Афган ҫӗрӗ çинче 200 каччă службăра тăчӗ
Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 33 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприяти район центрӗнчен старт илнӗ автоçӳревпе пуçланчӗ
Февралӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнче Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 33 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприяти иртрӗ. Мероприятире вăрçă юхăмӗн ветеранӗсем, общество организацийӗсен представителӗсем, ертӳҫӗсем, çаплах, ҫитӗнекен çамрăк ӑру хутшӑнчӗҫ.
Мероприяти ирхине район центрӗнчен старт илнӗ автоçӳреврен пуҫланчӗ. Автоçӳрев хыҫҫӑн, воин-интернационалистсем Геройсен Аллейинче пулса, унта Анне, афганецсен палӑкӗсен умне чечексем хучӗç. Мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗ.
Мероприяти йӗркелӳҫисем 2011 ҫултан пуҫласа Раҫҫейре ҫулсерен февралӗн 15-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫне пурнӑҫланӑ воин-интернационалистсене халалланӑ асӑну кунне палӑртса ирттернине аса илчӗ. Шӑп ҫав кун, 33 ҫул каялла, Совет салтакӗсемпе юлашки колонна Афганистан чикки урлӑ каҫса, килелле таврӑннӑ.
– 33 çул иртрӗ. Анчах ҫав вӑрҫӑ ҫинченхи асаилӳсем пирӗн чӗресенче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗç. Ку вăрçăра 500 пин ытла совет салтакӗ хутшӑнчӗ, вӗсенчен 14 пинрен ытларахăшӗ каялла таврӑнаймарӗ. Ку вӑл – Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн, чи пысӑк ҫухатусем. Пирӗн районти 200 яш-кӗрӗм Афганистанра службӑра тӑчӗ, 10-шӗ вара Тӑван ҫӗршыва ырă-сывă таврӑнаймарӗ. Ӗмӗрлӗх астăвăм, ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав вӗсене!
Февралӗн 15-мӗшӗнче – пӗтӗм ҫӗршывшӑн паллӑ кун. Шел пулин те, районта Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем те юлмарӗç. Пирӗн хамӑрăн историе, паттӑрсене, паллă датӑсене манмалла мар, эпир историе ҫитӗнекен çамрăк ӑрăва парса хăварма тивӗçлӗ, – тесе палӑртрӗ Марат Гафаров.
Парнеленчӗç
Район пуҫлӑхӗ воин-интернационалистсен общество организацийӗн ӗҫ-хӗлӗнче хастар хутшӑннӑшӑн, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас тӗлӗшпе хăйсенчен пай кӗртнӗшӗн тата Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 33 ҫул ҫитнӗ май парнесем пачӗ. Тав ҫырӑвӗсемпе: Раис Шакуров, Василий Денисов, Мансур Исхаков; Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул çитнӗ ятпа медальпе: Нурислам Кучатков, Иван Исаев, Геннадий Лелюков, Амир Хайрутдинов; Тутарстан Республикин вăрçă юхăмӗн ветеранӗсем тата Ҫурҫӗр Кавказ регионӗн территорийӗнче террора хирӗҫ кӗрешекен операци ыйтӑвӗсем енӗпе Координацин совечӗн тав ҫырӑвӗсемпе: Радык Асадуллин, Ирек Яфизов, Ильдус Мушарапов, Ильдус Замдиханов; вӑрҫӑ юхăмӗн ветеранӗсен Раҫҫей пӗрлешӗвӗн грамотипе – Петр Митаев парнеленчӗç.
Мероприятире вӑрҫӑ йывăрлăхӗсене тӳссе ирттернӗ тата вӑрҫӑран таврӑнман салтаксен ашшӗ-амӑшӗсене те йыхравланăччӗ. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Афганистанра пуҫ хунӑ Ильдус Хайбулловăн амăшне Рузания Хайбуллована, Румыл Замалетдиновăн ашшӗпе амăшне Рафаэльпе Закия Замалетдиновсене, Александр Шуркинӑн амӑшне Елена Шуркинана, ҫавӑн пекех, ветеран-афганецсен совечӗн пуçламăш организацийӗн ертӳçине Наиля Нуруллована чечексем тата парнесем пачӗ.
Районти вăрçă юхăмӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçи Виктор Петухов каланӑ тӑрӑх, паянхи кун Ҫӗпрел районӗнче 63 воин-интернационалист пурӑнать.
– Унта пулнă, пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗх суран пулса кӗрсе юлнӑ ҫулсем яланах асрăмăрта. Эпир Афганистанра службӑра тăнă каччăсемпе тивӗҫлипе мăнаçланатпăр. Каялла таврӑнайманнисен умӗнче пуҫ таятпӑр. Анчах эпир ҫак вӑрҫӑн сывă ветеранӗсене те манма тивӗçлӗ мар, – терӗ Виктор Петухов.
Мероприяти хыҫҫӑн интернационалистсем чей сӗтелӗ хушшинче тӗлпулăва малалла тăсрӗç. «Виват Шурави» ансамбль пурнăçланă юрăсем пирӗн ентешсен вӑрҫӑ ҫулӗсем çинчи асаилӗвӗсене чун-чӗрисенче каллех ҫӗнетрӗç.
Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 33 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприяти каҫхине «Афганская свеча памяти» акципе тата бадминтон турнирӗпе малалла тӑсӑлчӗ.
Парне хуçине тупрӗ
Февралӗн 15-мӗшӗнче – Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑ кун тата пӗр район çыннишӗнсюрпризлă пулса тӑчӗ. Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн пуҫлӑхӗ Талгат Халитова «90 лет ВДВ» юбилей медалӗ пачӗç. Унӑн кӑкӑрӗ ҫине ҫак медале район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата вӑрҫӑ юхăмӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçи Виктор Петухов ҫирӗплетрӗç. Талгат Ахметсафович салтак службине шӑпах ҫак ҫарсенче иртнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев