Ачалăхăн йывӑр ҫулӗсем
Михаил Васильевич Павлов 7 класс вӗреннӗ хыççăн колхозра ӗçлеме пуçлать
Матак ялӗнче пурӑнакан Михаил Васильевич Павлов 90 ҫулхи юбилейне палӑртрӗ.
Ҫак кун юбиляр район пуҫлӑхӗн ҫумӗнчен Алексей Ярухинран, Матак ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнчен Владимир Шумиловран ăшă саламсем йышăнса илчӗ. Хӑнасем ветерана сумлă юбилей ячӗпе саламларӗҫ, район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн саламлӑ открыткине, парнесем пачӗҫ, сывлӑх, телей, канлӗ ватлăх сунчӗҫ. Михаил Васильевича саламлама Матак ялӗн пултарулӑх артисчӗсем те килнӗччӗ.
Михаил Васильевич Матак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан ашшӗ Василий Романович фронта тухса каять, унтан таврăнаймасть, хаяр çапăçусенчен пӗринче пуçне хурать. Амӑшӗ Пелагея Петровна чирлесе вилет.
Михаилпа унăн акăшӗ иккӗшӗ кăна тăрса юлаççӗ. Вӗсем ачалӑх мӗн иккенне те пӗлмеҫҫӗ. Малтанласа кукашшӗпе кукамăшӗ патӗнче пурӑннӑ пулсан, кайран, кӑшт ҫитӗнсен, хӑйсен тӗп çуртне куçаççӗ.
Михаил Васильевич ялти шкулта 7 класс таран вӗренет, колхозра вăй хурать.
Çар тивӗçне Одесса хулинче пурнăçлать. Служба хыççăн тӑван ялне таврӑнать.
Юбилярӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ тата ӗҫ ӗҫӗ-хӗлӗ тӑван ялӗпе ҫыхӑнать. Тӗрлӗ ҫулсенче вăл районти «Сельхозтехника» организацийӗнче, колхозра электрик пулса ӗçлет.
Мăшăрӗпе Елизавета Петровнапа ҫичӗ ача: пӗр хӗр тата 6 ывӑл пӑхса ӳстереççӗ, пурнăç çулӗ çине кăлараççӗ. Шел, Михаил Васильевичăн мăшăрӗ 2013 çулта, чирленӗ хыççăн, çут тӗнчерен уйрăлса каять.
— Аттепе анне питӗ тӑрӑшуллă çынсем пулчӗç, пире, ачисене те мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхтарса ӳстерчӗç. Эпир вӗсене ҫакӑншӑн чунтан тав тӑватпӑр, — теҫҫӗ Михаил Васильевичӑн ачисем.
Михаил Васильевич хăйне ачисем, мăнукӗсем тимлӗх панине туйса пурăнать.
Ачисенчен хӑш-пӗрисем хулара пурӑнаҫҫӗ пулин те, час-часах ашшӗ патне килсех çӳреççӗ.
Юбиляр хаçатсем те вулать, вӑл хӑйӗн ял историйӗ ҫинчен те нумай каласа пама пултарать, хӑнасем килнӗшӗн вара питӗ савӑнчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев