Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Йывăрлăхсене парăнман, пуçӗсене усман

Мария Александровна Кузьмина 1921 ҫулхи ноябрӗн 3-мӗшӗнче Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче, нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ.

Ҫемье ӗç юратнипе тата йӗркелӗхӗпе палӑрса тăнă. Пӗчӗккинчен пуçласа мӗн асли таранах тăрăшса ӗçленӗ.

Коллективизаци ҫулӗсенче вӗсен ҫемйине кулак тесе тӗп тăваççӗ, ҫемье нимӗнсӗр, ҫурт-йӗрсӗр, урамра тăрса юлать. Юрать-ха çывăх тӑванӗсем ҫемьене вăхăтлăха пурăнма йышӑнаççӗ.

Ырӑ кӑмӑллӑ Шуркинсен ӗҫчен ҫемйи ҫак сăнава тивӗҫлипе тӳссе ирттерет. Ашшӗ-амӑшӗсем, кирек мӗнле пулсан та, ачасене йӗркеллӗ ҫитӗнтересшӗн, кӑшт та пулин пӗлӳ парасшӑн пулаççӗ. Мария тӑватӑ класс кăна пӗтерме пултарать, малалла вӗренме укҫа-тенкӗ пулман. 12 ҫултан пуçласа тетӗшӗсемпе пӗрле хӗрача колхозра ӗҫлеме пуҫлать.

Пурнӑҫ йӗркеленсе кайма ҫеҫ пуҫланнă, çав вăхăтра Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланать. Тетӗшӗсем фронта тухса каяççӗ, килте юлнисене те йывӑр пулать. Мария ыттисемпе пӗр танах,  мӗн шуҫӑмран пуҫласа каҫчен ӗҫлет: уй-хиртен тырӑ, улӑм турттарать, фермӑра вăй хурать, ӗне сăвать.

Пӗр кунхине вӗсене, колхозăн уй-хирӗнчен пурне те пухса, Турхана окопсем чавма илсе каясси ҫинчен пӗлтереççӗ. Унта вӗсем окопсем чаваҫҫӗ, блиндажсем валли вутӑ хатӗрлеççӗ. Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлеççӗ. Кун каҫа йăлтах йӗпеннӗ тумтирсемпе атӑ-пушмаксене типӗтме вырӑнӗ те, улӑштармалли те пулман. Окопсене вара, 40 градуслӑ сивӗ ҫанталӑкра та, ҫил-тӑман пулсан та чавнă. Мария Петровна килне ҫуркунне, ҫӗрулми лартнӑ вăхăтра таврӑнать. Унтан татах ӗçе кӳлӗнет: çӗр чавать, акать, лашасем, ӗнесем пӑхать.

Çамрăк хӗре ашшӗ-амӑшӗ патӗнче нумай пурӑнма тӳр килмест. Ку хутӗнче вӗсене Пăва хулин тулашне чугун ҫул хывма яраççӗ. Каллех шартлама сивӗре те, ҫумӑрта та ӗҫлеççӗ. Мӗн чухлӗ терт-нуша ӳкнӗ вӗсен çамрăклăхӗ тӗлне! Анчах вӗсем йывăрлăхсене парăнман, пуçӗсене усман, кулленхи тăрăшуллă ӗçӗпе Аслă Çӗнтерӗве çывхартнă.

Мария аппа 1947 çулта ноябрь уйăхӗнче Хăймалу ялӗнчи Иван Кузьминпа (1923 çулхи) çемье çавăрать. Пурӗ Кузьминсем сакăр ача çуратса ӳстернӗ, шел, пӗри пӗчӗкӗллех вилнӗ.

Мария Петровна вара ӗмӗрӗпех «Россия» колхозра ӗçлет.

Паянхи кун хисеплӗ тыл ӗçченӗ Юрий ятлă ывăлӗпе пӗрле пурăнать, унăн 10 мăнук тата 15 кӗçӗн мăнук пур.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев