Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Йывăр пулнă, пуç усман

Çак кунсенче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Кӗҫӗн Аксу ялӗнче пурӑнакан тыл ӗçченне Елена Феофановна Кузьминана 90 ҫулхи юбилейӗпе саламласа, Раҫҫей Президенчӗн В.В.Путинӑн саламлӑ открыткине, парне тата чечек ҫыххи пачӗ.

– Вӑрҫӑн йывӑр асапӗсем, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи арканнӑ хуҫалӑха ҫӗклесси те сирӗн тӳпене лекнӗ. Эсир йывăрлăхсене парăнмасăр, ҫутӑ пуласлӑха шанса ӗҫленӗ. Эпир сире чӑтӑмлӑ та хӑюллӑ пулнӑшӑн тав тӑватпӑр, – терӗ Марат Гафаров ӗç ветеранне чысласа.

Елена Феофановна хӑй пурнӑҫне ӳпкелешмест. Вӑл пӗчченех пурӑнать пулин те, хӗрӗсем ун патне час-часах килсе тăраççӗ. Ун патне социаллӑ работник та ҫӳрет. Мӑшӑрӗпе, Петрпа, вӗсем пилӗк ача пӑхса ӳстернӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ Ульяновск хулинче пурӑнаҫҫӗ. Шел, ывӑлӗсем вара Елена Феофановнан вилнӗ. Мӑшӑрӗ те, 63 ҫул тултарсан, пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Тыл ӗçченӗ хӑйӗн ватлӑхне, ҫаплах, пӗччен пурӑнса ирттерет.

– Питӗ нумай ӗҫлерӗмӗр, –тесе аса илчӗ хӑйӗн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхне Елена Феофановна. – Пулӑшу ниҫтан та кӗтмелли ҫукчӗ, ҫавӑнпа пуçа усмасӑр ӗҫлерӗмӗр. Вӑрман та йӑвантарнӑ, курӑк та ҫулнӑ, утӑран чуксем те тунӑ – мӗн кӑна туман-ши. Ҫакӑншӑн Турӑ ҫакӑн пек вӑрӑм ӗмӗр парнеленӗ те пулӗ – акӑ 90 ҫула та çитрӗм.

Елена Феофановнана хӑйӗн ачисем, мăнукӗсем, Кӗҫӗн Чакӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Албутов тата хăнана килнисем те пурте ырлӑх-сывлӑх, ҫӗр ҫула ҫитиччен пурӑнма вăй-хал сунчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев