Паян хӑйӗн 90 çулхи юбилейне Кӗҫӗн Аксу ялӗнче пурӑнакан Елена Кузьмина палӑртать
Вӑл Елена Феофановнӑна Раҫҫей Президенчӗн В.В. Путинӑн Саламлӑ открыткине, парне тата чечек ҫыххи пачĕ.
Юбилей ячӗпе тылра ӗҫленӗ ҫынна саламлама Ҫӗпрел районĕн Пуҫлӑхӗ Марат Гафаров килчӗ. Вӑл Елена Феофановнӑна Раҫҫей Президенчӗн В.В. Путинӑн Саламлӑ открыткине, парне тата чечек ҫыххи пачĕ.
- Вӑрҫӑн йывӑр асапӗсем, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи арканнă хуçалăха çĕклесси те сирӗн тӳпене лекнӗ. Эсир хуйха ӳкмесӗр, ҫутӑ пуласлӑха шанса ĕçленĕ. Эпир сире чӑтӑмлӑ та хӑюллӑ пулнӑшӑн тав тӑватпӑр, - терӗ Марат Ринатович.
Ӗҫ ветеранне, хӑйӗн ачисемсӗр пуҫне, Кĕçĕн Чакă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Албутов та саламларӗ.
Пухӑннисем пурте юбиляршӑна сывлӑх тата вӑрӑм кун-ҫул сунчӗҫ.
Елена Феофановна хӑй пурнăçне ӳпкелемест. Вӑл пӗчченех пурӑнать пулин те хӗрӗсем ун патне час-часах килсе çÿреççĕ. Ун патне социаллӑ работник та ҫӳрет. Мăшăрĕпе, Петӗрпе, вӗсем пилӗк ача пăхса ÿстернӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ Ульяновскинче пурӑнаҫҫӗ. Ывӑлӗсене вара Елена Феофановна пытарнӑ. Мăшăрĕ 63 ҫулта пурнӑҫран уйрăлса кайнă. Пирӗн героиня хӑйӗн ватлӑхне ҫаплах пӗччен пурӑнса ирттернӗ.
- Питӗ нумай ӗҫлерӗмӗр, - аса илет хӑйӗн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхне Елена Феофановна. -Пулӑшу кӗтме ниҫтан та ҫукчӗ, ҫавӑнпа алла усмасӑр ӗҫлерӗмӗр. Вӑрман та йӑвантарнă, курӑк та ҫулнă, утăран чуксем те тунă - мӗн кӑна туман-ши. Ҫакӑншӑн Турӑ çакăн пек вăрăм ĕмĕр парнеленĕ те пулӗ - акӑ хамӑн 90 ҫулччен пурӑнтӑм.
Юбиляр патне пуҫтарӑннӑ ачисем, мӑнукӗсем тата хӑнасем ӑна ҫӗр ҫула çитиччен пурӑнма тата ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев