Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Общество

Ӗҫрӗн пулсан, руль умне ан лар!

Ҫӗпрел муниципаллă районӗн 1 номерлӗ миравой сучӗн участокӗнче 2023 ҫулхи июнь уйӑхӗнче руль умне ӳсӗрле ларнăшăн 5 çыннăн ӗҫне пӑхса тухрӗç, вӗсем тӗлӗшпе наказани пачӗç.

Суд умне И.Хисамов, Д.Макеев, И.Ахметов, А.Дубанов тата В.Афанасьев тӑчӗҫ.

Суд вӑхӑтӗнче вӗсем айӑплине çирӗплетрӗç. Ҫӗпрел районӗн сучӗ вӗсен тӗлӗшпе суд решенийӗ  кăларчӗ.

Аса илтеретпӗр, юлашки ҫулсенче çул-йӗр юхăмӗн правилисене пăснăшăн штрафсен виҫи чылай ӳснӗччӗ. Руль умне ӳсӗр пуçпа ларакансене чи йывӑр наказани кӗтет. Вӗсене, унчченхи пек, 15 талӑклӑха хупса лартмаççӗ, 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, суд йышӑнӑвӗпе, 1,5-2 ҫуллӑха водитель прависӗр тăрса юлатăн. Руль умне эрех-сăра ӗçнӗ май тепӗр хут ларсан, наказани тата çирӗпрех пулать.

 

Лавккана куҫ    умӗнчех ҫаратнă

Ҫӗпрел районӗн сучӗ уйрӑм предпринимателӗн лавккинчен 1008 тенкӗлӗх тавар вӑрланӑ 28 ҫулти арҫын тӗлӗшпе Раççей Федерацийӗн Уголовлă Кодесӗнчи 161 статйин 1-мӗш пайӗпе суд решенийӗ кăларчӗ.

Халӗ вăл, уголовлӑ ӗҫ тӑвакан инспекципе килӗшӳ тунă тӑрӑх, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем палӑртнӑ вырӑнсенче 200 (икҫӗр) сехетлӗх обязательнӑй ӗҫсем тăвасси пек наказание ире пурнăçлӗ.

Арҫын кӑҫалхи мартăн 14-мӗшӗнче  лавккана килет. Тавар туяннӑ пек туса, вӑл 0,886 грама яхăн  тӑварланӑ пулă, 5 литрлă «пилӗк ҫӑлтӑр» коньяк, пӗр ҫӑкӑр, «Корона» маркӑллӑ пӗр сигарет пачки, «Fox Lite» маркӑллӑ зажигалка, 0,5 литрлă «Казанская Престижная» эрех илет. Сутуçă асӑрхаттарнине те тимлӗхе илмест, илнӗ таварсемшӗн укçа тӳлемесӗр, лавккаран тухса тарать.

Суд ларӑвӗнче айӑпланакан хӑй айӑпне пӗтӗмпех йышӑнать, сиен кӳнине пӗтӗмпех тавӑрать. Суд, çав вăхăтрах, айӑпланакан ҫыннӑн лайăх характеристики пулни, наказание ҫемҫетмелли никӗс, тесе шутлать.

Ҫӗпрел районӗн сучӗн Пресс-служби.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев