Зинаида Кудряшова: «Эпӗ пурнăçа мухтатăп»
Вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсене те сахал мар астивнӗ вăл
Зинаида Васильевна Кудряшовăн кил-çуртне кӗрсессӗн ăшăлăх, тирпейлӗх, хăтлăх хуçаланать. Зинаида Васильевна сакăрвун пилӗк çул енне пуснă пулин те, тирпей-илем кӗртме çителӗклӗ ăста вăл.
Зиниада Кудряшова 1939 çулта Çӗпрел районĕнчи Алешкин-Саплăк ялĕнче çуралнă. Çемьере 18 пĕртăван çут тӗнчене килнĕ. Зинаида — вăтамми. Шел пулин те, вунсакăр пӗртăванран 9-шĕ пӗчӗккӗллех çӗре кӗнӗ.
«Вăл вăхăтра медицина хальхи пек аталанман, пӗр-пӗр чир „çаклансан“ сывалма йывăртарах пулнă», — тесе пӗлтерет кун пирки кинеми.
Вăрçă пуçлансан ашшӗне фронта илсе каяççӗ. Амăшӗ пилӗк ачапа тăрса юлать. Ыттисем ашшĕ вăрçăран таврăнсан çуралаççĕ...
Хаяр вăрçă тытаннă чухне Зинаида Васильевна икӗ çулта анчах пулнă. Вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсене те сахал мар астивнӗ вăл. «Крахмала çăнăхпа йăваласа пашалу пӗçернĕ. Çавă çăкăр вырăнне пулнă», — тет Зина аппа иртнине аса илсе.
Зинаида Кудряшова ялти шкулта çичӗ класс таран вӗреннĕ, ачаллах ӗçе кӳлӗннĕ. «Ун чухне ялта ача яслийӗ ӗçлесе тăратчӗ. Унта мана ачасен кĕпи-йӗммисене çума илсе каятчӗç», — тет вăл калаçу çăмхине сӳтнĕ май. Ун чухне вăл 11-12 çулхи ача кăна пулнă. Ăна тăрăшса, тирпейлӗ ӗçленӗшӗн аслисем мухтаса кăна тăнă.
«Ĕçчен алă ĕç тупать», — тенĕ ӗлӗкренех ваттисем. Вунпиллӗк тултарсан Зинаида сысна ферминче ӗçлеме пуçлать. Калама кăна вӗт... Хальхи хăш-пĕр ачасем йӗмесӗр апат та çиеймеççĕ. Сысна ферми пӗтсен икӗ çул кролик тата ӗне фермисенче тăрăшнă. Зинаида Кудряшова ĕçленĕ çулсенче фермăра ӗçлеме уйрăмах йывăр пулнă. Пур ӗçе те алă вăйӗпе тума тивнӗ. «1968 çулта башня туса шыв кӗртрӗç, фермăсене „пурнăç çăлкуçӗ“ юхса кӗчӗ», — тет тарават хĕрарăм.
Ӳссе çитсе хӗр пулсан çак ялтах çуралса ӳснĕ Петр Никифорович Кудряшовпа çемье çавăрать. Вӗсем çичӗ ачана кун çути парнелеççӗ. Пӗрле çӗнӗ çурт лартаççӗ. Шел пулин те, мăшăрӗ 47-рех йывăр чире пула çут тӗнчерен уйрăлса каять. Кӗçӗн ачи ашшӗнчен вунвиççӗре юлать. Хăть мӗнле йывăр пулсассăн та, пурнăçа малаллах пурăнмаллине, вăйлă хумсен айне путмалла маррине пит лайăх ăнланать пурнăç тĕрекĕсĕр юлнă хĕрарăм. Çичĕ ача шăпишӗн яваплă пулнине ăнланса, пурнăç пӗлтерӗшне çӗнӗрен туйма пуçлать Зинаида Васильевна. Пурăнмаллах вĕт...
1976 çулта Зинаида Васильевна спецхоза ĕçлеме куçать. Ĕçре вăл маттурлăхпа, тирпейлехпе палăрса тăрать. «Пире план паратчӗç. Ватă сысна аминчен çулталăкне 18, çамрăк сыснаран 6-шар çура илмеллеччӗ. Ĕç планне тултарса пынăран малти рете тухрăм. Паянхи пек астăватăп, мана уншăн çутă атă парнелерӗç. Эх, чун тени... Епле хӗпӗртерӗм-çке... Урара йăлтăркка атă...», — тет йăл-куллипе Зина аппа.
Зинаида Васильвнăн ĕç стажĕ — 40 çул ытла, вăл — ĕç ветеранĕ, нумай ача амăшĕ. Ĕçри çитĕнӳсемшĕн хĕрарăм пĕрре мар Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем илме тивĕç пулнă. Çавăн пекех Зинаида Кудряшовăна «Медаль материнства» кăкăр палли парса чысланă.
Паянхи кун Зинаида Кудряшова пӗчченех кăштăртатса пурăнать. Çуллахи вăхăтра пахчаçимĕç акса ӳстерет. Пăрчăкан пек вăр-варскер, пахчара пĕр çум та тăратмасть. Ăçта пырса пăхсассăн та, йĕри-тавра тирпейлӗх хуçаланать унăн.
Çичĕ «чӗппи» çичĕ енне «вӗçнӗ». Пурте ырă-сывă пурăнаççĕ. Юратнă амăшне, кукамăшне, асламăшне мăнуксемпе тата кӗçӗн мăнуксемпе савăнтараççĕ. Ялта пурăнакан Николай ывăлĕпе кинĕ ун патне час-часах çӳреççĕ, хуйха-суйха пӗрле пайлаççĕ, хуçалăхра пулăшаççӗ.
«Пурнăç ирхи сывлăм пек иртсе кайрӗ пулин те, эпӗ пурнăçа мухтатăп, унпа савăнатăп. Аванни те, начарри те пулнă пуль. Кирек мĕнле йывăрлăхра та аптраса ӳкмен эп», — тет Зинаида Кудряшова калаçăва вĕçленĕ май.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев