11-мӗш класс вӗренекенӗсем юлашки линейкăра шкулпа сывпуллашрӗҫ
Ырӑ ҫул сире, ачасем!
Шкулта вӗренекенсене умра экзаменсем, аслă вӗренӳ çурчӗсене вӗренме кӗресси тата аслă ҫулсем кӗтеҫҫӗ. Ҫавӑнтанпа çак самантран пуçласа кашнинех хӑй тӗллӗн йышӑну тума тӳрӗ килет.
Шкулпа сывпуллашнă кун уйрăмах та ăшă тата хӗвеллӗ пулни шкултан вӗренсе тухакансене илемлӗ те ҫутӑ пуласлӑха малтанах систернӗ пек туйӑнчӗ.
1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулне кӑҫал 15 вӗренекен вӗçлет. Юлашки шӑнкӑрав ячӗпе йӗркеленӗ линейкăра вӗсене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ.
– Юлашки шӑнкӑрав уявӗ пӗр енчен савӑнӑҫлӑ та, салхуллă та. Мӗншӗн тесен вӗренсе тухакан класс вӗренекенӗшӗн шкул çулӗсем ӗнтӗ каялла таврӑнмаҫҫӗ вӗт, шкул ҫулӗсемпе ачалӑхӗ хыҫала юлать. Апла пулин те кулянма кирлӗ мар, умра тата та çутă ӗмӗтсем, лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама майсем уҫӑлаҫҫӗ. Эпӗ сире экзаменсене ӑнӑҫлӑ пама сунатăп, пурте лайӑх пулӗ, тесе шанатӑп. Анчах, ӑҫта кăна пулсан та, вӗрентекенӗрсене ан манӑр, шӑпах вӗсем сире пӗлӳллӗ, опытлӑ туса, аслă пурнӑҫ çулӗ çине кăларакансем, – тесе палӑртса иртрӗ район пуҫлӑхӗ.
Шкул директорӗ Лилия Насыбуллина, пӗрремӗш вӗрентекенӗсем Румия Муратова тата класс ертӳҫи Алсу Шарапова та вӗренсе тухакансене ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗсен ятӗнчен Ильгиз Хафизов ăшшăн саламларӗ.
«Юлашки шӑнкӑрав» – хăш-пӗр тăххăрмӗш класс вӗренекенӗшӗн те шкулпа сывпуллашмалли уявччӗ.
Линейкăра пӗрремӗш классем тата «Яз нуры» ансамбль вӗренсе тухакансемшӗн сывпуллашу юррисемпе сӑввисем янăратрӗç. Вунпӗрмӗшсем хӑйсем те юрӑсем юрларӗç, сӑвӑсем каларӗҫ. Паллах, уявӑн савӑнӑҫлӑ аккорчӗ пулса шкулпа сывпуллашмалли вальс тата шӑнкӑрав янрани юлашки хут пулчӗ. Сенкер тӳпене, çутă малашлăха çул илсе, тӗрлӗ тӗслӗ шарсем ҫӗкленчӗҫ.
Умра вӗренекенсене сăнавсем кӗтеҫҫӗ. Çитӗнӳсем, ырă çулсем сире, ачасем!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев