Юбилей медалӗпе парнеленчӗ
Хисеп грамотисем пачӗç
Тутарстан Республикин суд системин аталанăвне пысăк пай кӗртнӗшӗн тата нумай çул чыслă ӗçленӗшӗн Çӗпрел район сучӗн судйи Алсу Ахметзяновна Ракипова Тутарстан Республикин Аслă Сучӗн «Тутарстан Республикин Аслӑ Судне 150 ҫул» юбилей медалӗпе парнеленчӗ.
Тутарстан Республикине газ промышленноҫне аталантарма хăйӗнчен пай кӗртнӗшӗн, нумай ҫул чыслă ӗçленӗшӗн, нефть тата газ промышленноçӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе Дамир Мунирович Ахметзянов «Газпром» обществин Хисеп грамотипе парнеленчӗ.
***
Патшалăх ветеринари службин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе районти патшалӑх ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Айрат Ахатович Иматдинов Тутарстан Республикин Ял хуçалăхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствин Тав ҫырӑвӗпе тата хисеп паллипе, пӗрлешӳ аптекин заведующийӗ Фидания Рафиковна Шарапова Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑх министерствин Тав ҫырӑвӗпе парнеленчӗç.
***
Совет Союзӗн Геройӗ С.А.Уганин ячӗллӗ Матак вӑтам шкулӗн географипе истори учителӗ Светлана Казакова ТР муниципалитет пӗрлӗхӗсен хушшинче патриот воспитанийӗ парассине лайăх йӗркелес енӗпе республика конкурсӗн «Патриотизм воспитанийӗ парас енӗпе чи лайӑх специалист» номинацире III вырӑн йышӑнчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев