2022 ҫулăн пӗрремӗш мӑшӑрӗ
Ҫамрӑк мăшăр –Арина Владимировнапа Станислав Николаевич Лепешкинсем
Яварӗн 22-мӗшӗнче районти ЗАГС уйрăмӗнче 2022 – Тигр çулталăкӗнчи пӗрремӗш мӑшӑра регистрацилерӗç. Савӑнӑҫлӑ мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗ.
Станислав Аслă Аксу ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, вӑтам шкулта пӗлӳ илнӗ. 11 класс хыҫҫӑн Ульяновск хулинчи патшалӑх техника университечӗн строительство факультетӗнче вӗреннӗ. 2019 ҫулта вӑл Мускав облаҫӗнче Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçне пурнăçланă. Ҫартан таврӑнсан Ульяновск хулинчи «ЭкоСеть» обществӑна техникӑпа производство пайӗн инженерӗ пулса ӗҫе вырнаҫать.
Ашшӗпе амӑшӗ Лепешкинсем: Николай Петрович – Аслă Аксу шкулӗнче хуҫалӑх заведующийӗ, Елена Владимировна ҫав шкултах библиотекарь пулса ӗçлеççӗ.
Арина Аслă Аксу ялӗнчен. Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейре вăтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн, Ульяновскри медицина колледжӗнче фельдшер специальноҫне алла илет. Çавăнтах хулан облаçри клиника больницине медицина сестри пулса ӗҫе вырнаҫать.
Ашшӗпе амăшӗ Кукушкинсем: Владимир Виссарионович – «Алтын» универсаллӑ спорт комплексӗнче вăй хурать, Светлана Николаевна – районти тӗп больницăра шӑл врачӗ.
Ҫамрӑксене саламланӑ май, район пуҫлӑхӗ ҫемье кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртрӗ. Вӑл вӗсене пӗр-пӗрне ӑнланса тата хисеплесе пурăнма сунчӗ.
– Паян хумхануллӑ та асра юлмалли кун – 22.01.2022. Сирӗн пурнӑҫӑр яланах килӗшӳллӗ, пӗр тӗллевлӗ, ӗмӗт-шухăшлă пулӑр, – терӗ Марат Ринатович.
Район пуҫлӑхӗ ҫамрӑксене ҫемье документне – мӑшӑрлӑ пурнӑҫа çирӗплетекен свидетельство тата парнесем пачӗ.
Ҫамрӑксем ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи çак датăна ятарласа суйласа илни тата унпа усӑ курма шут тытни çинчен калаçрӗç. «Çак кун килсе ҫитрӗ, халӗ эпир пӗр ҫемье», – терӗç Аринӑпа Станислав Лепешкинсем.
ЗАГС пайӗн ертӳçи Альбина Шарафутдинова ҫамрӑксем 2022 ҫулăн илемлӗ датина суйласа илнине палӑртрӗ. «Нумайӑшӗ ҫуллахи уйӑхсене заявкӑсем пама пуçларӗç», – терӗ вӑл тата кӑҫалхи чи илемлӗ кун – 22.02.2022 пулнине палӑртрӗ. Анчах та ытти датӑсем те пур, вӗсенчен кая мар, калăпăр: 02.02.2022, 14.02.2022, 12.12.2022, 22.12.2022.
Лепешкинсем: – Çак пулăма нумай тата тӳсӗмсӗррӗн кӗтрӗмӗр. Пирӗн туя çакăн пек илемлӗ йӗркеленӗшӗн ЗАГС уйрăмне, район ертӳçине, аттесемпе аннесене тав тăватпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев