Пукрава октябрӗн 14-мĕшĕнче уявлаççĕ
Вăл кĕрхи пысăк уявсенчен пĕри
Уявсем
Ун историйĕ 910 çулпа çыхăннă. Иерусалимри чиркӳре кĕлĕ пынă чухне Андрей ятлă çулçӳревçĕ, килсĕр чухăнскер тата ун вĕренекенĕ Епифаний тӳпере Турă Амăшне курнă. Вăл Турра чунтан ĕненсе кĕл тăвакансене шурă пысăк чатăрпа витнĕ, хӳтте илнĕ. Çавăнтанпа ĕненекенсем Турă Амăшне хӳтлĕхе илме йăлăнса кĕлĕ тума тытăннă.
Халăх Пукравра кĕрпе хĕл тĕл пулнине палăртать. Пăрçа кукли, кăмпа — пукрав уявĕн паллисем. Пăрçа сивве парăнмасть, çавăн пекех пирĕн те çирĕп пуласчĕ тесе сăйланаççĕ.
Хĕл çĕре хăйĕн шурă пĕркенчĕкĕпе пĕрремĕш хут витет, сивĕ хĕл çывхарса килнине палăртать.
Çак тапхăрта пахча ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Ӗлӗк хĕрсемпе каччăсем улаха пуçтарăнма тытăннă. Килти ĕçсене алла тытнă, тĕртнӗ, арланă, çăпата хуçнă, тĕрленӗ.
Пукрав — хĕл сивви пуçланнă кун, çавăнпа та вăл кун чӳречесене, тӗп сакайĕнче çулла шăшисем тунă шăтăксене (шал енчен те, тул енчен те) тăпра сапса питĕрмелле, пӳртĕн пур шăтăк-çурăкне мăк чикмелле.
Пӳрт-çурта анчах мар, выльăх-чĕрлĕх сарайĕсенчи шăтăк-çурăка улăм чиксе сапламалла.
Пукрав — кĕрхи туйсене пиллекенĕ тесе шухăшланă. Кĕр мăнтăрĕпе пĕрлешсен тулăх пурнăç, ытлăх-çитлĕх, пуянлăх пуласса ĕненнĕ.
Пĕве çитнĕ хĕр-упраç чиркĕве кайса Турă Амăшĕнчен качча тухма пил ыйтнă, пуян та ырă упăшка тупăнасса шаннă.
Ытти чиркӳ уявӗсенчи пекех, Пукравра килте вак-тӗвек ӗҫе кӑна тума юранӑ, япала ҫума, ҫӗр алтма, ҫыхма юраман. Ҫавӑн пекех намӑссӑр сӑмахпа та ҫӑварӗсене варламан ҫак кун ҫынсем.
Сăнанисенчен:
Пукравра ҫил Ҫурҫӗртен пулсан хӗл хаяр пулать, ҫил Кӑнтӑр енчен вӗрсен — хӗл ӑшӑ тата юрлӑ пулать, тенӗ ӗлӗк. Ҫил улшӑнса тӗрлӗ енчен вӗрсен, хӗллехи ҫанталӑк та улшӑнуллӑ пулать тенӗ.
Тӑрнасем Пукравчченех Кӑнтӑр енне вӗҫсе кайрӗҫ-тӗк, хӗл ир килет тата сивӗ пулать. Ҫакӑн пек каларӑшсем те юлнӑ ваттисенчен: «Пукрав мӗнле — хӗл те ҫавӑн пекех», «Пукравра кӑнтӑрлаччен кӗркунне, кӑнтӑрларан хӗлле».
Пукравччен йывӑҫсем ҫулҫӑ тӑкса пӗтернӗ пулсан — хӗл ӑшӑ пулать, ҫулҫӑсем тӑкӑнса пӗтмен-тӗк — хӗллехи сивӗсем хаяр пулӗҫ.
Пукрав кунӗ юр ҫусан, туйсем нумай пулаҫҫӗ тенӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев