Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ывӑлӗ Тăван çӗршыв хуралӗнче

Гулия Шигапова Аслӑ Чăнлă ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

1988 ҫулта Аслӑ Чăнлă вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухсан, колхозра ӗҫлеме юлнӑ. Ҫав ҫулсенче шкул пӗтернӗ хӗрсемпе каччăсене ирӗксӗрлесе яла хӑваратчӗҫ. Ялти фермӑра икӗ ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн, Лайӑш районӗнчи техникума вӗренме кӗрет, бухгалтер специальнăçне алла илет. Унтан каллех яла таврӑнать, «Ирек» колхозра бухгалтер пулса ӗçлеме пуçлать.  Колхозсем пӗтнӗ, саланнă вăхăтра, Гулия та ӗҫсӗр тӑрса юлать. Ялти вӑтам шкула, лаборантка пулса, ӗçе вырнаçать. Кӗтмен çӗртен, ашшӗ, пӗр уйăхран мăшăрӗ Наиль те пурнăçран уйрăлса каяççӗ. Виҫӗ ачине ытамне илсе, мăшăрӗсӗр тăрса юлать Гулия Джамилевна. Юрать-ха çумӗнче хунямăшӗ Равия аппа пулать. Вӗсем 28 ҫул пӗрле пурӑнаççӗ, виҫӗ ачана ура çине тăратаççӗ. Паянхи кун Гулия Шигапован виҫӗ ачи те çемьеллӗ, мӑнуксем те парнеленӗ ӗнтӗ.

Гулия Шигапован ывӑлӗ Ильнар  та паянхи кун ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче. Ильнара 2022 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче, уйрăм мобилизаци йӗркипе, ҫар службине илеççӗ. 2024 ҫулта аманать, госпитальте сипленет, каллех ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонине каять. Ывӑлӗ – сержант, орден-медальсемпе наградӑланать.

– Ывăлăм хӑйӗн юратнă хӗрӗпе 2022 ҫулхи август уйӑхӗнче çемье çавăрнăччӗ, тепӗр уйӑхран, ҫӗршывра уйрăм мобилизаци пуçлансан, ăна повестка килчӗ. Ывăлăм вара: «Эпир каймасан, кам каять?!» –  тесе тухса кайрӗ. Ирӗн-каҫӑн «Анне, эпӗ чӗрӗ!» текен хыпар кӗтетӗп, – тет Гулия Джамилевна.

Ӗçчен, тăрăшуллă ял хӗрарӑмӗ хуçалăхӗнче темиҫе ӗне, пӑрусем усрать.

– Ӗҫсӗр ларма юратмастӑп. Ӗҫ мана йывăр шухӑшсенчен хӑтарать, – тет вӑл.

Ильнар ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине тухса кайнӑ хыҫҫӑн, вăл,ывӑлӗ тата унпа юнашар пулнă каччăсем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухма пуçлать.

– Районти «Форпост» ертӳҫине Альберт Сулейманова, «Огонек доброты» ертӳҫине Альфия Азизована, пӗтӗмлетсе каласан, каччăсем валли кирлӗ япаласене илме укҫа-тенкӗпе пулӑшакансене пурне те тав тӑватӑп, – тет ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм. 

Пахчинче ҫӗрулми, выльӑхсем  валли чӗкӗнтӗр, кавӑн ӳстерет иккен. Арбузпа дыня та пуян тухӑҫ панӑ.

– Хӑвӑртрах тӑнӑҫлӑх вырнаçса, ывӑлăма Ильнара та, каччăсенчен кашнинех хӑйсен ҫемйисем, ашшӗ-амӑшӗсем патне ырă-сывӑ таврӑнма пӳртӗрччӗ – ку манӑн чи пысӑк сунăм, – тет Гулия Шигапова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев