчӗ. Ульяновскри 104-мӗш десантпа штурм дивизине лекрӗ. Августран январь уйăхӗччен йӗри-таврари хуласенче беспилотник операторне вӗренчӗ. Темиçе ачаран 4-5-шӗ кăна экзамен парайнă, вӗсен хушшинче пирӗн ача та. Февраль уйăхӗнче часть командирӗ ывăлăмăра мухтаса Хисеп хучӗ ярса пачӗ. Ашшӗпе иксӗмӗр савăнатпăр ывăлшăн.

Кӗçӗннисем те тетӗшӗшӗн пит пăшăрханаççӗ, кӗтеççӗ. Чи кӗçӗнни, 9-ти Давид, халех ӳссен спецназ пулатăп тет. Женьăпа час-часах çыхăнăва тухатпăр, хăй çара кайнăшăн ӳкӗнни пулмарӗ-ха, кун çинчен ыйтсан: "Манăн вырăн ку, анне, хамăн вырăна тупрăм«,— тет кăна. Начарри çинчен те манпа калаçмасть, кашнинче: «Анне, ан хуйхăр, эпир çӗнтеретпӗр. Кунта веç лайăх, çимелли пур, ӗçмелли пур», — тесе лăплантарать.

Турра унччен те шаннă-ха, шанăç çав тери вăйлă манра, ывăлăма Турă аллине панă эпӗ, шанатăп, ăна ангелсем сыхлаççӗ«, — тăсăлать малалла калаçу. Салтак амăшӗн чунӗнче мӗн пулса иртнине тепӗр салтак амăшӗ чухлӗ урăх никам та ăнланаймасть. Çавăнпа Наталия Николаевна хăй пекех аннесене Турă çине шанма сӗнет. Ун шухăшӗпе, чуна çунтарса ямалла мар. «Халь эпир нимӗн те тăваймастпăр вӗсемшӗн. Пӗр Турă çинче кăна шанчăк. Эпир çирӗп тăрсан, ачасем те çирӗп пыраççӗ», — тет. 

Çак темăпа

Раҫҫейре Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсене контрактпа ҫар службине каясси малалла тӑсӑлать. Договор тунӑ кашни ҫын пӗр вӑхӑтлăх 1 000 000 тенкӗ тӳлев илме пултарать. Тӗплӗрех 117-мӗш, 8 (800) 222-59-00, 8 (843-75) 2-31-50 телефон номерӗсемпе шăнкăравласа пӗлме пулать. Ссылкăпа heroes-tatarstan. ru сайта кӗрсе, анкета тултарма та май пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев