Ывӑлӗ ашшӗн ҫулӗпе
Тăван çӗршывăн париочӗсем
Ачалӑх тата шкул ҫулӗсем
Пурнӑҫ вӑл – кӑткӑс япала. Тутар Шатăршан ялӗнче пурӑнакан Ильгизяр Зейнуллович Хамзинăн пурнӑҫӗнче мӗн тӗлӗнмелли пур-ха тетӗн? Ҫапла, вӑл ытти ҫынсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть темелле. 1960 çулхи апрелӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ, çакăн пек ятлӑ ялпа юнашар ӳснӗ, анчах çак ял Ульяновск облаҫне кӗнӗ, ӑна Вырӑс Шатăршанӗ тенӗ.
Аслӑ тетӗшӗсем пекех, Ильгизяр шкула ҫӳрет, уроксем хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшне кил-тӗрӗшре пулӑшать, ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче колхозра ӗҫлет, пушшех те аслӑ классенче 8-мӗш класран пуҫласа СК-4 комбайнерăн пулӑшуҫи пулса ӗҫлет. Ильгизяр хӑй шкулта октябренок, пионер пулнипе мӑнаҫланать тата 8-мӗш класра ВЛКСМ (комсомол) ретне тӑрать. Илгизяр шкулта тӑрӑшса вӗренет, ӑна физикӑпа истори пек вӗренӳ предмечӗсем килӗшнӗ, ҫавӑнпа вӑтам шкултан лайӑх вӗренсе тухать, аттестатра «4» тата «5» паллӑсем кӑна. Унӑн мӗн пӗчӗкренех куç курăмӗн асӗ лайӑх йӗркеленнӗ. Ҫак асӑма пула Ильгизяр пурне те питӗ хӑвӑрт астуса юлма пултарнă, вӗренӳ те ӑна питӗ ҫӑмӑл парăннă.
Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе чыслăн пурнӑҫлать
Шкул хыҫҫӑн, 18 ҫул тултарсан, 1978 ҫулхи кӗркунне (октябрӗн 29-мӗшӗнче) салтака каять. Ильгизяр мӗн пӗчӗкренех кӗрнеклӗ те яштака каччӑ пулса ӳсет, мӗншӗн тесен ачранах йывăр ӗçсене хăнăхса, спортпа интересленет, медицина комиссийӗ иртнӗ хыҫҫӑн, вăл Самара (малтан Куйбышев) ҫывӑхӗнчи Черноречьре вырнаҫнӑ вӗренӳ танк полкне лекет. Вӑл тата унӑн ачалӑхри тусӗ Фарит Алимбеков распределенипе иккӗмӗш вӗренӳ ротине (пӗрле служить тунă юлташсем, учебкăра пӗр ротӑра пулаççӗ) лекеççӗ, унта вӑтам танксен механик-водителӗсем пулма вӗрентеççӗ. Ҫамрӑк салтак курсне иртнӗ хыҫҫӑн, ноябрӗн 19-мӗшӗнче, Ильгизяр курсантсемпе пӗрле ҫар присягине йышӑнать. Унӑн та, ытти чылай каччăсем пекех, ҫар службин мӗнпур йывӑрлӑхне хӑй ҫине илме тивет. Малтан вӗсем кашни кун строй тата физкультура, çар тата тактикӑлла хатӗрленӳсенче пулаççӗ. Хӗлле танкпа ҫӳрени тата мӗнле хака ларнӑ вӗсене! Чи малтан танкодрома илсе ҫитерме танка ирхи 4 сехетрех хатӗрлемелле пулнӑ, кун валли вара зарядка пунктӗнчен 4 аккумулятора (кашни 64 килограмм таять) йăтса килмелле, вӗсене люксем урлӑ танк ӑшне кӗртмелле те йӗрки-йӗркипе 4 аккумулятора вырнаҫтармалла пулать. Ку кăна мар-ха! Чи йывӑрри – танка башньӑри мелсӗр вырӑнта вырнаҫнӑ ӑшӑтакан хатӗр пулăшнипе ӑшӑтасси, аврине 45 минут хушши ҫавӑрасси. Енчен кăштах чарӑнса тӑрсан, вӑхӑт каллех нультан пуҫланать. Ку вара пуриншӗн те хӑрушӑ пулать.
Ҫӗнӗ 1979 ҫул умӗн курсантсем танк полкӗнче хурал службин нарядӗнче тӑраççӗ, унта сывлӑш температури минус 50 градусран, тӗрӗсрех каласан, –52 градус таран аннӑ. Чӑн та, вӑл вӑхӑтра вӗсене кашни сехетрех улӑштарса, постра ăшă тăлăп парса тӑнă, анчах пурпӗрех питӗ сивӗ. Уйрӑмах Вӑтам Ази курсанчӗсене йывӑр пулчӗ, вӗсем пурте тенӗ пекех госпитале лекрӗç, пичӗсене, аллисене тӑм илнӗ. Ултӑ уйӑхлӑх курс хыҫҫӑн, Ильгизяр, Фарит пекех, пур экзаменсене те ӑнӑҫлӑ тытса, чӑн-чӑн танкист-механик-водителӗ пулса тӑрать, унсӑр танк пӗр хускану та тӑвайман пулӗччӗ.
1979 ҫулхи май уйӑхӗнче, вӗренсе пӗтерсен, вӗсене ҫарсене ӑсатаççӗ (220-мӗш ОАП команди чикӗ леш енне службăна каймалла пулнӑ). Вӗсем Киев хулине ҫитсен, вӗсене Украинӑра службăра хӑварма приказ килет. Малтан ротӑна Белая Церковь хулине, унтан каялла Конотоп хулине илсе каяççӗ, унтан Ҫӗнтерӳ кунӗнче вӗсене 64-мӗш танксен полкӗнче служить тума Чернигов облаҫӗнчи Ганчаровск поселокне яраççӗ. Ҫирӗплӗхе тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн (танкпа ҫӳресси тата унӑн конструкцине пӗлесси, пересси, уставсене пӗлесси тата ытти те), Ильгизяра Аслă Аксура ҫуралса ӳснӗ ентешӗмӗр капитан Ильин рота командирӗ пулнă 3-мӗш танк ротинче аслӑ механик-водителӗ пулма палăртаççӗ. 47-мӗш мотострелковӑй дивизи составӗнчи икӗ хутчен Хӗрлӗ Ялавлӑ Киев ҫар округӗн (ККВО) командирӗ вара генерал-майор А.М.Макашов пулать. Халӗ ӗнтӗ, Тӑвӑн ҫӗршыва парăнса чыслăн тата тӳрӗ кӑмӑлпа, командирсен приказӗсемпе хушӑвӗсене вӑхӑтра пурнӑҫла служить кăна тăвасси юлнă пек. Ҫапах та, ун пек пулса тухмасть...
1979 ҫулхи декабрӗн 25-мӗшӗнче Афганистан Демократиллӗ Республикинче вӑрҫӑ пуҫланать. Пирӗн ҫӗршывӑн кӑнтӑр чиккисене сыхлама та правительство хамăрăн салтаксене Афганистана ӑсатма йышӑнать. Ҫар чаҫӗсенче салтаксем талибсемпе ют ҫӗршывран тара кӗрешнӗ ҫынсене хирӗҫ ҫапӑҫма яма рапортсем ҫыраççӗ. Ильгизяр службӑра тӑракан ротӑна тревогӑпа ҫӗклеççӗ те ҫар машинисене тата хӑйсен танкӗсемпе хатӗрӗсене хатӗрлеме пухӑннӑ района ăсатаççӗ, унтан – Афганистана. Танкистсемпе вӗсен командирӗсем икӗ эрне хушши кӑнтӑрла та, ҫӗрле те танксене çар лару-тӑрӑвӗн шайне илсе ҫитерес тесе вăй хураççӗ, патронсемпе снарядсене комплектлаççӗ, баксемпе хушма пичкесене çунтармалли-сӗрмелли материалсем тултараççӗ, вӗсене ҫар эшелонӗсем çине тиеççӗ, ҫирӗплетеççӗ. Ҫак ӗçсене туса пӗтерсен кăна, «отбой» команда килсе ҫитет. Хӑйсен çар машинисене пурне те каялла комплектласа, платформӑсем çинчен антараççӗ, танксене хӑйсен полкне каялла тавăраççӗ. Машинӑсене сыхлама хума хатӗрленӳ пуҫланать, танкистсем çар машинисене йӗркене кӗртсе, кунӗн-ҫӗрӗн бокссенче вӑй хума пуçлаççӗ.
Ильгизяр салтакра икӗ ҫул ытла службăра тăрать, запасра кăларасси çинчен калакан приказа кӗтет, Ҫӗнӗ ҫул умӗн кăна, Афганистана ӑсатасси ҫинчен калакан приказа кӗтсе илеймесӗр, службăран каять.
Çар служби
хыççăнхи пурнăç
Хĕç-пăшаллă Вăйсен ретĕнчен демобилизациленĕ хыççăн, 1981 çул, Пăвари СПТУ-90 вӗренме кӗрет. Электрик-механик специальноҫне алла илсен, Илгизяр тӑван колхозӗнче электрик пулса ӗçе вырнаҫать, ҫулла комбайнер пулса вăй хурать. Тивӗçлӗ канăва тухиччен ҫак ӗҫсенче пурнăçлать.
1982 ҫулта çемье çавăрать, мăшăрӗ – çак ялта, 1963 ҫулта ҫуралнӑ, Гульсина Ханафиевна. Ачасем çут тӗнчене килеççӗ: 1983 ҫулта – хӗрӗ Рамзия тата 1990 ҫулта – ывӑлӗ Радик. Иккӗшӗ те 11 класс пӗтереççӗ, шкул хыҫҫӑн ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан заведенисенче специальность илеççӗ. Хальхи вӑхӑтра Рамзия районти тӗп больницăра медицина сестри, Радик вара, Хусан хулинче «Оргсинтезра» электрик пулса ӗҫлет. Вӗсем пурте Ильгизярӑн ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пурӑнаççӗ. Ильгизярăн ашшĕ 1928 çулта çуралнă Зайнулла Зайдуллович, амăшӗ – 1927 çулта çуралнă Факия Шарифзяновна, вӑрҫӑ ачисем, мӗн пӗчӗкрен колхозра ӗҫленӗ. Вӗсен пилӗк ача тата пурте ывӑлсем пулнӑ, Ильгизяр вара – тӑваттӑмӗшӗ. Тетӗшӗсемпе шăллӗ хальхи вăхăтра Ульяновск хулинче пурӑнаҫҫӗ, Ильгизяр ашшӗ-амӑшӗпе ялта юлать.
Ачисем – Рамзияпа Радик – тулли ҫемьере, уйрӑмах аслашшӗпе асламăшӗн çумӗнче, ӳссе ҫитӗнеççӗ. Кун пек ачасене телейлӗ те пуян теме пулать, мӗншӗн тесен хӑйсен пурнӑҫ опычӗпе ҫитӗннӗ ватӑсем, ӑслӑ ҫынсем пулса, мӑнукӗсене те хӑйсен чи лайӑх та чи хаклӑ пурнӑҫ опычӗсене ҫеҫ параҫҫӗ. Ҫавӑнпа ачисем ырри, усалли мӗнне пӗлсе ӳсеççӗ, хурине шурринчен уйӑрса илме пултарнă, вӗсем Тӑван ҫӗршыв мӗн иккенне пӗлнӗ!
Рамзияпа Радик та ашшӗ-амӑшӗсем пекех хӑйсен ҫемйисене йӗркеленӗ, вӗсен те ачисем пур ӗнтӗ. Рамзиян икӗ ывӑл, Радикăн пӗр хӗр ҫитӗнет.
Радик та, ашшӗ пекех, призыв ҫулне ҫитсен салтакра службăра тӑрать. Ӑна Хусанти энергетика техникумӗнче вӗреннӗ чухне, 1-мӗш курс хыҫҫӑн, ҫара илеççӗ. Çарта Ярославль хулин шалти ҫарӗсене лекет, стрелок пулса службăра тӑрать. Ҫартан таврӑнсан техникумра малалла вӗренет, 2005 ҫулта электрик специальноҫне алла илсе «Оргсинтезра» ӗҫлеме пуçлать. 2008 ҫулта Радик 1989 ҫулта çуралнӑ Ильсиярпа çемье çавăрать, вӗсем хӗрне Алияна питӗ юратаҫҫӗ.
Ывӑлӗн шӑпи ашшӗн ҫулӗпе пырать
2022 ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнче Украинӑра неофашистсемпе ют ҫӗршыври тара тытнӑ ҫынсене хирӗҫ ятарлӑ ҫар операцийӗ (СВО) пуҫланчӗ. Çав çулхи сентябрь уйӑхӗнче Радик ӗҫрен килне таврӑнсан, унăн ятарлă çар операцине уйрăм мобилизаципе каймалла пулнине пӗлет, мӗншӗн тесен çӗршыва стрелоксем пек специалистсем кирлӗ пулаççӗ. Вӑл ҫарта вăхăтлă службӑра стрелок пулнӑ. Ҫапла Радик мӗн кирлине пуҫтарать те, ҫемйипе сывпуллашса, Хусанти сборный пункта ҫул тытать. Кирлӗ пек хатӗрленӗ хыҫҫӑн, вӗсене халӑха тата Раҫҫей чиккине сыхлама Луганск хулине куçараççӗ. Вӑл 1234 МСП 1-мӗш батальона «Мишарин» ятлӑ стрелок-пулеметчик пулса лекет.
Вӑл та ытти нумай каччăсем пекех тӗрӗслӗхе, пирӗн мӑн асаттесемпе асаттесен историне упраса хӑварас тесе алла хӗҫ-пӑшал тытать. Радик вӑрҫа хирӗç, анчах ҫакна тума ӑна Украинӑри неофашистсем хистеҫҫӗ. Тӳрӗ кӑмӑлпа пурӑнма хӑнӑхнӑ Радик Хамзин тӑшмана шеллемест. Вӑл та, ытти каччӑсем пекех, хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне, ҫемйине тата ашшӗ-амӑшне юратать. Ҫавӑнпа Радик мирлӗ халӑха, ним айӑпсӑр ачасене, хӗрарӑмсемпе ватӑсене те шеллемен ҫак киревсӗр тӑшмана хирӗç, вӗçне ҫитичченех ҫапӑҫма шут тытать. Ӑна ача чухне чӑн-чӑн ҫын, арҫын пулма, хӑйӗн кӗçӗн Тăван ҫӗршывне, ҫӗршыва юратма вӗрентнӗ. Унӑн ашшӗ Украинӑра мирлӗ вӑхӑтра, ҫынсем пурте юлташсем, тӑвансем пулнӑ вӑхӑтра службăра тӑнӑ пулсан, халӗ Радикӑн Тӑван ҫӗршыва сыхлама алла хӗҫ-пӑшал тытма тӳрӗ килчӗ. Ҫакна вӑл питӗ лайӑх ӑнланать. Радик Ильгизярович ачасен пуласлӑхӗ ҫутӑ тата Çӗнтерӳ пирӗн алӑра пуласса шанать! Халӗ вӑл та, ашшӗ пекех, çӗр çинче пурăнакан пур халӑхӑн та тӑнӑҫлӑ хӳтӗлесе, Украина ҫӗрӗ тӑрӑх утать.
Виталий Мердеев, РТ Журналистсен союзӗн членӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев