Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ачасем пирӗн малашлăхăмăр 1

Июнӗн 1-мӗшӗнче, Ачасене хӳтӗлемелли кун, пысӑк уяв тата «Коляскăсен  парачӗ» иртрӗ

Кăçал ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ уяв программи «Ҫӗпрел»  паркӗнче иртрӗ.

Парк юмахри персонажсен тата ачасен хаваслӑ сассисемпе тулнăччӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем тӗрлӗ тематика стилӗнче ачисен коляскисене илемлетнӗ. Парадра мӗнпурӗ 16 ҫемье (унта район центрӗнчен кӑна мар, тӗрлӗ ялсенчсен те килнӗччӗ) хутшӑнчӗç.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламласа:

– Ачасене хӳтӗлемелли кун – вӑл телей, ӗмӗт уявӗ. Пирӗн пултаруллӑ, талантлă ачасем питӗ нумай тата эпир, аслисем,  вӗсен малашлӑхӗшӗн пурне те ӗçлеме хатӗр. Ку пирӗн умри пысӑк тивӗç. Ачасене воспитани парас тата вӗрентес енӗпе пурнăçӗсене çыхăнтарнă тата  ӗҫ çулне халалланӑ педагогсене, воспитательсене  тав тӑвас килет. Ачасем – пирӗн малашлăхăмăр, – терӗ «Çӗпрел» паркне килнисене чӗнсе каласа.

 Унтан коляскăсен парадӗнче хутшӑнакансене парнелесси пулчӗ. Ҫак илемлӗ конкурсра ҫӗнтерекенсем тата çӗнтерттернисем  те пулмарӗç. Вӗсене пурне те тӗрлӗ номинацисенче палăртса иртрӗç тата парнесем пачӗç. «Коляска – пуçватмăш»  номинацире – Нуретдиновсен ҫемйи, «Юмах патӗнче хӑнара» номинацире – Топтыгинсен ҫемйи, «Чӗрӗ тӗнче» номинацире – Солдатовсемпе Мадуровсен ҫемйи, «Коляска – сюрприз» номинацире – Синдюковсен ҫемйи, «Пукане ҫурчӗ» номинацире – Валиуллинсен ҫемйи, «Сывлӑх сыхлавçи» номинацире – Мухаметшинсен ҫемйи, «Манӑн пӗрремӗш автотранспортăм» номинацире – Насретдиновсен ҫемйисем, «Принцесса карети»  номинацире Кудрявцевсен ҫемйи «Ҫамрӑк моряк» номинацире  – Топтыгинсен çемйи, «Чечеклӗ коляска» – номинацире Шайдулловсен тата Садыковсен çемйисем, «Космоса  хӳтӗлекен» номинацире – Вильдановсен ҫемйи,  «Принцессăшăн трон»  номинацире – Хемницерсен ҫемйи, «Юмахри пӑлан» номинацире – Мутинсен ҫемйи, «Музыкӑна юратакан»  номинацире – Ахмуковсен ҫемйи тата «Ҫамрӑк пилот» номинацире – Измайловсен ҫемйи палăрчӗ.

Коляскăсен парачӗпе пӗрле паркра уяв концерчӗ, вӑйӑсем тата конкурссем иртрӗç. Библиотека специалисчӗсем кăмăллă ăмăртусем ирттерчӗç.

Кунта, çавӑн пекех, пӗлӳ паракан учрежденисен алă ӗçӗсене, мастер-классене, краеведени музейӗнчи экспонатсене курма  май пурччӗ. Сцена ҫинче  «Планета талантов»  V районти çамрăк талантсен творчество конкурсӗн финалӗ иртрӗ. Спорта юратакансем ГТО нормисене пачӗç.

Справка

Июнӗн 1-мӗшӗнче палăртса ирттерекен  Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун 1949 çулхи ноябрь уйăхӗнче Парижра вăя кӗнӗ. Пӗрремӗш хут  официаллӑ майпа вара ăна 1950 ҫулта ирттернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев