Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ывӑлӗсене хӑйӗн профессине юратма вӗрентнӗ

Пурнăçра хăйсен çулне тупса, пурнӑҫне пӗр профессие халалланӑ ҫынсене телейлӗ тесе калама пулать.

Ӗлӗкхи ҫулсенче   районти шалти ӗҫсен уйрӑмне ертсе пынă, халӗ тивӗҫлӗ канура пулнă Вазих Идиятуллович Сатдинов та, ҫавӑн пекех, хӑйӗн пурнӑҫне пӗр профессие халалланă çынсенчен пӗри.

Ахаль ӗçченрен пуҫласа организаци ертӳҫи таран çӗкленнӗ тата нумай ҫул хушши пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе, сăнавсене парӑнман çак çын паян та хисепре.

Вазих Сатдинов – Кивӗ Шемӗршел ялӗнчен. Вӑл Идиятуллапа Халима Сатдиновсен 7 ачаллă ҫемйинче, пиллӗкмӗш ача пулса çут тӗнчене килет. Ашшӗ – Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин инваличӗ, 1942 ҫулта Тула хули çывăхӗнче пынă ҫапӑҫусенче хăрах аллисӗр тăрса юлать. Фронтран таврӑнсан XXII Партъезд ячӗллӗ колхозра нумай ҫул бригадирта вӑй хурать.

Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, Вазих Сатдинов пӗр çулталăк ытла колхозăн «ГАЗ-51» машининче грузчик пулса ӗҫлет.  Виҫӗ ҫул Лӑпкӑ океан флотӗнче, çӗршыв умӗнчи тивӗçне пурнăçласа, хӗсметре тӑрать. 1971-78 ҫулсенче тӑван ялӗнче ҫыхӑну монтерӗ пулса ӗҫлет. Ӗҫпе пӗрлех Ульяновск хулинчи Пӗтӗм союзри юридически институтра (Мускав филиалӗ) вӗренет. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн каччăна районти шалти ӗҫсен уйрӑмне ӗҫлеме чӗнеççӗ.

Колхозсем кӗрлесе ӗçлесе тăнă вăхăт. Вӑрласси те нумай, преступленисене уҫăмлама та ҫӑмӑл мар. Ҫапах та ҫамрӑк следователь пуç усмасть. Вазих Идиятулловича, нумай ҫул хушши принциплӑ, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленине шута илсе,  ăна 1987 ҫулта районти шалти ӗҫсен пайӗн начальникӗ пулма палӑртаççӗ. Ку ӗҫе вӑл, пӗр тăтăш, 23 ҫул пурнăçласа пырать. Организацие ертсе пырас ӗҫӗн пуҫламӑшӗнче унӑн 21 ӗçченпе ӗҫлеме тивнӗ пулсан, 2010 ҫул тӗлне вӗсен шучӗ 73е ҫитет. Ӗçлекенсенчен нумайӑшӗ  вара милицин Аслӑ шкулӗнчен вӗренсе тухнă специалистсем. 

Реклама

2001 ҫулхи октябрӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 2002 ҫулхи январь уйӑхӗн 28-мӗшӗччен Чечня Республикин территорийӗнче служба енӗпе командировкӑра та пулать. ТР Президенчӗн Указӗпе тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Вазих Сатдинова «ТР шалти ӗҫсен органӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» текен хисеплӗ ята параççӗ. Ҫавӑн пекех ăна РФ Президенчӗн Указӗсемпе «Общество йӗркине сыхланă çӗрти ӗçӗшӗн» медальпе, «Тӑван çӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден-медаль парса та чыслаççӗ.

Мӑшӑрӗпе, Гульсина Минзарифовнӑпа, пӗрле вӗсем икӗ ача пăхса ӳстереççӗ. Ленарпа Айрат иккӗшӗ те ашшӗ çулӗпе кайнă. Ленар Мускав хулинчи, Айрат вара Хусан хулинчи шалти ӗçчен уйрăмӗн тытăмӗнче ӗçлеççӗ. Сатдиновсен династийӗн шалти ӗҫсен тытӑмӗнчи ашшӗпе ывӑлӗсен пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗсем 70 ҫула тӳрӗ килеçççӗ. 

– Эпӗ хамӑн ӗҫе хаклама пӗлнӗ ертӳçӗсене, правительствӑна, пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленӗ хамăн коллективăма тав тӑватӑп. Эпӗ çӗнсе илнӗ ҫитӗнӳсемпе ăнăçусенче иртнӗ ҫулсенче ертсе пынӑ коллективӑн ӗҫӗ пысăк. Вӗсемсӗр пуçне эпӗ ҫакӑн пек çитӗнӳсем тăвайман пулăттăм, – тет полковник Вазих Идиятуллович.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев