Ача садне юсаса, тирпей-илем кӗртеççӗ
Кун пулăмӗ
«Солнышко» ача садӗнче тӗп юсав ӗçӗсем пыраççӗ. Район центрӗнчи 1 номерлӗ ача садӗнче юсав ӗҫӗсене тӗллевлӗ республика программипе килӗшӳллӗн туса пыраҫҫӗ.
«ВегаСтрой» строительство организацийӗн каччисем хӗлле ҫурт фасадне илемлетсе тунăччӗ, шалти хӑтлӑх енӗпе ӗҫ вара май уйӑхӗн вӗҫӗнче пуҫланнӑ. Çак вăхăт тӗлне ачасене район центрӗнче вырнаҫнӑ 2 номерлӗ «Сказка» ача садне куҫарнӑ. Обществăн ӗçченӗсен юсав ӗҫӗсене темиҫе енпе илсе пыраççӗ: электриксен, штукатурсен, малярсен, каменщиксен бригадисем ӗҫе пӗр вӑхӑтрах пурнӑҫлаҫҫӗ, вӗсене вӗҫлесе те пыраççӗ.
Паянхи кун ача сачӗн зданийӗн стенисене штукатурка тунă, ӑшӑтмалли батарейӑсене çиелтен хупланă, сигнализаци системине, маччисене ҫӗнетнӗ. Хальхи вӑхӑтра фасада, шалти стенасене облицовка тăвас тата сăрлас, электромонтаж ӗҫӗсене те илсе пыраççӗ. Ҫавӑн пекех ача сачӗн территорине юсавпа тирпей-илем кӗртес ӗҫе туса пыраҫҫӗ, здание кӗмелли, вӑйӑ площадкисем патне пымалли ҫулсене брусчатка сарнӑ. Ӗç фрончӗ вӗҫленсе пырать. Строительсем каланӑ тӑрӑх, здание августӑн иккӗмӗш ҫурри тӗлне юсаса пӗтерсе, усă курма парӗç.
— Пирӗн ача сачӗ лайӑхланать, илем кӗртсе юсаççӗ, канализаци, электросеть системине пӗтӗмпех ҫӗнетрӗç, пӳлӗмсенче косметика юсавнӗ ирттерчӗç, — тет «Солнышко» ача сачӗн заведующийӗ Елена Нуртдинова, хăйӗн савăнăçне пӗлтерсе.
Справка
«Солнышко» ача сачӗ 1934 ҫулта никӗсленнӗ, кӑҫал хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫӗнӗ здание вара 1978 ҫулта тума пуçланă, каярахпа усă курма панă. Ача садӗнче кӑҫал 1 ҫултан пуҫласа 6-7 ҫулчченхи 6 группӑра 140 ача воспитани илет. Ача садӗнче 35 ҫын, ҫав шутра 10 воспитатель, 2 логопед, педагог-психиатр, музыка ертӳҫи, физкультура енӗпе инструктор ӗҫлет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев