Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Юратуллă мăшăрлă пурнăç – телей

Пурнăçа, ӗмӗре юратса

 

Пирӗн районта нумай çул пӗрле мăшăрлă пурăнакансем пайтах. Кăçал пурӗ вунвиçӗ мăшăр тимӗр тата бриллиант туйӗсене палăртса ирттереççӗ

Аслă Чăнлă ялӗнче пурӑнакан Хисамутдиновсен, Алимовсен ҫемйисенче, район пуҫлӑхӗпе Марат Гафаровпа, районти ЗАГС уйрăмӗн заведующийӗпе Альбина Шарафутдиновапа ял тăрăхӗн пуçлăхӗпе Фагиль Фатхулловпа пӗрле, эпӗ те хӑна пултӑм. «65 çул пӗрле, телейлӗ пурнăçăн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре?» текен ыйту çине вӗсем: «Пӗр-пӗрне çул парса, тӳсӗмлӗн, канашласа пурăннинче», – тесе хуравларӗç.

– Хăр тӑлӑх ача пулнӑ эпӗ, – тесе калаçса кайрӗ çамрăклăхӗ, ачалăхӗ çинчен Нуризян аппа. – Атте вӑрҫӑра, анне тата манран аслăрах  аппапа тете выҫлăхпа вилчӗç. Анне вилнӗ чухне эпӗ саккӑртаччӗ, эпӗ урамра тăрса юлтӑм. Кам мӗн парать – ҫавна çирӗм, кам чӗнет, ҫавсем патӗнче çывăрса ҫӳрерӗм. Кӳршӗсем питӗ ырӑччӗ, мана, тӑлӑха, пăхрӗç. Пӗр урамра ӳснипе пулӗ, хӗр пулса çитӗнсен юратса пăрахрӗ мана Магсумăм. Ҫамрӑклах пӗрле, çемье çавăртăмăр. Эпӗ кин пулса килнӗ чухне  хуняçапа хуняма, пӳрт тулли ача-пăча пурччӗ-ха çак никӗсре.

–Элле пӗр çулталӑк пурӑнтӑмӑр-и çавăнта пӗрле, ун хыççăн иксӗмӗр Челябинск енне тухса кайрӑмӑр, – терӗ мăшăрӗн сăмахне малалла тăсса Магсум пичче.

Анчах  тӑван енӗн уй-хирӗсене, кăкăр тулли сывласа ӳснӗ уçă сывлăшне, ырӑ ял-йышне хăнăхнă, çак икӗ ҫын, Челябинскра мӗн чухлӗ малашлăхлă промышленность центрӗ пулнă пулсан та, унта пурӑнма пултараймаҫҫӗ. Виҫçӗшӗ – çав енсенче çуралнă ывăлне Рината та ытамне илсе, вӗсем яла таврăнаççӗ. Таврăнсанах ӗçе пуçăнаççӗ. Пӗр-пӗрин хыççăн ачасем çуралаççӗ. Магсум пичче хуçалăхра лашасем пăхать, стройкăра ӗҫлет. Аслӑ ӑру вӑл Сабантуйсенче лашасен ӑмӑртăвӗсенче хутшӑннине те астӑвать пулӗ-ха. «Лаша чунӗ çыпăçнă» ялти ватă çын паян 85 ҫулта пулсан та унтан уйрăлаймасть – лаша усрать.

– Кăмăллă вӗт, – тет вӑл. – Эсир пӗлсен-и, тул ҫутăлсанах, тăрса, мăнуксемпе утӑ ҫулма  тухса каятпăр. Хӗр-мӑнукăмсене те вӗрентрӗм  утӑ ҫулма. Унтан ӑна урапа ҫине пӗрле тиетпӗр те, ырӑ шӑршӑллӑ утӑ ҫине ларса киле-киле, вӗсем унта çывăрсах каяççӗ. Телей вӗт ӗнтӗ!

Телейӗ вӗсен – тӗп ҫуртра, хăйсем çумӗнче кинӗ тата ывăлӗ пурăннинче те. Ҫак никӗсе кин килнӗренпе ӗнтӗ 30 çула яхăн çул иртнӗ. Хисамутдиновсем картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх усраççӗ, аслисем вара вӗсене кил-çуртра – пулăшакансем.

- Кинӗмӗре тав тăватпăр, теççӗ вӗсем, иккӗшӗ пӗрле. – Мунча хутнă, япаласене çунă, апат пиçнӗ. Мухтав Турра, хамăр ялтан пулчӗ кин. 18 ҫул та тултарманччӗ пирӗн пата килнӗ чухне, начаррине курмарӑмӑр, – теҫҫӗ, Санияна мухтаса.

– 65 ҫул хушшинче савӑт-сапа шӑкăртатмасăр тăман-тăр ӗнтӗ, – тесе те ыйтрăмăр Хисаметдиновран.

–Мăшăрăм хӗрӳ ҫын ӗнтӗ, –тесе, ăшшăн пӑхса илчӗ Нуризян аппа Магсумӗ ҫине. – Вӑл хӗрсе кайнă чухне эпӗ чӗнмесӗр тăратăп ӗнтӗ... ҫапла пурнăç малалла шурӗ, сапăр, тӳсӗмлӗ пултăмăр,  – тет.

Ҫак ҫемьен тӑватӑ ачинчен виҫҫӗшӗ те ял пурнӑҫне кăмăлланă. Тăван енче пурӑнаҫҫӗ. Магсум пиччепе Нуризян аппана вара мăнукӗсем, кӗçӗн мăнукӗсем савӑнтараççӗ.

«Çамрӑклăхăма каялла таврӑнайсан...»

– Çамрӑклӑхӑма каялла таврăнма май пулсан-и..., – тесе шухăша кайрӗ, çакăн пек ыйту панă хыççăн Амир Алимов. Сӑмах чӗнмесӗр тăнă хыççăн малалла тăсса: – Çаплах пурӑнăттӑм  – мăшăрăм пулма та Аминана суйлăттӑм, ачасем те ҫавӑн пекех пулччӑрччӗ. Пурӗ те сывлӑхӑм пулнӑ чухне тата та нумайрах ӗçленӗ пулăттăм, халăмран килсен Аминана  сывлăхлă тунă пулăттăм,– терӗ.

Çапла çав, Амир пиччен 65 ҫул пӗр татăк çăкăра пӗрле пайласа çинӗ мăшăрӗ Амина чирленӗ кăштах. Ватлăх ӗнтӗ. Ури çӳрет, куҫӗ курать, ӑс-тӑнӗ лайăх хăйӗн, анчах ӗлӗкхи пек 7шер гектар чӗкӗнтӗр ӗçлеймест, чупса та çӳреймест... Ҫапла, вăхăтӗнче питӗ тӑрӑшса ӗҫленӗ Алимовсем.  Пилӗк ача пăхса ӳстернӗ. Тӗп никӗсре темиҫе ҫурт туса лартнă. Юлашкине вара шăкăртатса тăракан сап-сарӑ хыр пӗренисенчен, урамалла ултӑ чӳрече пăхса тăраканнине ҫавӑрнӑ. Тата çавăнта кăмăллă ватлӑхра пурăнаççӗ. Ывăлӗ Ансар, хӗрӗ Фарида юратса пăхаççӗ ватăсене. Тата тепӗр ывӑлне Асхата районта пӗлмен çын çук та пулӗ. Вӑл акӑ темиҫе ҫулсем ӗнтӗ район халăхне, «шăллă тăвать», урӑхла каласан, шӑл врачӗ.

– Вӗрентрӗмӗр, хамăрла воспитани патăмăр ачасене, – тет Амир пичче. Паллă ӗнтӗ, ватлăх кунӗсенче те тăрăшарах ӗçлесси çинчен калаçнă Амир пиччепе Амина аппа ачисен кунӗ ӗçпе иртнӗ. Вӗсем ăçта кăна пулсан та, мухтавлă. Фарида, тӗслӗхрен, колхозăн малта пыракан ӗçченӗ пулнăшăн темиçе хутчен район Совечӗн депутачӗ пулса суйланнă. Ансарпа Асхать та ӗлӗкхи çулсенче килӗрен темиçе гектар уйăрса панă чӗкӗнтӗр хирне ӗçе кӗртни çинчен калаççӗ. Амирпа Амина аппа – пӗр ял çыннисем. Пӗр-пӗрне улах ларнă чухне курнă, çавăнта паллашнă.

– Питӗ ырă та сăпайлă пулчӗ мăшăрăм,  – тет Амина аппа. – 65 ҫул хушшинче Амир мана усал сăмах каланине те астумастӑп, ӑнланса, пурнăçа юратса пурăнтăмăр.  Хальхи пурнӑҫ вара райпа тан вӗт. Эпир çамрӑк чухне выҫӑччӗ, çурма çарамас ӳсрӗмӗр. Çапах та вӑйлӑ пултăмăр, пурнăçа хамăр илемлетрӗмӗр.

Амина аппа çак никӗсе кин пулса килнӗ чухне хунямӑшӗ  пулнă. Вӗсем пӗрле 20 ҫул  килӗштерсе пурӑннă.

– Питӗ лайӑх ҫынччӗ, ачасене ӳстерме, яланах канашӗсемпе пулăшрӗ, – тесе хунямăшне те аса илчӗ вӑл.

Тимӗр пек ҫирӗп пулнӑран тата пурнӑҫри тӗрлӗ йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пултарнӑран 65 ҫулхи туй тимӗр ят илнӗ. Тутăхман, хуçăлман тимӗрӗн ҫирӗплӗхӗ акă çапла Алимовсем пек аслисене хисеплесе пурăнни, ачисене пулнă юрату, ҫынсене хисеплеме пӗлни урлă килет пулӗ вăл. Ҫавăнпа та паян, мăшăрлă,  пӗрлӗхлӗ пулнипе телейлӗ-тӗр вӗсем.

Цифрăсем

2020 çулăн иртнӗ 9 уйăхӗнче районта ЗАГС уйрăмӗнче 49 мăшăр çырăннă. Иртнӗ çулăн çав тапхăрӗнче çак цифра 62 пулнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев