Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Общество

Виçӗ çул-йӗр-транспорт инкекӗ палăрнă Кулленхи ыйту

Кулленхи ыйту

Районти Ӗç тăвакан комитетăн ларусен залӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе комиссийӗн ларӑвӗ пулчӗ. Ларӑва районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗçлекен районти комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов илсе пычӗ.

Лару ӗҫӗнче, çаплах, Раççей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн начальникӗ Артем Абрамов, ГИБДД начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов, район прокурорӗн çумӗ Владимир Корухов пулнă комисси составӗ хутшӑнчӗ. Ларăвăн кун йӗркинче ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессипе çыхăннă ыйтусене пӑхса тухрӗç.
Анатолий Михайлов хӑйӗн сӑмахӗнче пӗтӗмӗшле усӑ куракан вырӑнти пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсем ҫинче ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен лару-тӑрӑвӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, маларах анлӑлатнă ларура палӑртнӑ задачӑсене пурнӑҫлас енӗпе пурнăçланă ӗçсем ҫинчен калаçрӗ.

Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл, çаплах, каҫхи тата ҫӗрлехи вӑхӑтра ачасен тумтирӗ ҫинче ҫутта тавăракан элементсем пулмалли, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе усӑ курмалли пек ыйтусене те хускатрӗ. Анатолий Николаевич каласа иртнӗ тăрăх, тишкерӳ пынă вăхăтра районти патшалăх автонспекцийӗн ӗҫченӗсем ирттернӗ рейдсенче ҫутта тавăракан элементсем ачасен тумтирӗ ҫинче пулман фактсене уçăмланă. Ҫуран ҫынсене ҫул-йӗр правилисем тӑрӑх вара ҫутӑ тавӑракан элементсене тумтир ҫине вырнаҫтарма сӗннӗ — вӗсем иртен-ҫӳренсене çул урлă каçнă, ҫул айккипе талӑкӑн тӗттӗм вӑхӑтӗнче утса пынă вăхăтра кирлӗ. Çакă начар ҫанталӑк условийӗсенче те актуаллă.

Анатолий Михайлов палăртса иртнӗ тăрăх, район территорийӗнче ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем тата вӗсенче çинсем вилни нумайланни палăрать.

Кӑҫал 3 çул ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсен тӗслӗхне регистрациленӗ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, 1 тӗслӗхе нумайрах. Çул-йӗр-транспорт инкекӗсенче аманакансен шучӗ малтанхи шайра юлнă, ҫав хушӑрах вилнисен шучӗ 1 ҫын ытларах пулнă.

Вырӑнти тата федераци пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗсем ҫинче ҫул-йӗр-транспорт аварийӗсем енӗпе лару-тӑру кӑткӑс пулса юлать. Ҫак участоксенче аварисем ӳсни палӑрать.
Иртнӗ çул ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем вырӑнти пӗлтерӗшлӗ автоҫулсем ҫинче пулман пулсан, кӑҫал вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫинче ҫул-йӗр-транспорт аварийӗсенче 2 ҫын вилнӗ пулса иртни палăрчӗ. 

Ларура Кивӗ тата ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗсенче искусствӑлла майпа тунă тикӗс мар вырӑнсем тăвасси, ҫул паллисем вырнаçтарасси пирки сăмах пычӗ. Паянхи куна, сӑмахран, Шараф Мударрис урамӗнче искусствăлла майпа тикӗс мар çул тунӑ, ҫулсене юсанӑ хыҫҫӑн тата иккӗшне вырнаçтармалла. Ҫавӑн пекех Çӗнӗ Ҫӗпрел ялӗн виҫӗ урамӗнче тата районти хӑш-пӗр урамсенче искусствӑлла тикӗс мар вырӑнсем туса хурӗҫ.

Юлашкинчен ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен район комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов ларӑвӑн пӗтӗмлетӗвӗсене палӑртрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев