Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Алия Карусева – «Вице-Раҫҫей чăваш пики – 2022»

Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей чӑваш пики – 2022» илемпе талантсен конкурсӗ иртрӗ

Конкурса чӑваш халӑхӗн наци культурине, чӗлхине тата йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас тӗллевпе ирттерчӗç.

Илем конкурсне пурӗ 21 пике хутшӑнчӗ. Вӗсем – тӗрлӗ районсенчен, регионсенчен, хуласенчен килнӗ чӑваш хӗрӗсем. Илем конкурсӗнче Тутарстан Республикин чысне Ҫӗпрел районӗнчен Алия Карусева хӳтӗлерӗ тата «Вице-Раççей чӑваш пики – 2022» титула çӗнсе илчӗ. Муркаш районӗнчи Анастасия Поркина – «Раҫҫей чӑваш пики – 2022» ята тивӗҫрӗ.

«Раҫҫей чӑваш пики» –илемлӗхпе пултарулӑх уявӗ, тӗрлӗ вырӑнта пурӑнакан чӑваш хӗрӗсене пӗрлештерсе тӑракан, чӑваш халӑхӗн пурлӑх культурипе ӑс-хакӑл культурине палӑртакан уяв. Титулшăн кӗрешекен чӑваш хӗрӗсем илемлӗ ҫи-пуҫӗпе капӑрлӑхне, юрӑ юрлас, ташӑ ташлас, сӑвӑ вулас, тӑван чӗлхепе тӗрӗс те илемлӗ калаҫас, чӑваш апат-ҫимӗҫӗ хатӗрлес ӑсталӑхӗсене кăтартрӗç. Конкурсăн мӗнпур этапӗнче Алияна районти культура ӗҫченӗсем, ҫавӑн пекех, Çӗпрел районӗн çыннисем те социаллӑ сетьсенче ирттерекен сасӑлава хутшӑнса, активлă пулӑшса тăчӗç. Мероприятире Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗ.

Эпир, Алияпа ҫыхӑнăва кӗрсе, конкурс хыҫҫӑнхи шухăш-туйăмӗсем ҫинчен ыйтса пӗлтӗмӗр.

– Эпӗ конкурсӑн мӗнпур тапхӑрӗнче питӗ хумхантӑм, апла пулсан та пӗтӗм вăя пухса заданисене пурнăçлама тӑрӑшрӑм. 2006 ҫулта çакăн пек конкурса манӑн тăванăм – Нина Борисовна Казакова хутшӑнса, çаплах, «Вице – чӑваш пики» ятне çӗнсе илнӗччӗ. Эпӗ те ун тӗслӗхӗпе хутшăнса, пысӑкрах титула ҫӗнсе илесшӗнччӗ. Шел, тӗллеве çӗнсе илме май пулмарӗ. Ҫапах та конкурса хутшӑнма пултарнӑшӑн питӗ савӑнатӑп. Эпӗ хама хам ытларах шанма пуҫларӑм, хамăн тавра лайӑх ҫынсем пулнине ӗнентӗм. Аннене, район пуҫлӑхне Марат Гафарова, районти культура ӗҫченӗсене, Сильвия Чаркинана, маншӑн тӑрӑшакан районти мӗнпур ҫынна чун-чӗререн тав тӑватӑп. Ку вӑл пирӗн пурсӑмӑрӑн та пӗрлехи ҫӗнтерӳ пулчӗ. Чи кирли – эпӗ культура еткерне, хамăн халӑхӑмăн – чӑваш халӑхӗн йӑлисене упраса пурăнайнăшăн, вӗсене кӑтартма пултарнӑшӑн мăнаçланатăп.

 Справка

Алия Карусева 2021 ҫулта «Тутарстан чӑваш пики» ята тивӗҫнӗччӗ. Вӑл Алешкин-Саплăк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пӗлӳ илет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев