Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Общество

Юбилей ячӗпе

Юратнă мӑшӑрăма, хаклă аннене, ырă чунлă кукамая, хисеплӗ апая – Ҫӗнӗ Йӗлмел ялĕнче пурăнакан Светлана Петровна ВЕЛИКАНОВАНА 55 çул тултарнă ятпа, чун-чӗререн тухакан чи ырӑ та ӑшӑ сӑмахсемпе саламлатпӑр.

Уйӑх пек ҫутӑ кун-ҫул, ҫурхи хӗвел пек ырӑ кӑмӑл, инҫет ҫул евӗр вӑрӑм ӗмӗр, чӑваш юманӗ пек ҫирӗп сывлӑх, куҫ тулли телей, тус-тӑвансемпе шакӑлтатса пурӑнма ҫутӑ ӑраскал сунатпӑр. Хăвăн ырă кăмăлупа çывăх çыннусене нумай çул савăнтарса, вӗсен ăшшине туйса пурăнмалла пултăр! Пурнӑҫри кашни утӑму ырлӑхпа, юратупа, ҫутӑ ӗмӗтсемпе тултӑр. Ӗмӗр-ӗмӗр ырлăх, ачусен тата мăнукусен пархатарне курса пурăнмалла пултăр.

Саламлаççӗ: мӑшӑрӗ, хĕрĕсем Надежда, Александра, Ольга, кĕревĕсем Александр, Андрей, Алексей, мăнукĕсем Степан, Арсений, Ксения.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев