Ачасем хăйӗн чӗлхине, культура еткерне вӗренеççӗ
Эпир – пӗрле
«Солнышко» ача садӗнче «Шкул çулне çитичченхи учрежденире ачасене хӑйсен халӑхӗн культурин еткерне вӗрентес ӗç» темăпа регионсем хушшинчи семинар иртрӗ.
Семинара Ҫӗпрел, Апастово, Пӑва, Теччӗ тата ытти районӗсенчен, ҫавӑн пекех, Ульяновск облаҫӗнчен, Чăваш Республикинчи Шӑмӑршӑ районӗнчен шкул çулне çитичченхи пӗлӳ паракан учрежденисен ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ.
– Паянхи мероприяти 2022 ҫулта пӗлтернӗ «Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерӗн çулталӑкӗ» шайӗнче иртет, ҫавӑн пекех «Чи лайӑх билингвальлӗ ача сачӗ» проекта пурнӑҫлассине шута илет, – тесе пӗлтерчӗ çутӗç пайӗн районти методисчӗ Лилия Каримова. – Ҫӗпрел районӗнче 27 ача сачӗ пур, район центрӗнче вӗсем виҫҫӗн. Ача сачӗсене тӑтӑшах 600 яхӑн ача ҫӳрет. Вӗсенчен чи пысӑк ушкăн – «Солнышко» ача сачӗ. Вăл икӗ грант проектăн хуçи те, – тесе палăртса иртрӗ вăл.
Хăнасене ача садне çӳрекенсем те саламларӗҫ. Вӗсем хӑйсен чӗлхипе халӑхсен туслӑхне, традицийӗсене, культурине ҫутатса пачӗç. Колпаковсен, Усмановсен, Шариповсен тата Карабаевсен ҫемйисем наци апачӗсене сӗнчӗҫ те наци уявӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ.
Семинара хутшӑнакансем хӑйсем те хутшăнчӗç, мастер-классем кăтартрӗҫ. Унтан кашнинех сертификатсем пачӗҫ.
«Солнышко» ача сачӗн заведующийӗ Елена Нурутдинова:
– Пӗрле ӗҫлесен кӑна эпир ҫитӗнекен ӑрӑва пӗр-пӗрне пулӑшма, ырӑ кӑмӑллӑ, тимлӗ пулма, хамӑр халӑхӑн историне, йӑли-йӗркине пӗлмешкӗн ăнтăлма воспитани пама пултарӑпӑр.
Пӑва районӗнчи «Ак каен» ача сачӗн воспитателӗ Ильсияр Валиуллина:
– Эпӗ хама квалификацие ӳстермелли курсри пек туйрӑм. Семинар питӗ килӗшрӗ. Ачасемпе, ашшӗ-амăшӗсемпе, тӗрлӗ организацисемпе ӗçе пысăк шайра йӗркеленӗ. Ача садне, ӗçченӗсене малашне те ăнăçусем сунатăп!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев