Чикӗ сыхлакансен кунӗнче
Иртнӗ эрнере Раҫҫейӗн чикӗри ҫарӗсене 103 ҫул çитнине палӑртса ирттерчӗҫ. Ҫак кун ячӗпе район центрӗнче, Вăрçă тата Ӗç Мухтавӗн монуменчӗ умӗнче, митинг иртрӗ.
Мероприяти Ӗмӗрлӗх вут патне тата Мухтав аллейинче афганецсен палӑкӗ умне чечексем хунинчен пуҫланчӗ. Чикӗри ҫарсенче ӗлӗк служить тунисене уявпа район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин, вӑрҫӑ юхăмӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçи Виктор Петухов тата Çӗнӗ Чукал ялӗнче çуралса ӳснӗ, паянхи кун Ульяновск хулинче пурăнакан, ФСБ запасри майорӗ Джамиль Айметдинов саламларӗҫ.
Обществăлла организацийӗн ӗҫӗ-хӗлӗнче активлă хутшӑннӑшăн тата чикӗри воин-интернационалистсен кунӗ ячӗпе Раис Асадуллин, Зихан Залялев, Рустам Замалетдинов, Юрий Митрошкин район пуçлăхӗн Тав çырăвӗпе парнеленчӗç. Воин-интернационалистсене Петр Митаева, Николай Быкова тата Анатолий Квасова пурлăх пулӑшăвӗ пачӗҫ. Обществăлла ӗҫре активлă хутшӑннӑшӑн тата ҫамрӑксене ҫарпа патриотизм воспитанийӗ панă çӗрте пысӑк пай кӗртнӗшӗн воин-интернационалист Шаукат Хайруллин Хисеп грамотине тивӗçлӗ пулчӗ.
Митингра хутшăнакансем пуç хунă чикӗ сыхлакансене асӑнса пӗр минут шăп тăчӗç.
Уяв вӗҫленнӗ хыççăн районти вăрçă юхăмӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçи Виктор Петухов воин-афганецсемпе Альберт Сулеймановпа, Ирек Яфизовпа пӗрле Аслă Аксу ялӗнче пурӑнакан воин-интернационалист Анатолий Квасов патӗнче пулса, унпа курса калаçрӗç, укҫалла пурлăх пулăшăвӗ пачӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев