«100 лидер –Тутарстанăн малашлăхӗ» республика проекчӗ Çӗпрелӗнче
Район каллех хăнасене – Тутарстан Республикин пулас лидерӗсене кӗтсе илчӗ
Çак проект ТР суту-илӳпе промышленность палати «ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 ҫул» çитнӗ тапхăрта ӗçлеме пуçларӗ. Проекта 18 çултан пуçласа 35 ҫулччен пулнă тата активлă, пултаруллă çамрăксене предпринимательство ӗçӗ-хӗлне явăçтарма хута янă.
Проект представителӗсем Ҫӗпрел районне ирех килчӗç. Ирхинехи 8 сехетре Çӗпрел ҫыннисем çамрăк, активлă çынсене район чиккинче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗç.
Программа тӗллевлӗ те мероприятисемпе пуян пулчӗ. Ӗҫлӗ, экскурсиллӗ ҫулҫӳрев шайӗнче ҫамрӑк лидер-бизнесменсем пӗрремӗшӗсем пулса Кӗçӗн Чăнлă ялне кӗчӗç.
Сӗт цехӗнче
Кунта вӗсем Фаниль Зяббаровӑн сӗт цехне пăхрӗç. Цехăн ӗçӗ-хӗлӗпе, продукцийӗпе паллашрӗç. Аса илтеретпӗр, объект 2015 çулта уҫӑлчӗ тата вăл сӗт-ҫу продукцийӗ туса кӑларассипе интересленет. Çаксем: йогурт, тӑпӑрчӑ, хӑйма, сӗт, кефир, ряженка тата ыттисем те. Продукцие ҫывӑхри районсене, Ульяновск облаҫне тата Хусана ăсатаҫҫӗ.
Фаниль Зяббаров сӗт цехӗ тăвассишӗн республикăран илнӗ пулăшу мерисем, малашнехи планӗсем ҫинчен калаçрӗ.
Шкулта
Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче культурăпа пӗлӳ программи хатӗрленӗччӗ. Кӗçӗн Чăнлă вăтам шкулӗн коллективӗ, директорӗ Таскира Ибрагимова ертсе пынипе, шкул çумӗнчи участокра курав йӗркеленӗ. Хӑйсен ăнăçăвӗсем, спортри, вӗренӳри çитӗнӗвӗсем, ҫавӑн пекех выляса илнӗ тата пурнӑҫланакан грантсем ҫинчен калаçрӗç.
Ҫамрӑк лидерсем СССР Авиаци промышленность министрӗн Петр Дементьевăн тăван Упи ялӗнче те пулчӗç. Кунта вӗсем ентешӗмӗре халалланӑ авиамузее пӑхрӗç.
Улма-çырла пахчинче
Альфред Хайруллинăн улма-ҫырла пахчин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарас тӗллевпе çавăнта черетлӗ чарӑну йӗркеленӗччӗ.
Паянхи куна предпринимателӗн улма-çырла хуçалăхӗнче çырла пахчи – 35, улма-пахчи 141 гектара йышӑнать. Малашне Хайруллинсен планӗсенче 270 гектар ҫинче хурлӑхан тата чие ӳстересси. Тутарстан Республикин пулӑшăвӗпе вӗсем 211 гектар çинче мелиораци ӗҫӗсем пурнăçланă, ҫывӑхри кӳлле те пулăшу никӗсӗнче йӗркелеççӗ.
– Выртса тăракан чул айне шыв юхмасть, – тет Альфред Хайруллин. – Чупакан, шыракан пулма тивӗçлӗ предприниматель.
Цеолит заводӗнче
Проект представителӗсем Ульяновск облаҫӗн чиккинче вырнаҫнӑ Тутар Шатăршан ялӗнчи цеолит заводне те ҫул тытрӗç.
Кунта вӗсене çӗр айӗнчи пуянлăха мӗнле кăларнине тата унпа мӗнле тӗллевсемпе усӑ курнине кӑтартрӗç.
Завода 2016 ҫулта ӗçлеттерсе янӑччӗ. Паянхи кун тӗлне унӑн пӗрремӗш линийӗ 90 процентпа ӗҫлет. Иккӗмӗш лини вара – хута ямалли стадире. Карьерӑра ҫулталӑкра 100 000 тонна чӗртавар кăлараççӗ.
Ҫамрӑк лидерсене «АгроТрансПорт» обществӑн ӗҫ-хӗлӗпе паллашма интереслӗ пулчӗ. Общество, тӗпрен илсен, ял хуҫалӑхӗпе интересленет: сурӑхсем, вӑкӑрсем, лашасем ӳстерет. Ҫавӑн пекех хӑйӗн продукцине – хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ туса кӑларать. Кунсӑр пуҫне, хуҫалӑх улма-çырла енӗпе те аталану шайӗнче.
Район центрӗнче ҫамрӑк лидерсем «Атӑл ҫи Цеолит» продукцине мӗнле фасовкăланине, ҫӑкӑр заводӗнче ҫӑкӑр, булка изделийӗсене мӗнле пӗçернине курчӗç, промышленность лаптăкӗнче те çӳрерӗç.
Çулçӳрев программине районти культура, пӗлӳ паракан учрежденисен ӗçӗ-хӗлӗпе паллашни те пуянлатрӗ. Хӑнасем «Чемпион» спорткомплексра, «Планета талантов» творчество çуртӗнче, искусство шкулӗнче пулчӗç. Ачасем кружокра мӗнпе интересленнине, ташланине, юрланине пăхрӗç. Ҫавӑн пекех, район историйӗпе паллашрӗç, вӑрҫӑ ҫулӗсенче вилнӗ Çӗпрел çыннисене аса илчӗç. Ӗç тата Мухтав монуменчӗ патне веноксем хучӗç.
Çамрăксен шухăшӗпе
«100 лидер – Тутарстан малашлăхӗ» республика проекчӗн представителӗсен çул çӳревӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаровпа тӗл пулнипе вӗҫленчӗ.
Район пуҫлӑхӗ Ҫӗпрел районӗнчи экономика потенциалӗ ҫинчен каларӗ.
– Ҫӗпрел халăхӗ нумай ӗҫлет. Тырпул ӳстерет, выльӑх-чӗрлӗх усрать. Тӗпрен илсен районăн ӗçӗ-хӗлӗ ял хуҫалӑхӗпе çыхăннă. Анчах ӗçе кӗртекен, производство цехӗсем питӗ сахал. Çак ҫул-йӗр – малашне пурнăçа кӗртмелли тӗп тӗллев, – тесе палӑртса иртрӗ Марат Гафаров. – Ҫакăншăн мӗнпур майсем те пур. Тутарстан Республикин те пулӑшу парас енӗпе пысӑк мерӑсем йышӑнать. Пире пулнă майсемпе усӑ курма кăна пӗлмелле.
Тӗлпулу шайӗнче ҫамрӑк лидерсем курса çӳренисенчен витӗм илнисене сӳтсе яврӗç тата хăйсен идейисене, сӗнӗвӗсене кӗртрӗç. Уйрăммăн илсен, вӗсем Ҫӗпрел районӗнчи шалти туризма аталантарас, ҫавӑн пекех ҫамрӑксем валли кану мероприятийӗсене йӗркелес енӗпе майсем туса пама пулнине палӑртса иртрӗç. Ку – ҫамрӑк лидерсен тӗрлӗ клубӗсем, вӗренӳпе вӗрентӳ ҫул-йӗрӗ. Сӑмах май, проект представителӗсем çак çул-йӗрпе онлайн-офлайн вӗрентӳсем йӗркелеме тата пулӑшма хатӗр пулнине каларӗҫ.
– Сирте пурте питӗ лайӑх. Ҫулсем те юсавлă, ҫынсем те тараватлӑ. Пире пурте питӗ килӗшрӗ. Анчах бизнес представителӗсем хӑйсен продукцйӗсене социаллӑ сетьсем урлӑ сутнине курмарăмăр. Хальхи саманари условисемпе килӗшӳллӗн, интернет сетӗнчи клиентсемпе хутшăнусем вырнаçтарас тата хӑвăн продукцине сӗнес вăрттăнлăхсене вӗренмелле, – тесе палӑртса иртрӗ проекта вăя кӗртекен, Тутарстан Республикин суту-илӳпе промышленность палатин пуçлăхӗн çумӗ Елена Агеева.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев