Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

«Зарница» ҫарпа патриотизм вӑййин районти этапӗнче

1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрелӗнчи вăтам шкулăн спорт залӗнче «Зарница – 2021» ҫарпа спорт вӑййин районти этапӗ иртрӗ.

Унта хăйсен зонисенче çӗнтернӗ 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел, Чӑваш Ҫӗпрел, Матак, Кӗçӗн Чăнлă, Упи, Аслă Аксу шкулӗсенчи  вӗренекенсем, çамрăк армеецсен командисем вăй виçрӗç.

Мероприятире хутшӑнакансене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов, Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Рамиль Замалетдинов саламларӗҫ. Командӑсене ӑнӑҫусем тата ҫӗнтерӳсем сунчӗҫ.

Командăсем  вӑййăн тӗрлӗ енӗпе чи лайӑх кăтартусем кăтартса, баллсем пуçтарма тивӗçлӗччӗ. Вӗсем интеллектуаллă сăнавра, автомата сӳтес тата пуçтарас, медицина пулӑшӑвӗ кăтартас, ишес енӗпе вăй виçрӗç. Кусемсӗр пуҫне стройра утас, вырӑнта тăрса тата хусканусенче ҫаврӑнмалли мелсене мӗнле пурнăçланине кӑтартса пачӗҫ.

Вӑйӑ питӗ килӗшӳллӗ те йӗркеллӗ иртрӗ. Педагогсем те ҫак интереслӗ ӑмӑртусенчен аякра юлмарӗҫ, хӑйсен командисене пулӑшрӗҫ тата паллах, вӗсемшӗн пӑшӑрханчӗҫ. Мӗнпур командӑсем те этапсене тивӗçлипе иртрӗç.

Пӗтӗмлетӳсем енӗпе чи пысăк  бала 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн команди пухрӗ тата муниципаллă этапра ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ.  Шăпах вӗсем зона этапӗнче район чысне хӳтӗлӗç. Иккӗмӗш вырӑнта – Аслӑ Аксу вăтам шкулӗ, виҫҫӗмӗш вырăнта – Чӑваш Ҫӗпрел вӑтам шкулӗ.

Мӗнпур хут-шӑнакансене грамотăсем пачӗç. Ҫавӑн пекех,  уйрăм ăнăçăвӗсемшӗн парнеленекенсем те пулчӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев