55 çул: Хăй пӗр истори, хăй пӗр ӗмӗр
Районти искусство шкулӗ хăйӗн пысăк юбилейне палăртса ирттерчӗ
Иртнӗ ӗмӗрте, 1969 ҫулта, Ҫӗпрелӗнче ачасен музыка шкулӗ уҫӑлать. Çак шкулăн никӗслевҫи ентешӗмӗр Рифкать Минналимович Фахретдинов пулать.
Иртнисене палăртса
Ҫар службинчен таврӑннӑ каччăна район комитетне чӗнсе илеççӗ те культура пайӗнче ӗҫлеме сӗнеççӗ. Рифкать Минналимович купӑс калама питӗ ӑста иккен. Тăванӗсем те, ашшӗ пекех, таврара чапа тухнӑ купӑсҫӑсем пулаççӗ. Культура пайӗнче ӗҫлеме пуçласан, вӑл музыка шкулне уҫасси ҫинчен ӗмӗтленме пуҫлать, çавна пурнăçа кӗртет те. Кун пирки искусство шкулӗн юбилейне халалланӑ мероприятире иртнӗ ҫулсенче районти культура пайне ертсе пынă Ханбик Камалов калаçрӗ.
— Пӗрремӗш кӑларӑмра музыка шкулӗнчен виҫӗ ача вӗренсе тухрӗ. Шкул пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех ҫӗнӗ кадрсемпе туллине пуçларӗ, вӗренекенсен ҫеҫ мар, вӗрентекенсен те шучӗ ӳссех пычӗ. Ҫулсем иртрӗҫ. Ҫак ҫулсем хушшинче шкул хӑйӗн ăнăçăвӗсемпе хӑйӗн авторитетне çӗнсе илчӗ, — терӗ вӑл.
Мероприятийӗн пӗрремӗш пайӗ уйрăмах хӑйне евӗрлӗ иртрӗ. Районти ачасен искусство шкулне Рифкать Минналимович Фахретдинов ятне пачӗç. Творчество ҫурчӗн стени ҫине вырнаҫтарнӑ астăвăм хӑмине уҫрӗç.
— Вăл ертсе пынă çулсенче искусство шкулӗнче вӗренӳпе воспитани тата музыка вӗренӗвӗ валли пур условисем те туса пачӗç. 32 ҫул ертсе пынă директор хӑйӗн вырăнне хăйӗн вӗренекенне хӑварать. Руслан Данирович Шарафутдинов çак шкула 17 ҫул ертсе пырать. Пӗтӗмӗшпе илсен, Рифкать Фахретдинов пӗлӳпе воспитани парса ӳстернӗ вӗренекенсем паян районти культура тата социаллӑ сферӑра ертсе пыракан должноҫсене пурнăçлаççӗ, — тесе палӑртрӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Мероприятие пысӑк хӑна, Тутарстан Республикинчи культура сферинчи инновацисене ӗçе кӗртес тата йӑла-йӗркесене упраса хăвармалли ресус центрӗн стратегилле аталанупа экономика енӗпе директорӗн ҫумӗ Анзия Закирова педагогсене тав турӗ, «55 ҫул — тулли савӑнӑҫпа тата ӑшӑлăхпа тулли пӗр ӗмӗр» тесе палӑртрӗ.
Район пуҫлӑхӗпе Марат Гафаровпа пӗрле вӗсем искусство тӗнчине халалланӑ педагогсене парнесем пачӗç.
Рифкать Фахретдиновӑн пурнӑҫпа ӗҫ ҫулӗ ҫинчен халалланӑ стенд та тунă преподавательсем. Каҫӑн иккӗмӗш пайӗнче районти Культура çуртӗнче фотоасаилӳсенчен, музыка инструменчӗсенчен йӗркеленӗ пуян курав та ӗҫлерӗ.
Искусство шкулӗн паянхи пурнăçӗ
Уяв каҫӗ Ачасен искусствин шкулӗнче вӗренекенсен музыка номерӗсемпе çыхăнса пычӗ. Тӗрлӗ ҫулсенче шкул пӗтерни те юбилей уявӗнче хӑйсен пултарулӑх номерӗсене парнелерӗç. Пӗтӗмлетсе каласан, мероприятие хӑнасем нумай пухӑннӑччӗ. Рифкать Минналимовичăн ачисемпе мӑнукӗсем те килнӗччӗ.
Рифкать Минналимовичăн ывăлӗ Данир Фахретдинов Çӗпрел ҫыннисене ашшӗн ятне асра хăварнăшăн тав турӗ, ачасен искусство шкулне ырӑ малашлăх сунчӗ, купӑспа тата аккордеонпа выляса кăтартрӗ. Данир Фахретдинов Мензелинскра культура пайӗнче нумай ҫул ӗҫлет, искусство шкулне ертсе пырать, унӑн хӗрӗ Эльмира Фахретдинова та нумай ҫул районти музыка шкулӗнче ӗҫлерӗ, хальхи вăхăтра Хусанти музыка шкулӗнче вăй хурать.
55 ҫул хушшинче шкул 400 яхӑн вӗренекене пурнăçăн анлă çулӗ çине кăларнă. Рифкать Фахрутдинов никӗс хывнă искусство тӗнчи паян та хӑйӗн ҫулне тивӗҫлӗн малалла тӑсать. Паянхи кун ҫине пӑхсан, кунта историре ăрăвăн педагогӗсемпе вӗренекенӗсем хывнӑ йӑласене малалла тӑснă май, искусство вӗренӗвӗн хальхи моделӗсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Шкул пӗлӳ паракан тата культура учрежденийӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет.
Юлашки ҫулсенче районти ачасен искусствин шкулӗ тӗрлӗ грант хуçи те, республика, Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи нумай пултарулӑх конкурсӗсенче хутшӑнса, ҫӗнтерӳçӗ пулса тӑчӗ. Хальхи ертӳҫи — Гулия Усманова. Кунта 200 ытла ача искусство тӗнчине кӗрсе вырнаҫнӑ. Вӗсенчен пӗрисем илемлӗ калаҫма вӗренеççӗ, хӑшӗ ташлать тата хӑшӗ юр пек шурӑ хут листисем ҫине сӑрăсемпе ӳкерет. Искусство шкулӗ кашни ачан талантне пур енлӗн уҫса пама пысӑк вӑй хурать.
55 ҫул хушшинче шкулта нумай улшăнусем, кăткăслăхсем пулнă пулсан та, анчах пӗлтерӗшӗ улшӑнман — ку вӑл ачасен ăшă кулли, ҫамрӑк музыкантсемпе художниксен савӑнӑҫӗ, телей туйӑмӗ…
Справка
Рифкать Минналимович Фахретдинов 1932 ҫулта Кивӗ Кахӑрлӑ ялӗнче ҫуралнӑ.
1959 ҫулта ТАССР халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ ҫумӗнчи баянистсемпе хористсен курсӗнчен вӗренсе тухать. 1969 ҫулта Урал консерваторийӗ (Екатеринбург хули) ҫумӗнчи хор обществин правленийӗнче 2 ҫуллӑх курссенче пӗлӳ илет.
1953-1956 ҫулсенче ҫарта пулать. 1969 ҫулта музыка шкулне йӗркелет, унӑн директорӗ пулса 2001 ҫулччен вăй хурать.
Наградисем
Пултарулăх искусствин ăстисен 2-мӗш Пӗтӗм Раҫҫейри лауреачӗ, Файзулла Туишев ячӗллӗ купӑсҫӑсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи, «Выля, хуткупăс!» республика фестивалӗн нумай хут дипломанчӗ, ӗҫ ветеранӗ, «Культурӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» кӑкӑр çине çакмалли паллăна тивӗçлӗ пулнă.
Ӗçӗсене хисеплесе
Ҫӗпрел районӗнчи ачасен искусство шкулӗн баян класӗн преподавательне Ландыш Фиркатовна Сабирзянована «Культурӑри тава тивӗçлӗ ҫитӗнӳсемшӗн» кӑкӑр çине çакмалли паллă пачӗç.
* * *
Культура ӗçӗ-хӗлне пысӑк пай кӗртнӗшӗн Тутарстан Республикинчи Культура министерствин Хисеп грамотине ачасен искусство шкулӗн директорӗ Гулия Абдулгалиевна Усманова; Тутарстан Республикинчи Культура министерствин Тав çырăвне вӗренӳпе воспитани ӗҫӗсен енӗпе директорӗн ҫумӗ Светлана Владимировна Антипова тивӗçлӗ пулчӗç.
* * *
«Тутарстан Республикинчи культура сферинче инновацисене ӗҫе кӗртмелли тата йӑла-йӗркене упраса хӑвармалли резурс центрăн Хисеп грамотине хореографи класӗн преподавателӗ Ольга Владимировна Ефремова; сӑнарлӑ искусство класӗн преподавателӗ Галина Витальевна Захарова тивӗҫрӗç.
* * *
Культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Ҫӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗн Хисеп грамотине хореографи класӗн преподавательне Лилия Мансуровна Замалетдинована, баян класӗн преподавательне Руслан Данирович Шарафутдинова пачӗç.
* * *
«Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул» медале ачасен искусствин шкулӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ Рамзия Задихулловна Ракипова тата Альфрид Абдрауфович Яхиев тивӗçлӗ пулчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев