Ыркăмăллăх мероприятийӗ
Çак кунсенче Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн Культура çуртӗнче «Кӗнекене иккӗмӗш пурнӑҫ парнеле» девизпа ыр кăмăллăх акцийӗ иртрӗ.
Унăн инициаторӗ çыравçă, икӗ кӗнеке авторӗ Николай Андреев пулчӗ. Вăл «Подвиг» издательство компанийӗн вуншар кӗнекине, ҫав шутра, «Героика, приключения, детективы» серине ялти Культура çурчӗн ӗçченӗсене пачӗ. Клуб директорӗ Наталья Макарова тата художество ертӳҫи Петр Мулеев ялти ҫамрӑксемпе ял ҫыннисене çакăн пек парне тунăшăн ялӑн обществăлла пурнӑҫне хастар хутшӑнакана, ыркăмăлçăна Николай Андреева ырлӑх-сывлăх, ҫӗнӗ ҫулта çитӗнӳсем, творчествăра ҫитӗнӳсем сунчӗç.
Кӗнеке парнелемелли мероприятире Тутарстан Республикинчи Журналистсен Союзӗн членӗ, ялти ветерансен Совечӗн ертӳçи Геннадий Карсаков хутшӑнчӗ. Вӑл, хӑйпе пӗр шухӑшлӑ ҫынна тав туса, совет литературин классикӗн Максим Горькийӗн сӑмахӗсене аса илсе: «Кӗнекене юратӑр, вăл – пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ. Аса илтерсе хăварас пулать, çаплах, темиҫе ҫул каялла Николай Андреев ялти Культура çуртне ялти ҫамрӑксен активлӑ канӑвне йӗркелеме самаях хаклă, чаплӑ бильярд сӗтелӗ парнеленӗччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев