Ырă-сывă таврăнăр!
Уйрӑм мобилизаци шайӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ретӗнче служить тума чӗнтернӗ Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевçисем-Çӗпрелӗн çыннисем Хусан хулине, сборный пункта каяççӗ
Иртнӗ эрнекунран пуçласа çак эрнекунчченхи хушăра районтан виçӗ ушкăн каччă тата арçын, мӗнпурӗ 40рен ытла çын, мобилизациленчӗ. Çар ретне каякансене ăсатма влаҫ представителӗсем, тӗн деятелӗсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, предприятисемпе организацисен ертӳҫисем, право сыхлавӗн органӗсен ӗҫченӗсем, общество организацийӗсен лидерӗсем, район ҫыннисем килчӗç.
Аса илтеретпӗр, каччăсем «Хусан Экспо» сборный пунктра пӗр вăхăт хушши тăраççӗ, унта вӗсем ҫар вӗренӗвӗсем иртеҫҫӗ.
Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров мобилизациленнисене чӗнсе каласа, Ҫӗпрел ҫыннисем яланах çирӗп, хăюллă пулнипе уйрăлса тăни, Тӑван çӗршыв умӗнчи хӑйсен тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланине палӑртса иртрӗ. «Ырӑ ҫул, сире! Ырă-сывă таврӑнасса кӗтетпӗр», – терӗ Марат Ринатович.
Район пуҫлӑхӗ мобилизациленнисен ҫемйисене пур енлӗ пулӑшу пуласси, пӗр ыйту та тимлӗхсӗр юлас çукки çинчен пӗлтерчӗ. Ҫавӑн пекех, вӗсемпе хăйсемпе те яланах ҫыхӑнура пуласси çинчен каларӗ.
Мобилизациленнӗ каччăсемпе арҫынсене кирлӗ пулакан япаласен пуххине пачӗҫ. Вӗсем: коверсем, ҫумӑртан сыхланмаллисем, ятарласа тунӑ жилетсем, гигиена япалисем тата ытти те.
Тӗн деятелӗсем Данир хазрат Шарафутдинов, Павел Пурлов тата ҫар юхăмӗн ветеранӗсен обществăлла организацийӗн ертӳçи Виктор Петухов та мобилизациленнисене ырӑ сунăмӗсене пӗлтерчӗç. Вӗсене ҫар службине паттӑррӑн иртме сунчӗç.
Ӑсату... Чи хумхануллă самант. Тӑванӗсемпе сывпуллашма мобилизациленнисене пилӗк минут вăхăт пачӗҫ. Çар вӗренӗвӗсен пунктне автобуссем «Прощание славянки» маршпа ҫул тытрӗҫ.
Уйрӑм мобилизацие чӗнтернисем Аслă Аксу ялӗнчен Чечня тата Кавказри çар юхăмӗсен ветеранӗсем: ефрейторсем В.Н.Молгачев, А.С.Магарин, Д.Н.Малов аллисене повестка илсен, вӗсем пӗр иккӗленмесӗр Тӑван çӗршыв чӗннине йышăнаççӗ.
– Эпир хамӑра çирӗплетнӗ тивӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫлама сӑмах паратпӑр, ҫӗнтерӳпе таврӑнăпӑр. Атте-аннесем, ҫемьесем, çывăх çыннăмăрсем пирӗншӗн кӗл туса тăрӗç. Ҫак сунăмсем пирӗншӗн чи пысӑк пулӑшу пулӗ, ӑна эпир пӗтӗм чунпа туйса тӑрӑпӑр.
Пире ҫавăн пек пăхса ӳстернӗ – эпир ҫак тӗнчере мӗншӗн тата камшӑн пурӑннине лайӑх пӗлетпӗр. Пурне те мирлӗ тӳпе сунатпӑр! – терӗç вӗсем.
Мобилизациленнисем пӗр хушӑ Хусанта сборнӑй пунктра пулӗҫ. Ҫар хатӗрлевне иртнӗ хыҫҫӑн, вӗсем ятарлă ҫар операцийӗ ирттермелли зонӑна кайӗç.
Справка
Уйрӑм мобилизаци çӗршывра сентябрӗн 21-мӗшӗнчен Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ Указпа килӗшӳллӗн пуҫланчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев