Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

100 çуллăх историйӗн чӗрӗ свидетелӗ

Мария Петровна Шуркина районта 103 ҫула ҫитнӗ пӗртен-пӗр тыл тата ӗҫ ветеранӗ

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Мария Петровна Шуркина хӑйӗн 103 ҫулхи çуралнă кунне те савӑнӑҫлă, çӗкленӳллӗ кăмăл-туйăмпа кӗтсе илчӗ. Ăна район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин ырă сунăмсем сунса, парнесем пачӗ. 

103 ҫулхи кинемийӗн астăвăмӗ те лайăх. Унăн асне уйрăмах хăрушă вăрçă кӗрсе юлнă. Мария Петровна Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Пурнӑҫӗсем йӗркеленсе кăна кайнă вăхăтра, Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫи пуҫланать. Тӑватӑ тетӗшӗ те фронта тухса каяççӗ. Мария Петровна ыттисемпе пӗрле иртен пуçласа каçчен ӗҫленӗ: тырӑ вырнӑ, лашасемпе улӑм турттарнӑ, фермӑра вăй хунă.

Çитменнине тата окопне те чавнă, вӑрманне те каснă.

1943 ҫулта, пӗрин хыҫҫӑн тепри, ашшӗпе амӑшӗ пурнăçран уйрăлса каяççӗ. Шӑллӗпе йӑмӑкӗсене пӑхса ӳстересси те Мария Петровнăна тӳрӗ килет. 

1948 ҫулта Мария Петровна Хăймалу ялӗнче пурӑнакан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин инваличӗпе Иван Петрович Кузьминпа çемье çавăрать. Ҫемьере сакӑр ача кун çути курать. 

Тивӗçлӗ канăва тухиччен вӑл колхозра, Иван Петрович вара «Сельхозтехникăра» ӗçлеççӗ. Шел, мăшăрӗ вăрçăра илнӗ сурансене пула питӗ ир вилет. Мария Петровна ачисене пӗчченех пӑхса ӳстерет, пурне те тивӗҫлӗ пӗлӳ пама тӑрӑшать. Вӗсем врачсем, вӗрентекенсем пулса ӗçлеççӗ, хăйсем те ӗнтӗ аслă çулсенчи çынсем.
Мария Петровна 76 ҫулти ывӑлӗн Петрăн тата кинӗн Лидăн тимлӗхӗнче кунӗсене ирттерет. Ӑна 10 мӑнукпа 16 кӗçӗн мӑнук ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтараҫҫӗ.

Аслă çулсенчи Мария Александровна, 90 çулта чухне, тетрадь листи ҫине хӑй аллипе ҫырнӑ сӑввине вуласа парса врачсене тӗлӗнтерет. Паянхи кун та вăл хаҫатсемпе кӗнекесем вулама тӑрӑшать. «Вулани астăвăма лайăхлатма пулăшать», — тет пӗр ӗмӗр урлă иртнӗ тыл тата ӗç ветеранӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев