Общество

Юбилей ячӗпе

Пирӗншӗн чи çывăх та юратнă, хаклă çыннăмăра аннене, асаннене, кукамая, тăхлача – Кивӗ Çӗпрел ялӗнче пурăнакан Елена Ивановна ШУРКИНАНА çывхарса килекен 70 çулхи юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ăшă сăмахсемпе саламлатпăр.

Юбилей ячӗпе чи çепӗç те ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Ырлăх-сывлăх, вăрăм ӗмӗр, телейлӗ те ырă кунсем сунатпăр. Тав тăватпăр сана, ыталатпăр – иксӗлми чун ăшшине парнеленӗшӗн, пурнăçра ялан çумра пулнăшăн, йывăр вăхăтра тӗрев панăшăн, савăнăçăмăра пӗрле пайланăшăн – пуриншӗн те.  Хӗвеллӗ те çутă пултăр пурнăçу, Турă сывлăх патăр сана, хаклă çыннăмăр.

Ӗмӗрне сӳнмест чунри мăнаçлăх –

Эс пурришӗн телейпе тулли чӗре.

Тур пехилӗ, чи пысăк пуянлăх –

Тӗнчере эс, аннемӗр, пӗртен-пӗрре.

Саламлаççӗ: 2 хӗрӗпе  2 кӗрӗвӗ, 4 мăнукӗ тата çывăх тăванӗсем.

 

 

 


Нет комментариев