Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Йывăрлăхсене парăнмасăр

Тыл ӗçченӗн 6 мӑнук, 11 кӗçӗн мăнук пур

Чӑваш Паснапуç ялӗнче пурӑнакан Александра Терентьевна Порфирьева 95 ҫулхи юбилейне палăртрӗ.

Александра Терентьевна ялти шкулта 4-мӗш класс таран вӗреннӗ, урӑх вӗренме тӳрӗ килмен, ӗçлеме пуçланă. Вӑрҫӑ пуҫланнă чухне вӑл 14 ҫулта пулнӑ, ял ҫыннисем фронта тухса кайнине те, тылри пурнӑҫа та лайӑх астӑвать. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче те, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр ҫулсенче те нумай вăй хурать. Ӑна Турхана вӑрман касас, Кирова торф кăларас ӗçсене те вербовкăпа яраççӗ, колхозра та, шкулта та ӗҫлеме тивет. Колхозра вӑл нумай ҫулсем хушши дояркӑра ӗҫлет. Ҫулла, ирхи сăвăм хыҫҫӑн, колхозăн чӗкӗнтӗр ани çинче, каҫхине каллех ӗнесене сума чупать. Килте те ӑна вӗҫсӗр-хӗрсӗр ӗҫ кӗтет, вӑл пурне те тума ӗлкӗрет, пурне те чыслӑн пурнăçлать.

Александра Терентьевнана  хӗрне Нинӑна пӗччен пăхса ӳстерме  те, хӗрне юлашки ҫула ӑсатма та тивет. Çак хуйха мӗнле тӳссе ирттерем-ши тенӗ чухне, хӗрӗн Нинăн ултӑ ачишӗн пурăнма пуçлать вăл,  пурне те ура ҫине тӑма, пурнӑҫра хӑйӗн ӑслӑ канашӗсемпе хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшать.

Ҫул иртнӗҫемӗн юбиляр хавхаланулӑхне ҫухатман, ялти пулăмсене пӗлсе тӑрать. Паян Александра Терентьевна хӑйӗн мӑнукӗсемпе вӗсен ачисен юратӑвне туйса пурăнать. Унӑн 6 мӑнук, 11 кӗçӗн мăнук пур. Ăна хӑйӗн мӑнукӗ Николай пăхать, хăйӗн тӗп çуртӗнче пурăнать. Вӗсем ҫумне социаллӑ работник ҫирӗплетнӗ. Социаллӑ работник Ирина Никитина 10 ҫул ытла Александра Терентьевна патне кашни кунах пырса, ӑна хуҫалӑхра пулӑшать.

Мӑнукӗсем те, кӗçӗн мӑнукӗсем те хӑйсен кукамӑшне питӗ юратаҫҫӗ, тав тăваççӗ.

Юбилей кунӗнче те пурте ӑна юбилейпе саламлама пуҫтарӑннӑччӗ.

Тыл ӗҫченне, ӗҫ ветеранне саламлама район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата Аслӑ Аксу ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Храмов килнӗччӗ. Вӗсем ветерана юбилей ячӗпе саламларӗҫ, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ В.В.Путинăн саламлӑ открыткине, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ячӗпе чечексемпе парнесем пачӗҫ, сывлӑх сунчӗҫ.

Юбиляр хӑйӗн уявӗн саманчӗсемпе пӗрле савăнма килнӗ хӑнасемшӗн пуриншӗн те питӗ савӑнчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев