Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул

Çӗпрел районӗ паян, çулӗпе 90 çула çитсен те, çамрăкланса кăна пырать

Кӗҫех тӑван районăмăр хăйӗн 90 ҫулне палӑртса иртӗ.

Пысӑк историшӗн ку цифра пӗр самант кăна пулса шутлансан та, çак вăхăт хушшинче Ҫӗпрел регионӗ мухтавлă ҫул иртрӗ. Коллективизаци, репресси, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсем пек йывăр вăхăтсем ӗнтӗ хыçа юлнă. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн юхăннă хуҫалӑха ура çине тăратас, экономикӑна тӗпрен çӗнетсе  улăштарас       ӗçсем те ҫӑмӑл пулман.

Ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем тӑвиччен республикӑн тӗп хулинчен питӗ инçетри  шутланнӑ, ҫавӑнпа та вӑл хӑйне тивӗҫлӗ тимлӗхе те илсе çитереймен Çӗпрел районӗ паян, çулӗпе тăхăрвунна çитсен те, çамрăкланса пырать пек. Район центрӗ тата ялсем, унти условисене шута илсен, хуларинчен пӗрре те кая мар. Экономикӑн тӗп пайне традицилле майпа ял хуҫалӑхӗ тӳрӗ килсен те, ăна ытти производство отраслӗсемпе çирӗплетес туртăм вăйлă. Кӗçӗн бизнес, суту-илӳ, кулленхи йăлари ӗçлӗ пулăшу кăтартас тӗлӗшпе мала кайни пурсăмăра та чунтан савӑнтарать.

Районăмăрăн литературӑра, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ҫителӗклӗ ҫутатнӑ хӑйӗн историйӗ пур. Çак историре тивӗҫлӗ вырӑн илсе, районӑн тӑхӑрвунӑ ҫулхи аталану ҫулӗнче нихҫан манăçми йӗр хӑваракан пуҫлӑхсем нумай пулчӗ пирӗн. Ҫак статьяна эпир район пурнӑҫӗшӗн, унӑн шӑпишӗн    яваплă пулнă «пӗрремӗшсене», урăхла, вырăсла каласан, «первое лицо»сене халалласа, кунта вӗсем çинчен, пурнăçланă пысăк ӗçӗсем çинчен кӗскен пулсан та  каласа хăварма шутларăмăр.

1930-2018 ҫулсенче «Пӗрремӗшсем» пулса Ҫӗпрел районӗнче 26 ҫын ӗҫленӗ.

Вӗсем тӗрлӗ вӑхӑт хушшинче – кам-тăр уйăх кăна, кам-тăр теçетке тата унран та ытларах çул хушши района ертсе пынă. Хальхи район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров – 27-мӗш ертӳҫӗ. Çак шута 1935-1959 ҫулсенчи Буденный  районне (центрӗ – Кивӗ Шемӗршел ялӗ) ертсе пынă 6 çын кӗмест. Районăн пӗрремӗш ертӳҫин тивӗçне тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗрен каланă. 1930-1990 ҫулсенче вăл – партийӗн районти комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ, 1990-1992 ҫулсенче – халӑх депутачӗсен район Совечӗн ертӳçи, 1992-2005 ҫулсенче – район администрацийӗн пуҫлӑхӗ, 2006 ҫул пуҫламӑшӗнчен – муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ, район Совечӗн ертӳçи.

1920 ҫулта йӗркеленӗ Тутар Автономиллĕ Социаллă Совет Республикинче административлӑ территориальлӗ пайлану умра тӑракан ҫӗнӗ задачăсене хурав параймасть. Ҫакăн пек задачăсенчен пӗри – ял хуҫалӑхне коллективизацилесси.

Территорийӗсемпе çакăн пек пысăк пулнă кантонсенчи партипе совет органӗсене ялсенчи колхозсем йӗркелес процеса тивӗçлӗ контрольте тытма йывăр пулать. Кантонсене уйӑрнӑ май, административлӑ пӗрлӗхсем – районсем туса хумалли кирлӗлӗх палӑрать. Республика ертӳçисен сӗнӗвӗпе Пӗтӗм Раççейри Тӗп Ӗç тăвакан Комитечӗн Президиумӗ 1930 ҫулхи августӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗпрел районне туса хурасси ҫинчен решени йышăнать. Тепӗр куннех партин районти комитетне, район Советне йӗркелес ӗçсем пуçланаççӗ, парти конференцине делегатсем, Советăн пӗрремӗш съездне ялсенче представительсем суйлама пуçлаççӗ. Ҫак ӗҫсене йӗркелеме тивӗçлӗ пулӑшу кăтартмашкӑн республикӑри органӗсенчен представительсем, ҫав шутра Татколхозсоюзӗн Пăва кантонӗ енӗпе яваплă ӗçченне П.А.Державина яраççӗ. 1930 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче ӑна Ҫӗпрел районӗнчи ВКП(б) комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ пулма суйлаççӗ.

Районăн чи малтанхи пӗрремӗш секретарӗ Петр Андреевич Державин.

Вăл 1899 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Спас уесӗн Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Паянхи кун ку ял Тутарстанӑн Элкел районне кӗрет, çак ялтах çуралса ӳснӗ чӑваш халăх поэтне Петӗр Хусанкая хисеплесе халӗ ăна Сиктӗрме-Хусанкай теҫҫӗ. Сиктӗрме – чӑваш ялӗ. Анчах П.А.Державин вырӑс ҫынни пулнӑ. Вӑл – Ҫӗпрел районне халиччен ертсе пынă пуҫлӑхсен шутӗнчи пӗртен-пӗр вырӑс ҫынни. Чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлнӗ, тутарла  та лайӑх калаҫнӑ. Вӗсен йăх-несӗлӗ паллă вырӑс поэчӗпе Г.Р.Державинпа тӑванла ҫыхӑннă. Хальхи Лайăш районӗнче çуралнă Державинсем Сиктӗрме ялне 19 ӗмӗр пуҫламӑшӗнче килсе тӗпленнӗ. Сиктӗрме-Хусанкай ялӗн музей директорӗ О.В. Мурзина каласа панӑ тӑрӑх, Державин пурӑнакан урам ялта кăштах уйрӑлса тӑнă, ӑна «Вырӑс урамӗ» тенӗ. Петрӑн ашшӗ Андрей Державин малтан ялти священник ҫуртӗнче тарҫӑ пулса ӗҫленӗ, кайран Сиктӗрмери земство больницине санитар пулса вырнаçать. Амӑшӗ те çавăнта япала çăвакан пулса ӗçлеме пуçлать. Ҫак яланхи ӗç вырӑнӗсем 9 ҫынран тӑракан Державинсен ҫемйине кăштах ал-ура çавăрма, ҫӗнӗрен çирӗпленсе кайма пулӑшаҫҫӗ. Хуҫалӑх лаша, ӗнесем усрама пуҫлать. Андрей Державин ачисене вӗрентес тесе тӑрӑшнӑ. Петрăн 4 йӑмӑкӗ учительсем пулнă, тетӗшӗсем Осип тата Филипп Чӗмпӗрти Чӑваш шкулне пӗтернӗ, каярахпа ертӳçӗ тивӗçӗсене илсе пынă.

Петр 1913 ҫулта  ялӗнчи икӗ класлӑ патшалӑх училищине вӗçлет. 1919 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне каять тата Граждансен вӑрҫине хутшӑнать, Самарăри пăрăх заводӗнче рабочи пулнă май ӗç хăнăхăвӗ илет. 1925 ҫулта  Спас кантонӗн Анат Элкел вулăсӗн хресченсен комитечӗн ертӳçи пулса ӗçленӗ çӗртен,  П.А.Державина Хусана, Тутар Республикинчи коммунистсен университетне вӗренме яраççӗ. Ăна ăнăçлă вӗçлесен, Пăвара Тутар колхозсоюзӗн полномочиллӗ представителӗ пулса ӗçлет.

П.А.Державин Ҫӗпрел районне 1932 ҫулхи июнь уйӑхӗччен ертсе пырать. Питӗ те йывӑр тата яваплӑ тапхӑр пулать ку. Тӗп тӗллев – ялсенче 100 процентлӑ коллективизаци тӑвасси. Ӗҫ ҫӑмӑл пымасть. Район ертӳçи чылай хирӗçлевсемпе тӗл пулать, хресченсенчен çирӗпрех пурăнакансем колхоза кӗресшӗн пулмаççӗ. Ялсенче пăлхавсем, вырӑнти влаҫсем тӗлӗшпе вăйпа усă курасси час-часах пулать. 1931 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗ тӗлне Ҫӗпрел районӗ енӗпе коллективизаци пурӗ те 6,5 процента кăна тӳрӗ килет. Вак кăна колхозсем районăн 19 тутар ялӗнче, 17 чӑваш тата пӗр вырӑс ялӗнче йӗркеленеççӗ, унта пурӗ те  916 ҫемье хуҫалӑхӗ кӑна кӗрет. Пӗрремӗш секретаре тата унӑн ӗҫтешӗсен лару-тӑрăва лайӑхлатассишӗн нумай вӑй хума тӳрӗ килет. Патшалӑх политикине пурнӑҫлама ҫӗнӗ районăн сахал-и, нумай-и  вулама-ҫырма пӗлнӗ, халăх хушшинче сăмахӗ витӗмлӗ пулнă ҫыннисем туртăнаççӗ. 1931 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне районта 23 пропаганда ушкăнӗ, чухӑнсен 17  чухăнсен комитечӗ, 8 производство канашлӑвӗ  (çакăн пек организаци те пулнӑ) йӗркеленет. Колхоз ертӳçисем, бухгалтерсем хатӗрлемелли курссем ӗҫлеме пуҫлаçҫӗ. 1931 ҫулхи майăн 1-мӗшӗнчен районăн хӑйӗн хаçачӗ – «Коммунар»  йӗркеленет. Кивӗ Чукал ялӗнче пӗрремӗш МТС – машинăпа трактор станцийӗ тăваççӗ, колхозсене техникăпа тивӗҫтересси палӑрмаллах лайӑхланать. П.А.Державина, района çӗнӗрен йӗркелекен пулнă май, унӑн структурине, администраципе влаҫа, халăха пулăшу кăтартакан организацисем тунă çӗрте ертсе пыма тӳрӗ килет. Шӑпах вӑл ӗҫленӗ тапхӑрта районти ялсенче ҫамрӑк колхозниксен шкулӗсем, вулав çурчӗсен (изба-читальня) тата клубсем, кулленхи йăлари ӗçлӗ пулăшу кăтартакан артельсем ӗҫлеме пуҫлаççӗ. 1931 ҫулта районти тӗп больница хӑйӗн алӑкӗсене уҫать. Ăна йӗркелемелли ӗçпе Ҫӗпрелӗнче икӗ çула яхăн ТАССР Сывлӑх сыхлавӗн халăх комиссариатӗнче инспектор пулса ӗҫлекен С.В. Курашов интересленет. Каярахпа ҫак ҫын РСФСР (1955-59), СССР (1959-64) Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулса ӗҫлерӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев