Ҫамрӑксем ӗҫре те, пултарулӑхра та хастар
«Наше время — «Безнен заман» телевидени фестивалӗн гала-концерчӗ иртрӗ
12 ҫул тӑршшӗ фестиваль ӗçлекен тата инженер профессийӗсен представителӗсене пӗрлештерет, республикӑри предприятисемпе организацисенче ӗҫлекен ҫамрӑксен пултарулӑхӗн вӑй-хӑватне кӑтартса парать.
Мероприятие республикӑри тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекен 18 ҫултан пуҫласа 35 ҫула ҫитнисем хутшӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал фестивальте вара Тутарстанри 338 предприяти, организацисемпе учреждени представителӗсем сцена çинче хăйсен пултарулăхне кăтартрӗҫ. Паллă КамАЗ, Хусанти авиаци тата вертолет завочӗсем, «Татнефть», «Казаньсаноргсинтез» тата ыттисем хушшинче Çӗпрелӗн çамрăкӗсем те «Хореографи», «Музыка», «Мухтав минучӗ» номинацисенче хăйсен вăйне сăнаса пăхрӗç.
Районта пурӑнакан халӑхсен тӗрлӗ енлӗхне палӑртакан юрă-ташăсенче Тӑван çӗршыва юратни уҫҫӑнах курăнчӗ.
— Ҫывӑрмасӑр ирттернӗ каҫсем, нумай вӑхӑт хушши репетицисем пӗр йӗрсӗр иртмерӗҫ. Районта ӗҫ ҫыннине чапа кӑларакан, чӑн-чӑн пултарулӑх уявне те йӗркелеме пултаракан çамрăксем пур, — тет районти культура пайӗн начальникӗ Зульфат Сагдиев.
Кӑтартусем вара çакӑн пек: «Хореографи» (ансамбльсем тухса ташлани) — 2 вырӑн, «Хореографи» (пӗчӗк форма) — 3 вырӑн, «Визит карточки» — 3 вырӑн.
Пӗтӗмӗшле зачетра Çӗпрелӗн ӗçлекен çамрăкӗсем 3-мӗш вырӑна çӗнсе илчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев