Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Алӑ ӗçӗсен куравӗ-ярмăркка пулчӗ

Ыркăмăллăх

Çак кунсенче районти администраци тата Культура çурчӗн фойинче сывлăхӗсем çирӗпех мар ачасен тата аслисен алă ӗçӗсен куравне йӗркеленӗччӗ. Унта кăмăлланă таварсене туянма та май пулчӗ.

Ярмăркка вӗренӳ учрежденийӗсен ӗçченӗсем, «Пăшăрхану» халӑха комплекслӑ социаллӑ пулӑшу кăтартакан пулӑшу центрӗ ертсе пынипе иртрӗ.

Мероприяти 2024 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнче пуҫланчӗ тата декабрӗн 10-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ Инвалидсен декади шайӗнче иртрӗ. Çак курава районти предприятисемпе организацисен ӗçченӗсем, ҫавӑн пекех, ялсенче пурӑнакансем те килнӗччӗ.

Курав-суту-илӳре ҫыхса тунӑ япаласене, сувенирсене, тӗрлӗ теттесене тата ытти алă ӗçӗсене курма пулчӗ.

Палӑртса хӑвармалла, ҫакӑн пек ярмăрккӑсенче хутшӑнни инвалидсене хӑйсен алă ӗçӗсемпе паллаштарнисӗр пуçне, кăштах укçа ӗҫлесе илме те пулӑшать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев