Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ыркăмăллăх концерчӗ

Концерта хальхи вăхăтра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Çӗпрел каччисене пулӑшас тӗлӗшпе йӗркеленӗччӗ.

Ҫӗпрел районӗнчи  Культура çуртӗнче «Эпир сирӗнпе пӗрле!» ятлă ыркăмăллӑх концерчӗ иртрӗ. Концерта хальхи вăхăтра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Çӗпрел каччисене пулӑшас тӗлӗшпе йӗркеленӗччӗ.  

Мероприятире Тутарстан   Республикин тава тивӗҫлӗ тата халӑх артисчӗсем: ИльСаф, Алсу Абульханова, Раяз Фасихов, Вадим Захаров, Ришат Фазлиахметов, Гузель Идрисова, Ильназ Бах, Чулпан Юсупова, Расим Низамов, Эльвир Хаматова, Диняпа Булат Нигматуллинсем, Ильнар Сайфиев тата ыттисем хутшăнчӗç, концерта «Тутар радиовӗн» ди-джейӗсем Зульфат Зиннуровпа Назлыгуль Сунгатова илсе пычӗç.

Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хальхи вӑхӑтра Тӑван çӗршыва тата граждансен тăнăçлăхне хӳтӗлекен ентешсене пулӑшас тӗллевпе концерт курма килнӗ куракансене тав турӗ, юрӑҫсене Тав ҫырӑвӗсемпе чечексем  пачӗ.

Мероприяти Тутарстан Республикин халӑх артисчӗ ИльСаф «Çӗпрел» юрра пурнăçланипе вӗҫленчӗ.

Билетсем сутнинчен пухăннӑ мӗнпур укҫа-тенкӗ ҫар çыннисем-ентешсем валли кирлӗ япаласем туянма кайӗ.

Малалла тăсса

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен Çӗпрел   ҫыннисем валли гуманитари пулӑшӑвӗ «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче йӗркеленет.

Мартăн 18-мӗшӗнче район делегацийӗ ҫар ҫыннисем патне тухса кайӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев