«Мишари» коллектив пултарать
«Мишари» ачасен фольклорпа этнографи коллективӗ Пăлхар хулинче иртнӗ конкурс-сăнавсенче хутшăнчӗ
Пăлхар хулинче, Тутарстан Раисӗн Культура пуҫарӑвӗсен Фончӗ пулӑшнипе, районти ансамбльсен ят илессишӗн отчет концерчӗсем иртрӗç.
Отчет концертӗнче Тутарстанри 20 тата унран та ытларах районсенчен, ҫав шутра Ҫӗпрел районӗнчен те коллективсем хутшӑнчӗç.
«Мишари» ачасен фольклорпа этнографи ансамблӗн ертӳҫи Ольга Ефремова каласа панӑ тӑрӑх, вӗсем ҫак мероприятие пилӗк ҫул хатӗрленнӗ: халăхсем хушшинчи, Пӗтӗм Раҫҫейри, республикӑри конкурссенче хутшăнса, нумай фестивальсен ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнă, Гран-при ҫӗнсе илнӗ. Халӗ вӗсем «Кӑтартуллӑ пултарулӑх коллективӗ» ята та илчӗҫ.
– Ку ята пилӗк ҫулта пӗр хут тата чи лайӑххисене кăна параҫҫӗ. Çак ята çӗнсе илнипе эпир питӗ телейлӗ, – тет коллективăн ертӳҫи.
Эпир Ольга Ефремоваран «мишерсем» ҫинчен, тӗрӗсрех каласан, «мишер ачисем» ҫинчен каласа пама ыйтрӑмӑр.
– Коллективра 25 ача: 11 ҫултан пуҫласа 14 ҫула ҫитичченхи 12 арҫын ача тата 13 хӗрача, – терӗ вăл. – Районти таврапӗлӳ музейӗпе, библиотекӑпа, ветерансен районти совечӗпе тата «Ак калфак» хӗрарӑмсен обществăлла организацийӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлетпӗр. Тӗрлӗ мероприятисенче хутшăнатпăр.
– «Мишари» ансамбльти кăмăла кайни те вӑл – ачасем яланах вӗҫне ҫитиех кӗрешни, малалла шанчӑклӑн утни. Эпӗ вӗсемпе питӗ мăнаçланатăп, – тет Ольга Ефремова. Вăл режиссер-организатора Райна Бахитована тав тунине те пӗлтерчӗ. Çавăн пекех тӗрлӗ енчен пулăшу кăтартнă ертӳçӗсене, ачасен ашшӗпе амăшӗсене тав тăвать коллектив ертӳçи.
Справка
«Мишари» фольклорпа этнографи ансамбльне 2018 ҫулта Тутарстан Республикин Правительстви пулӑшнипе Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи «Ачасен искусство шкулӗ» ҫумӗнче йӗркеленӗ.
Ансамблӗн тӗллевӗ – ачасене наци культурине явӑҫтарасси, тутар-мишерсен авалхи традицийӗсене палăртасси, ӑрусен культура опытне малалла тӑсасси тата культура еткерлӗхне сыхласа хӑварасси.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев