Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ачашăн амӑш варӗнче чухнех тӑрӑшмалла!

«Ҫаврака сӗтел» хушшинчи калаçу

2024 ҫула Раççей Президенчӗ Владимир Путин Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май, ҫулталӑк хушшинче, ҫемье хаклӑхне халалланӑ мероприятисем иртеççӗ тата иртӗҫ.

«Плюс один» абортсене профилактикăлас енӗпе комплекслӑ проект шайӗнче «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче иртнӗ «Çемье хаклӑхӗсене упраса хӑварасси тата абортсене профилактикăласси» темӑпа пуҫарнӑ калаҫу та çавӑн пек мероприятисенчен пӗри пулчӗ. Унта «Умиление», «Çемьене, амӑшӗпе ачине хӳтӗлекен Центр» коммерцилле пулман автономиллӗ организацийӗн вице-президенчӗ Аида Фиогбе, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов, районти тӗп больницăн акушер-гинекологӗ, районти çутӗç пайӗн, социаллӑ хӳтлӗх пайӗн представителӗсем, ҫамрӑксен ӗҫӗсем тата, туризмпа спорт пайӗн, опекӑпа попечительство, ЗАГС пайӗн, ҫул ҫитмен ачасен ӗҫӗсен енӗпе комиссийӗн представителӗсем тата ыттисем те хутшӑнчӗç.

Специалистсем «Амӑшӗсен тата ача тӗлӗшпе районӑн социаллӑ политики», «Ашшӗ-амӑшӗсен яваплăхӗ — ҫемье воспитанийӗ», «Халӑхӑн кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене йӗркелес енӗпе тӗн организацийӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫул çитменнисен хушшинче йывӑр ҫын пулассине асӑрхаттарасси, шкулсенче çул çитмен ачасен кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене йӗркелесси ҫинчен доклад турӗç.

Аида Фиогбе ҫураласлӑха ӳстерме палӑртнӑ «Тутарстан пурнӑҫшăн» регионти программа ҫинчен калаçрӗ.

Аида Владимировна Тутарстан 2020 ҫулта «Плюс один» абортсене профилактикăлас енӗпе комплекслӑ проектăн пилот регионӗ пулса шутланни çинчен те каласа иртрӗ. Ҫак проект шайӗнче 1056 медицина ӗҫченӗшӗн гинекологсемпе психологсен команди ӗҫӗ енӗпе 59 семинар ирттернӗ. Ҫулталӑкра икӗ хут йывӑр ҫын хӗрарăмсен кунӗ иртет, вӑл октябрӗн 7-мӗшпе апрелӗн 7-мӗшӗсене тӳрӗ килет. 

Аида Владимировна, çаплах, мероприятие хутшӑнакансен тимлӗхне ҫитӗнекен ӑру хушшинче профилактикӑпа ҫутта кӑларас ӗҫ-хӗле, асоциаллӑ ҫемьесемпе ӗҫлесси çине ячӗ. Çамрӑксем хушшинче

«Ҫемье тата ҫемье хаклӑхӗсем» темӑпа лекцисем-калаҫусем йӗркелеме сӗнчӗ. Ҫавӑн пекех, вӑл кризислă лару-тӑрура пулнă, ҫулӗ ҫитмен йывăр çын пулнисене пулӑшу парасси, йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарăмсене медицина кӑтартӑвӗсене, вӑхӑтра пулӑшу парасси ҫинчен те калаçрӗ. 

— Пирӗн пӗрлехи тӗллев — йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑм мӗн тери йывӑр халра пулсан та, пулас кашни ачан пурнӑҫне сыхласа хӑварасси, — терӗ вӑл.

«Ҫавра сӗтел» хушшинчи калаçу хыҫҫӑн районти йывăр çын пулнă ҫамрӑк хӗрарӑмсемпе тӗлпулу йӗркелерӗç. 

Районти тӗп больницӑн акушер-гинекологӗ Гузель Гайфуллина тӗлпулу вӑхӑтӗнче «Сывӑ ҫемье — сывӑ ачасем» темӑпа тухса калаçрӗ. 

— Ҫемьере ача ҫурални — яланах савӑнӑҫлӑ пулăм. Пулас ачан сывлӑхӗн никӗсӗ ашшӗ-амӑшӗн сывлӑхӗнчен, уйрӑмах амӑшӗн сывлӑхӗнчен килет, — тесе палӑртрӗ вӑл. 

Мероприяти вӗҫленнӗ май, мӗнпур йывӑр çын хӗрарӑмсене «Умиление», «Çемьене, амӑшне тата ачине хӳтӗлемелли Центр» коммерциллӗ пулман автономиллӗ организаци парнесем пачӗҫ.

Ыйхӑ тăранманни — сывлӑхшӑн сиенлӗ

Офтальмологсем каланӑ тӑрӑх, ҫителӗксӗр ыйхӑ та куҫҫуль тухассине чакарма пултарать, ҫакӑ компьютерпа ӗҫленӗ чухне е нӳрӗлӗх сахал чухне куҫа типӗтет.

Ҫапла, ыйхӑ тăранманни куҫсене япӑхлатма пултарать. Ку миф мар, наукӑпа ҫирӗплетсе панӑ пулӑм. Ыйхă тăранманнин куҫсене япӑх витӗм кӳнин сӑлтавӗ — куҫ вӑйӗсем ывӑнни. Кану ҫитменнипе тата ыйхӑ вӑрӑмăшӗ кӗскелнипе куҫ мышцисем пӗтӗмӗшпех канма ӗлкӗреймеҫҫӗ, ҫакӑ фокус начарланасси тата куҫ кураслăхне ҫухатма пултарасси патне илсе çитерет.

Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, çителӗклӗ çывăрмасан юн ҫаврӑнӑшӗ, ҫав шутра куҫа юнпа тивӗҫтерес ӗҫе пӑсăлать, ҫакӑ куҫсене япӑх витӗм кӳме пултарать.

Хӑш-пӗр тӗпчевсем ҫакна кӑтартса параҫҫӗ: вӑрах ҫывӑрманни глаукомӑпа сетчатка дегенерацийӗ пек тӗрлӗ куҫ чирӗсен хӑрушлӑхне ӳстерме пултарать. Ҫавӑнпа та куҫ сывлӑхне тата лайӑх курас пахалăха сыхлас, куҫсене пулӑшас тесен ҫителӗклӗ таран çывăрас пулать. Талӑкра ҫич-тӑхӑр сехет ҫывӑрмалла, организмӑн хӑйне уйрӑм ыйтӑвӗсене шута илмелле.

Ӑшӑ шыв юн çăралассине чакарать

Ӑшӑ шывпа усă курас культура пирӗн пата Китайран килнӗ. Унта пурӑнакансем ачаранпах ӑшӑ шыв ӗҫме хӑнӑхаççӗ. Ӑшӑ е вӗри (пӗçерменни) шыв сывлӑхшӑн усӑллӑ.

Сӑмахран, ӑшӑ шывпа усӑ курни начарланма пулӑшать. Врач ытлашши кӗлетке йывăрăшӗнчен апатчен ҫур сехет маларах пӗр стакан шыв ӗҫме сӗнет — ҫакна йӑлани кӗртни сахалтарах ҫиме пулӑшать.

Ӑшӑ шыв ӗҫнин ытти лайӑх енӗсем: юн ҫӑраласран сыхланма, чӗре ҫине тиеве чакарма, пыршӑлăх ӗҫне лайӑхлатма пулӑшать. Унсӑр пуҫне ват хӑмпи ӗҫне стимуллатать, ҫавна пула апата ӗçе кӗртекен система тухӑҫлӑрах ӗҫлет, ҫавӑн пекех организмран токсинсем кӑлармалли система та активланать.

Лимон сӗткенне хушнă ӑшӑ шыв пит тӗсне лайӑхлатать, шыçăннине пӗтерет.

«Кунсӑр пуҫне, эпир час-часах шыв ӗçес килнине выçнипе пӑтраштаратпӑр, эсир нумай пулмасть кăна çинӗ пулсан та, тутлă апат шыратăр иккен, ӑшӑ шыв ӗҫме тăрăшăр — ку сире чӑнах та ҫиес килменнине ӑнланса илме пулӑшӗ», — тесе канаш параҫҫӗ врачсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев