Загреев кубокӗ пирӗннисенче!
«Загреев мемориалӗ» турнир унӑн тусӗсен пулӑшăвӗпе йӗркеленет тата турнирăн спонсорӗсем те вӗсем.
«Алтын Барс» пӑр аренинче Фанис Загреева халалласа шайбăллă хоккей енӗпе районсем хушшинчи турнир иртрӗ. Унта: Ҫӗпрел районӗнчен – икӗ, Хулаçырми ялӗнчен тата Пӑва районӗнчен пӗрер команда хутшăнчӗ.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов спорта юратакансене Фанис Загреевăн биографийӗпе паллаштарчӗ. Тата турнира килнӗ Загреевăн ҫемйине – мăшăрӗпе ывӑлне тав тунине пӗлтерчӗ.
Пӑр ҫине пӗрремӗшсем пулса Ҫӗпрел-2 тата Хулаçырмин пухăннă командисем тухрӗç. Ун хыççăн Пӑва районӗпе Ҫӗпрел-1 командăсем вылярӗҫ. Командӑсем черетпе пӗр-пӗринпе вăй виçсе, виççӗмӗш, иккӗмӗш тата пӗрремӗш вырӑнсемшӗн вылярӗç. Тӗлпулу пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Ҫӗпрел-1 команди пӗрремӗш вырӑна йышӑнчӗ тата Загреев кубокне ҫӗнсе илчӗ, иккӗмӗш вырӑнта Хулаçырми команди, виҫҫӗмӗш вырăна Пӑва районӗн команди тивӗçлӗ тесе палăрчӗ.
Турнирăн чи лайӑх выляканӗсем: Александр Яруков (Хулаҫырми) – «Чи лайӑх хапхаçă»; Айрат Сиразиев (Пăва) – «Чи лайӑх тапӑнакан»; Нияз Валиуллин – «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» пулса палăрчӗç.
Мӗнпур призерсемпе чи лайӑх вылякансем дипломсемпе, кубоксемпе тата асӑнмалӑх парнесемпе парнеленчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев