Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Активлӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ те вăрăм пулать

Ветерансем

«Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗ» обществăлла организацийӗн вырӑнти уйрӑмӗн черетсӗр иртнӗ конференцийӗнче тивӗçлӗ канури çынсене  активлӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухрӗҫ, çӗнӗ пуҫлӑх суйларӗç

Пирӗн районăн пенсионерӗсем федераци тата регионти программисене пурнӑҫлама, ҫавӑн пекех тӗрлӗ культурӑпа спорт мероприятийӗсене ирттерме хастар хутшӑнаҫҫӗ. Паянхи куна пенсионерсен вырӑнти уйрӑмӗн йышӗнче 433 член шутланать.

– Иртнӗ тапхӑра активлӑ та кăткăс ӗҫ ҫулӗсем тесе хак пама май пур. «Раççей пенсионерӗсен союзӗн» темиçе çул валли планланă  «Виҫҫӗмӗш ăру университечӗ», «Ӗç тата физкультура активлӑхӗ – сывлӑх тата вӑрӑм ӗмӗрсен формули», «Право пулӑшăвӗ тата право вӗренӗвӗ» проектсене пурнӑҫласси малалла пырать. Ӗҫӗмӗрӗн пӗтӗмлетӗвӗ пулса, «Вырăнти уйрăмăн ӗçӗ-хӗлне лайăх йӗркелес енӗпе»  республика конкурсӗнче 2017-2018 ҫулсенче призлă вырăнсем хӳтӗлесси пулса тăрать. 2018-2020 ҫулсенче  аслă çулсенчисене компьютер пӗлӳлӗхне вӗрентес енӗпе ҫитӗнӗвӗсем пур. Кунсӑр пуҫне, пенсионерсен Спартакиади шайӗнче спортăн тӗрлӗ тӗсӗсем енӗпе те призлă вырӑнсем йышăнса пыратпăр, – тесе палӑртса иртрӗ Иршат Закиров.

Хальхи аслă çулсенчи çынсем компьютерсемпе тата интернетпа ӑста усӑ кураççӗ, электронлă çырусемпе ӗçлеме пӗлеççӗ. Çакăн пек курссене мӗнпур ял тӑрӑхӗсенче те йӗркеленӗ. Ачасемпе çул çитмен çамрăксен спорт шкулӗнче тата «Акчарлак» шывра ишмелли бассейн базинче  пенсионерсемшӗн ятарлӑ ушкӑнсем йӗркеленӗ, унта 200тен ытла аслă çулсенчисем çӳреççӗ.

 «Виҫҫӗмӗш ăру университечӗ»  шайӗнче районта пенсионерсен  право пӗлӗвӗсене ӳстерӗҫ. Виҫӗ ҫул хушшинче ҫак уроксенче 12 пенсионер пӗлӳ илнӗ. Районăн пенсионерӗсем хӑйсен пултарулӑх потенциалӗсемпе активлăн тата тӗрлӗ  енлӗн усӑ кураҫҫӗ. «Балкыш-Сияние» республика фестивалӗнче Людмила Сердцева, Альфия Яхиева, «Хӗлхем» халӑх ансамблӗ  дипломант ята тивӗçлӗ пулчӗç.

Вӗсем хӑйсем те ялсене, «Ӑшӑ ҫурт» приюта, «Чайка» ачасен лагерьне кайса, концертсем йӗркелеҫҫӗ. Кусемсӗр пуҫне, историллӗ хуласене экскурсие каяççӗ.

Конференцире «Кашни ял тӑрӑхӗнче пенсионерсен союзӗн уйрӑмне йӗркелемелле» текен сӗнӳ кӗчӗ. Паянхи кун тӗлне ун пек подразделенисем тӑватӑ ялта кӑна пур.

Конференци ӗҫӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов, район Совечӗн Аппарачӗн тата Ӗҫ тӑвакан комитечӗн яваплӑ ӗҫченӗсем, РФ Пенси фончӗн Ҫӗпрел районӗнчи клиентсен службин ертӳҫи Роза Гафарова, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, «Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗн» вырӑнти уйрӑмӗн членӗсем хутшӑнчӗҫ.

Мероприятире Иршат Закиров докладне итлерӗç, ҫавӑн пекех вырӑнти уйрăмӗн ревизорӗн отчетне, уйрăмăн çӗнӗ составне, çӗнӗ ревизора суйлас енӗпе ыйтусене пӑхса тухрӗç, çӗнӗ ертӳçӗ суйларӗç. Конференци вӗçленес умӗн аслă çулсенчи чи хастар çынсене  парнесем пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев