Асăрханăр, ҫӗлен!
Усăллă канашсем
Хамăрăн тата ҫывӑх ҫынсен хӑрушлăхӗпе хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен малалла каланӑ май, ҫырлапа милӗк тапхăрӗнче ҫӗлен-калтаран сыхланмалли майсем суйласа илтӗм.
Ҫӗлен ҫыншăн ҫеҫ мар, килти выльӑх-чӗрлӗхшӗн те хӑрушӑ. «Тен, ним те çук» тесе ан калӑр, ҫӑра курӑк ӑшӗнче наркӑмӑшлӑ ҫӗлен пурӑнни çинчен ан манӑр. Шӑрӑх та типӗ ҫанталӑкра вӗсем, ялан тенӗ пекех, сулхӑнра выртаҫҫӗ. Ытларах чухне ҫӗленсем ҫынна тапӑнмаҫҫӗ. Хӑйсене хӳтӗлес тесе ҫыртаҫҫӗ вӗсем. Ҫӗлен наркӑмӑшӗнче юн системин тытӑмӗ ҫине витӗм кӳрекен веществосем пур. Сăхнă хыççăн малтанхи минутсенчех çав вырăнта ыратма, гипереми, шыçма пуçлать, вӑл майӗпен ӳссе пырать. Мӑйран, пуҫран сӑхни пуринчен те хӑрушӑрах. Шар кураканӑн вăй-хал чакнине, пуҫӗ ҫаврӑннине, ӑш пӑтраннине, юн пусӑмӗ хытах чакнине пула вар-хырӑм пӑтраннине, тӑн çухатма пуçланине туять. Ҫӗлен сӑхнинчен хӳтӗленме йывӑр, çапах тӗл пуласран – ҫӑмӑлрах. Инкеклӗ лару-тăру килсе ан тухтăр тесен сыхланмалли мерăсене пӑхӑнмалла…
Территорине ҫӗленрен хӳтӗлесе
• Вăрман çывăхӗнче пурăнмалли вырăнсенче çӗлен пӳрте шуса кӗнӗ тесе иккӗленесрен, кашни алӑк умне ҫӑнӑх сапса сукмак тумалла. Вăл пӳртре пулсан, çӗлен çăнăх урлă иртсе, çăнăхлă йӗр туса ҫӳренине асӑрхама пулать. Эрне хушшинче йӗр пулмасть пулсан, пӳртре ҫӗлен пулман.
• Ҫӗленсенчен чи лайӑх хӳтлӗх вӑл – урайӗнче, алӑк-чӳречесенче хушӑк ҫукки. Алӑка яланах тачӑ хупма тӑрӑшмалла.
• Пурăнакан вырăнта вӗтлӗх, сулхӑн вырӑнсем пулмалла мар. Ҫӳп-ҫап куписем, хытхура, ҫулса пӑрахнӑ курӑк куписем, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр ан пуҫтарăр, мӗншӗн тесен ҫӗлен уҫӑ вырăнсенче пулма юратмасть, çавăнпа та ҫав купасем ӑна илӗртеҫҫӗ. Ҫӗлен пурӑнма юратакан вырӑнсем – тункатасем, тӗмсем, компост шӑтӑкӗсем, тислӗк куписем.
• Кил-çуртра йытӑ пурри ҫӗлене хӑратать пулин те, хăш-пӗр вăхăтра йытă хăй те ҫӗленрен хăрама пултарать.
• Хамӑр пурăнакан вырăна ҫӗленсенчен хӳтӗлеме сад гербицичӗ, селитра, нафталин сапса тухни те пулӑшма пултарать. Ҫӗленсем хими шӑршине юратмаҫҫӗ тата çавăнпа та сирӗн кил-çуртăр тавра ҫаврӑнса иртӗç.
• Çӗлене вӗлертӗр пулсан, ӑна хӑвӑрăн пурăнакан вырăнтан инçерех илсе кайса, çӗр айне чавса чикмелле. Ыттисем çӗленӗн шӑршине инҫетрен уйӑрса илме пултараççӗ. Вӗлернӗ çӗлен ама пулсан, хӑнасене кӗтме пулать. Çӗлен ами вилнӗ чухне феромон веществисем уйӑрать, ытти ҫӗленсемшӗн ку пӗтӗçӳ сигналӗ пулать. Ыттисем, ҫав шӑрша сиссе, инстинкпа, ҫав шӑрша туйса килме пултараҫҫӗ.
Вӑрманта, чатăрти хӳтӗлев мерисем
• Вӑрман тӑрӑх шавлӑн утӑр. Çӗлен эсир ун патне сисӗнмесӗр йӑпшӑнса пынӑ чухне ҫыртма пултарӗ, калаҫни, туратсем шатӑртатса хуçăлни, ура сассисем вара ҫӗленсене хӑратӗҫ.
• Чатӑрсем е ҫӗр каҫма хӳтлӗх туса лартӑр, шавлама ан манӑр.
• Çӗлен ҫывхарнă вăхăтра ӑна маларах курма пултăр тесен, çӗр каҫма ҫӑра чӑтлӑхран аякра е чатӑртан темиҫе метр курӑк ҫулма май пур ҫӗрте, вырӑн суйласа илӗр,
• Наркӑмӑшлӑ ҫӗленсем пурӑнакан вырӑнта ҫӗр каҫма хатӗрленнӗ чухне чатăра, ҫывӑрмалли михӗсене тишкермелле, ирхине вара тумтирне тӗрӗслемелле те силлемелле.
• Палатка лартмалли вырӑна суйласа илнӗ хыҫҫӑн, чи малтан, кӑвайт чӗртмелле, тӗтӗм вӑрӑмтунасемпе ӳпресене кӑна мар, ҫӗлене тата ытти тискер кайӑксене те хӑратать.
• Ҫӗленрен чатӑра хӳтӗлесси – вӑл тӗрӗс-тӗкел пулни, хупӑнакан алӑк пурри.
• Ҫӗрлене хутаҫсене, атӑ-пушмаксене уçă ан хăварăр, ҫӗлен вӗсен ăшне кӗрсе пытанма пултарать.
• Ҫывӑрма выртнӑ чухне тӗтӗм кăларса вырттăр тесен, кӑвайта ан сӳнтерӗр (хӑрушлăх çинчен манса ан кайӑр).
Ҫӗленсемпе тӗл пулассинчен мӗнле сыхланмалла?
• Наркӑмӑшлӑ ҫӗлен пурӑнакан вырӑнсенче атӑ-пушмаксӑр ан ҫӳрӗр, ура пӗççисем уçă ан пулччăр. Ҫӗлен час-часах уран аялти пайне ҫыртать, ҫавӑнпа вăрăм кунчаллă, хулӑн атӑ-пушмак тӑхӑнсан лайӑхрах.
• Вӑрӑм та хулӑн пиртен çӗленӗ шӑлавар тӑхӑнмалла.
• Иккӗмӗш вырӑн вӑл – ҫӗлен алăран сӑхни. Ҫавӑнпа та алӑсене шӑтӑка ан чикӗр, хăмăшлăхра, ҫырлапа кӑмпа пухас тӗлӗшпе тимлӗ пулӑр.
• Ҫӳллӗ курӑкпа йывӑҫ тӗмӗсем хушшинче ҫӳренӗ чухне курӑка е тӗмме патакпа сирсе уçса çӳрес пулать.
• Енчен те сасартӑк ҫӗлен шуса пынине асӑрхасан, хускалмасăр тăрăр, ӑна иртсе кайма май парӑр.
• Ҫӗлен хӑратма пуҫларӗ пулсан, майӗпен каялла чакӑр. Ҫӗлене хăратасран ҫивӗч хусканусем ан тăвăр!
• Хӳтӗленнӗ май, алӑсене малалла тӑсмалла мар, ҫӗлен енне ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑма юрамасть. Патак пур пулсан, ӑна хӑвӑр умӑрта ҫӗлен еннелле тытӑр.
• Кӑмпана касиччен малтан патакпа ҫӗленсем ҫук-ши тесе тӗрӗслӗр.
• Канма шут тытрăр пулсан, канмалли вырӑна тимлӗн пӑхса тухӑр.
• Пӗтӗмлетсе каласан ачасене те çӗленпе тӗл пулнӑ чухне хăйсене мӗнле тытмалли правилӑсене вӗрентӗр! Хăвăра тата ҫывӑх ҫыннӑрсене те сыхлӑр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев