Ака пуҫланчӗ. Ырӑ сехет тӗлне пултăр!
Ял хуçалăхӗ
«Цильна» обществӑра сахӑр кӑшманӗн вӑррине акаççӗ.
Ку ӗҫе Рамис Айнуллов «Агротрон» тракторпа пурнӑҫлать. Рамис — чи опытлă механизаторсенчен пӗри, вӑл обществӑра 30 ҫула яхӑн ӗҫлет. техникăпа ҫулталӑк тăршшӗпех вăй хурать. Ҫулла «Беларусь» маркӑллӑ тракторпа утӑ ҫулать, ҫавӑрать, унтан рулонсене чӗркет пулсан, кӗркунне «РОПА» маркӑллӑ комбайнпа, ҫуркунне хӑй акнӑ сахӑр чӗкӗнтӗрне кӑларать.
Тивӗҫлӗ канура пулсан та Рустам Хамдиев килте юлма пултарайман, ҫуракине тухнă. «Ӗçӗн хӗрӳ вăхăчӗ ӗнтӗ», — тет вӑл.
Обществӑра мӗнпур ӗç йӗркеллӗн пырать. Ӗçлекенсене вӗри апатпа тивӗҫтереççӗ. Удобренисемпе техника валли çунтармалли-сӗрмелли материалсене тахҫанах кӳрсе хунă. Вӑрлӑхсем те ҫителӗклӗ шайра.
— «Ир аксан тухăç ăнса пулать», — тет халӑх. Ҫакна шута илсе, нумай ҫул хушши пухнă опытăмăр ҫине таянса, эпир кӑҫал та юр кайнă хыҫҫӑнах хире тухрӑмӑр. Кӗрхи тата нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантартăмăр. Эпир ака кампанине пуҫласа ятăмăр ӗнтӗ, — тет обществăн директорӗн ҫумӗ Раис Раимов.
Справка
Кӑҫал районӗпе 48820 гектар лаптăк çинче ҫурхи ака туса ирттерӗç. Ҫавӑн 25963 гектарне пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăсем йышӑнаҫҫӗ, ҫав шутра, 14884 гектар тулӑ, 7574 гектар урпа, 659 гектар сӗлӗ, 300 гектар пăрçа, 100 гектар хуратул. Сахӑр чӗкӗнтӗрӗ — 1400 гектар, хӗвелҫаврӑнӑш — 6581 гектар, рапс — 5887 гектар, соя 3954 гектар лаптăка тӳрӗ килет. Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен апрелӗн 18-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен курăннă тăрăх, районӗпе 6900 гектар лаптăкра кӗрхи культурăсене тата 3500 гектар лаптӑкра нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарнă, 3500 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене тата 4500 гектарти ҫӗре сӳреленӗ. «Ҫӗпрел Рассвет Агро» обществӑра 150 гектар лаптӑкра рапс культурине, 350 гектар лаптӑкра нумай ҫул ӳсекен курӑксем акнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев